Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 д класра вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Дмитрий А.-па (хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса тата ентеш хăй ыйтнипе хушаматне, позывнойне тата хăш енче тăшманпа çапăçнине çырмастпăр. — Авт.) тĕл пулчĕç.
Дима 2022 çулхи октябрь уйăхĕнче мобилизаципе неонацистсемпе хирĕç çапăçма тухса кайнă. Паян виçĕ ача ашшĕ унта медик-санитар пулса вăй хурать. Малти лининчен аманнă салтаксене илсе тухать, пĕрлех пĕрремĕш пулăшу парать.
Вăрçăри салтак пурнăçĕ çăмăл мар, унта вилĕм те юнашарах çÿрет. Дима çакна пĕрре мар курса ĕненнĕ. Пĕр хутчен аманнă, контузи пулнă. Суранĕ халĕ те хăй пирки аса илтерет: пĕр ури уксахлать.
Медик-санитарăн ĕçĕ çăмăл мар. Пулăшу пама тем пек васкасан та тÿпере вĕçекен дронсем чăрмантараççĕ. Вĕсемпе вара питĕ асăрхануллă пулмалла. Çын çук чухне çĕр çине анса лараççĕ. Этем ăшшине туйсан е хускалнине сиссен тÿрех вĕçсе хăпараççĕ те хăвалама пикенеççĕ.
— Темиçе чĕлхе пĕлни те питĕ кирлĕ. Эпир Патăрьелĕнчен 11-ĕн, раципе мĕн каланисене тăшман ан ăнлантăр тесе чăвашла калаçатпăр. Вырăссем те пур, ун пек чухне вĕсенчен çыхăну хатĕрне илетпĕр те линин тепĕр енчине тăван чĕлхепе пĕлтеретпĕр. Телефонпа та сайра шăнкăравлатпăр. Ытларах чухне интернета чарса хуратпăр, унсăрăн неонацистсем пире тупма пултараççĕ. Çемьепе калаçма айккинерех каятпăр е сообщени çеç яратпăр. Килтисемпе уйăх çурă çыхăнăва тухманни те пулнă. Пĕрин йăнăшĕ темиçе çыннăн пурнăçне татма пултарнине кашнийĕ пĕлет, — терĕ «За отвагу» медале тивĕçнĕ паттăр.
Калаçу малалла тăсăлнă май Дима ачасенчен килекен çырусемпе ÿкерчĕксем салтаксен чунĕсене савăнтарнине, вĕсене кĕтнине, вуланă чух тăшманпа харсăр çапăçакансен куçĕ шывланнине пĕлтерчĕ. Тăван тăрăха сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунса çырнă хутсене блиндаж стенисем çине çыпăçтарса хураççĕ. Шăпах вĕсем фашист юлашкийĕсене тĕп тума хавхалантараççĕ.
Çарта апат тĕлĕшĕнчен йывăрлăх çук, анчах тăван тăрăхран килекен гуманитари пулăшăвĕ салтаксемшĕн чи пахи. Вăл тăван кил ăшшине, тыл тĕревне туйма май парать. Маскировка сечĕсем вара уйрăмах пысăк пулăшу кÿреççĕ. Шăпах вĕсем салтаксен пурнăçне çăлаççĕ, техникăна упраса хăварма май параççĕ. Дима хăйĕн калаçăвĕнче хÿтĕлев тетĕлĕсем питĕ кирлине палăртрĕ.
— Украинăри ятарлă çар операцийĕ мана пурнăçа хакламаллине, кирлĕ-кирлĕ маршăнах кÿренмелле маррине, пĕр-пĕрне каçармаллине вĕрентрĕ. Тăван çĕршыва юратни вара пурăнма, йывăрлăхсене çĕнме пулăшать, — терĕ Дима калаçу вĕçĕнче ачасене шкулта лайăх паллăсемпе вĕренме, çыршыва юрăхлă çын пулса ÿсме суннă май.
— Мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнма ят тухсан пăркаланса çÿрес, тăрса юлас шухăш пĕрре те пулман. Арçыннăн тивĕçĕ — çĕршыва хÿтĕлесси. Ульяновскинче икĕ уйăх вĕренÿре пултăмăр, шăпах çавăнта санитар ĕçне хăнăхтарчĕç. Виçĕ çулта опыт тата ÿсрĕ, — терĕ хăйĕн пирки кĕскен каласа панă май ентеш.
Ольга ПАВЛОВА
Декабрь 2025 |
