Фазциолез (пĕверти лĕкĕ) сурăх, качака тата мăйракаллă шултра выльăхсен пур вырăнта та сарăлнă паразитлă чирĕ. Унпа ытти выльăхсем, çынсем те чирлеме пултараççĕ. Ăна пуçарса яраканĕсем — лаптак трематодозсен йышне кĕрекен фазциолăсем. Вĕсем çитĕнсе çитсен 2-3 сантиметр тăршшĕ, пĕр сантиметр сарлакăш таран пулаççĕ. Паразитсем выльăхсен пĕверти ват çулĕсенче пурăнаççĕ, çăмартисене ватпа пыршăсене куçараççĕ. Унтан каяшпа тухса çут çанталăка варалаççĕ. Çĕр çине ÿкнĕ паразитсем çăмартисене çитĕнме шыв, ăшă, кислород та кирлĕ. Çăмарта личинкăна çаврăнасси 10-30 градус ăшăра питĕ хăвăрт пулать. Кайран вĕсем шыври пĕчĕк молюскăсене кĕрсе малалла аталанаççĕ те. Вĕсенчен тухса юхан шыври курăксем, йывăçсем, хăмăшсем çумне çыпăçса лараççĕ. Выльăхсем кÿленчĕксенчен, пĕверен шыв ĕçнĕ чухне, шурлăхлă вырăнта хатĕрленĕ утта çитерсен аптраççĕ.
Çамрăк фазциолăсем пĕвере икĕ çулпа çитсе вырнаçаççĕ: пĕрисем пыршăсенчен шăтарса тухса пысăк хырăмлăха лексе пĕвере тулаш енчен шăтарса кĕреççĕ, теприсем пыршăсенчи юн тымарĕсенчен пĕверĕн пысăк вени урлă ват çулĕсене çитсе вырнаçаççĕ, юн тата пĕверĕн ытти шĕвекĕсемпе тăранса пурăнаççĕ. Пирĕн çут çанталăк усуловийĕсенче асăннă паразитпа июлĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа мĕн кĕтÿ кĕтме пăрахичченех чирлеççĕ. Ăна хирĕç вăхăтра кĕрешмесен, эмелсем памасан ĕнесен сĕт антараслăхĕ 25-40, ÿт хушаслăхĕ 20-30, сурăхсен çăм ÿсеслĕхĕ 20-25 процент таран чакать. Нумай вăхăт чирпе нушаланаканнисен ват çулĕсенче кальци тăварĕ хурăнать, çавна май пĕвер чулланать. Выльăхсене вăхăтсăр пусма тивет.
Фазциолез — хăвăрт ерекен тата чылай çула тăсăлакан чир. Уйрăмах вăл сурăхсемпе качакасене час çулăхать. Унăн паллисем: выльăхăн çăвар ăшчиккине сарă тĕс çапать, ÿт температури 41-41,6 градус таран хăпарать. Йывăр сывлать, апата çиесси чакать, вăйсăрланать, начарланать. Кĕтÿрен юлать, çăмне тăкать, каяшĕ шĕвек, шăршлă. Ĕнесен çак чир вăраха тăсăлать. Вĕсем вăхăт-вăхăт апат çимеççĕ, начарланаççĕ, сĕтне чакараççĕ, янах, кăкăр тĕлĕнчи тирĕ урăхланать, мышцăсенче шыв пухăнать, пĕверĕ пысăк.
Выльăхсен чирне тĕрĕс палăртма 20-30 грамм каяшне ветеринари лабораторине леçсе памалла.
Вĕсен сывлăхне тата продуктивлăхне сыхласа хăварас тесен кашни çулах çак кунсенче тата март уйăхĕнче фазциолеза хирĕç икĕ хутчен эмелсем памалла.
Петр ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
