Патшалăх пулăшăвĕпе те усă кураççĕ, хăйсем те тăрăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:46 Просмотров: 90

— Çĕр ĕçĕ çав тери йывăррине пурте пĕлеççĕ. Тен, çавăнпах ялта пурăнаççĕ пулсан та чылайăшĕ унпа тĕплĕн ĕçлесе кайма шикленеççĕ. Пирĕн тăрăхра эпĕ мĕн астăвассах çынсем çĕр çинче ĕçлесе тăранса пурăннă. Колхозсем вăхăтĕнчех пирĕн ялта сухан-севок лартса туса илетчĕç. Хăй вăхăтĕнче «Гвардеец» колхоз çак енне аталантарнишĕн Ленин орденне те илме тивĕç пулнă. Пирĕн аннесем гектарĕ-гектарĕпе çум çумланă, пахча çимĕçе кăларнă, пуçтарнă, тирпейлесе кĕртнĕ. Эпир те ачаранах çав çĕр çинче упаленсе ÿснĕ. Çуллахи каникул пирĕн ана çинче иртнĕ. Çапах та ÿссе çитсен хам та çав ĕçпе ĕçлетĕп тесе шутламан, — тет Леонид Семенович Зайцев.

Шăпах хирти ĕç-пуç тирпейлесе пĕтернĕ вăхăтра тĕл пултăм та ăна. Ахаль пулсан кил хуçине сĕм çĕрлесĕр те килте тытаймастăн. Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнаççĕ Зайцевсем. Çуралма та çак ялтах çуралса ÿснĕ. 1990 çулхине вăтам шкул пĕтернĕ каччă салтак ретне тăнă. Хăйсемпе пĕр ÿсĕмри каччăсемпе пĕрле салтака кайма повестка парсан мĕнлерех савăнман-ши? Малтан Польша çĕршывĕнче пĕр çулталăк пулнă, унтан каччăна Ленинград облаçне куçарнă. Связист пулнă вăл. 1992 çулхине салтакран таврăнсан таçта та вырнаçма май пулнă унăн. Ачаран ÿкерме юратнă вăл. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та вăл хитрелетмесĕр пĕр стена хаçачĕ те тухман. Хăма çине çунтарса тĕрлĕрен ÿкерчĕксем тунă. Çапах та каччă пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарма шутласа районти милици уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Мĕнле урăхла пулма пултартăр-ха? Вăрçă ветеранĕн ывăлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи историйĕ çинче ÿснĕскер, хăй суйласа илнĕ ĕçпе кăмăллă пулнă. Тульккăш ашшĕ, Семен Николаевич Зайцев, вăрçă çинчен пит нумай каласа паман, тĕрĕссипе аса илме те юратман. «Хăйсем тыткăна лекес мар тесе эрне хушши типĕ пусăра ларнине аса илетчĕ. Вăрçă пĕтичченех йывăр аманса таврăннă. Çавна пулах пит нумай çул та пурăнаймарĕ»,— тесе аса илет ашшĕ çинчен Леонид.

Зайцевсем сакăр ывăл та пĕр хĕр ÿснĕ. Леонид чи кĕçĕнни, тĕп килте пурăнать. Хăйсен ял хĕрĕпех Надежда Астраханцевăпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ медицина ĕçченĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те професси илнĕ хыççăн Мускав облаçĕнче тĕпленнĕ. Дима аслă шкултан экономиста вĕренсе тухнă хыççăн банк системинче вăй хурать. Диана фармацевтра тăрăшать.

20 çул шалти ĕçсен органĕнче ĕçленĕ хыççăн Леонид Зайцев тивĕçлĕ канăва тухнă. Çавăн хыççăн малаллахи пурнăçне çĕрпе çыхăнтарма шухăш тытнă та. Тĕп ĕçре ĕçленĕ вăхăтрах хăйсен çемйипе севок туса илсе пăхнă. Ара, çав ĕçпе ачаран ĕçлесе ÿсмен-и-ха вĕсем? Мăшăрĕ Надежда та упăшки шухăшĕпе килĕшнĕ. Çапла вара 2015 çултан пуçласа çĕре тара илсех пахча çимĕç туса илессипе ĕçлеме тытăннă. Ку шухăша мăшăрĕн шăллĕ Александр Астраханцев та ырланă. Хăй те пĕрле ĕçлеме кăмăл тунă.

«4 миллион тенкĕ грант укçипе трактор, сапалакан агрегат, плуг, трактор урапи туянтăмăр...»

— Лайăх, тухăçлă пахча çимĕç туса илес тесен кĕркуннех ĕçлеме тытăнмалла. Кĕркунне çĕре лайăх хатĕрлесе хăвармасан ырă тухăç çинчен манас пулать. Юрать, кăçал çанталăкĕ лайăх тăчĕ. Пахча çимĕçсене те вăхăтра та типĕ кĕртме пултартăмăр. Çĕрне те сухаласа хăвартăмăр. Çапах та çĕр нÿрлĕ юлсан тепĕр çул тухăçĕ те аван пулать. Кăçал кĕркунне пирĕн тăрăхра çумăрсем сахал пулчĕç. Çавăн пекех юлсан тепĕр çул ÿсен-тăрансене йывăра килет. Халĕ, паллах, пирĕн шăварса тăмалли установкăсем пур. Вĕсем пулăшĕç-ха. Çуркунне çитсен тепĕр хут çав çĕрех тепре кăпкалатас пулать, унтан акма тухатпăр. Вăхăтра акса хăварнинчен те тухăç мĕнле пуласси нумай килет. Çавăнпа та çĕрпе пĕлсе усă курма тăрăшмалла. Малтанхи вăхăтра севок вăрлăхĕсене укçалла илеттĕмĕр. Юлашки вăхăтра хамăр тăватпăр. Эпир çынсене тара тытса ĕçлеттерсе курман. Хамăр çемьесемпе ĕçлетпĕр. Мăшăрăн шăллĕ Саша Астарханцев çемйипе хулара пурăнать пулсан та çу çитсен ялтан каймасть. Севок пуçтарнă вăхăтра çемьесем пуçтарăнатпăр. Мăшăрăн Мускавра пурăнакан йăмăкĕ пур. Вăл та севок пуçтарнă вăхăтра кашни çулах çемйипех килет. Паллах, ĕçе çăмăллатма тахçанах техника туяннă. Çĕр çинче ĕçлеме мĕнле агрегат кирлĕ — пурне те илме тăрăшнă. Çĕннисем пулмасан та пире вĕсем питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Халĕ эпир хамăр çĕр лаптăкне 20 гектара çити ÿстертĕмĕр. Ку пысăк çĕр лаптăкĕ мар, паллах. Пирĕн патра 50-шар гектарта пахча çимĕç туса илекенсем пур. Паллах, вĕсем çынсене тытса ĕçлеттереççĕ. Пирĕн продукцисене илекенсем пур. Çавă савăнтарать. Çак тарана çитсе эпир пуçтарса илнĕ çимĕçе хамăр çĕршывра кăна мар, Беларуç, Монголи, Болгари таран ăсатнă.

2024 çулхине Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви «Агростартап» грант йĕркелерĕ. Унта пирĕн пек КФХ йĕркелнĕ хуçалăхсем те хутшăнма пултарчĕç. Эпир те çак конкурса хутшăнса пăхар терĕмĕр. Çĕнтертĕмĕр, 4 миллион тенкĕ грант çĕнсе илтĕмĕр. Ку пирĕн хуçалăха питĕ юрăхлă пулчĕ. Унччен кивĕрех техникăна хамăр туяннă пулсан, халĕ вара чылайăшне çĕнетме пултартăмăр. Çав укçапа трактор, сапакан агрегат, плуг, трактор урапи туянтăмăр. Паллах, грант илнипе кăна мар, пилĕк çул хамăрăн ĕçе кăтартса пымалла. Енчен те эпир ĕçлесе пыраймастпăр, ĕçленине кăтартма пултараймастпăр пулсан, грант укçине каялла илеççĕ, — каласа парать Леня Зайцев.

Паллах, çыннăн ĕçленипе кăна мар, канма та пĕлмелле. Канма вăхăт хăçан тупни çинчен те ыйтрăм. Калаçăва Леонид мăшăрĕ Надя хутшăнчĕ.

— Тĕрĕс, канма та вăхăт тупмалла. Йывăр ĕç çынна ывăнтарать, хутлатса лартма та пултарать. Çавăнпа та кашни çулах ĕç-пуç вĕçленсен канма кайма тăрăшатпăр. Ытларах кĕрхи кунсен вăхăтĕнче ăшăрах çĕре каятпăр. Ниепле май та килсе тухмасан санаторире канатпăр. Тепĕр çул валли вăй-хал пухмалла вĕт. Тĕрĕссипе, пахча çимĕç туса илесси нумайрах вăхăта илет, ĕçлеме пултармалли ĕç тесе каласшăн. Эпир Леньăпа пĕрлешнĕренпех пĕчĕккĕн çак ĕçсене туса пынă. Малтанхи вăхăтра килте ваттисем пурччĕ, вĕсем чирлекелесе тăчĕç. Ашшĕ те, амăшĕ те иртерех çĕре кĕчĕç. 2000-мĕш çулсем кĕрлесе çитрĕç. Укçа-тенкĕ енчен йывăртарах пулкаларĕ. Вара пахча çимĕç çитĕнтересси çине тимлĕх уйăрма тытăнтăмăр. Алла укçа тытма тытăнсан çын тата хавхаланарах ĕçлеме тăрăшать. Ачасем те ÿссе пычĕç. Вĕсене те ура çине тăратмалла. Çавăнпа эпир пĕрре те çак ĕçпе аппаланма тытăннишĕн ÿпкелешмен. Сывлăх кăна пултăр, самани лăпкă тăтăр — вара çын ĕçлет,— тет Надежда.

Эпĕ те Надежда сăмахĕсемпе килĕшетĕп. Çын туман ĕç çук. Ăна хавхаланупа кăна пурнăçламалла, вара кăтартăвĕ пулать. Ял хушшинче Зайцевсемпе Астраханцевсем пек çамрăксем пур тăк, ял пĕтмест. Вĕсене хавхалантарма çĕршывра чылай меслет туса панă. Тĕрлĕрен конкурссем пурри, грантсем йĕркелени çамрăксене хавхалантарать, ĕçлес туртăма вăйлатать. Патăрьел тăрăхĕнче юхăнса выртакан çĕрсем çук. Пурне те ĕçе кĕртме тăрăшнă. Апла ял пуласлăхĕ пур. Çапла пултăрах.

Валентина ЯКОВЛЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика