Вĕсемшĕн вăрман — чун киленĕçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.10.2025, 14:38 Просмотров: 110

Ишлĕ вăрман ăшĕнче ларнăран мана юмахри яла аса илтерет. Кунта йĕри-тавра çурта пек тÿрĕ та çÿллĕ хырсем кашлаççĕ. Кил хуçалăх хыçĕнчи пахча вĕçĕнчех вĕсем çитĕнеççĕ. Ялта пурăнакансем мĕн пĕчĕкренех таса та уçă сывлăшпа туллин киленсе, кăмпа-çырла татса ÿсеççĕ. Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн Йĕпреç лесничествинче участковăй пулса ĕçлекен Николай Артемьев (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) та ачаллах амăшĕпе, аслă юлташĕсемпе, шкулта чухне класпа вăрмана çÿренĕ. Тĕмсем лартма та хутшăннă. Вăрман вара ăна хăйĕн асамлă ытамне ытларах та ытларах чĕннĕ. Шкултан вĕренсе тухнă çĕре вăрманçă пулас ĕмĕчĕ çирĕпленсе çеç çитнĕ.

— Йошкар-Олари политехника институтне 1985 çулта вĕренме кĕтĕм. Пĕрремĕш курс хыççăн икĕ çул салтакра пултăм. Таврăнсан малалла ăс пухма пуçларăм. 1992 çулта алли диплом илнĕ хыççăн Пашьел лесничествинче мастерта ĕçлеме пуçларăм. Ишлĕри картунта Алексей Васильевич Козлов вăрманçă пурăнатчĕ. Вăл ун чухне хăй вăрман хуçалăхĕнче 32 çул ĕçленине пĕлтерсен эпĕ питĕ тĕлĕннĕччĕ. Юратнă ĕçре вăхăт иртни сисĕнмест те иккен: хам та 33 çул вăй хуратăп, — тесе калаçăва пуçларĕ 1967 çулта кун çурнă Николай Михайлович.

Çамрăка 1994 çулта Ульяновка лесничествине куçараççĕ, вăрманçă пулăшуçи пулма шанаççĕ. 8 çул çак тивĕçре тăрăшнă хыççăн вăрманçăра вăй хурать. Пурнăçра çĕнĕлĕхсем пулсах тăраççĕ, çавна май улшăнусем те кĕреççĕ. Вăрман хуçалăхĕнчен те вĕсем иртсе кайман. 2002 çулта Николай Артемьев Йĕпреç лесничествинче мастерта тимлеме тытăнать. Хальхи вăхăтра «Вăрман хуралĕ» хысна учреждени-

йĕн ĕçченĕ. Николай Михайлович çут çанталăк «ÿпкине» вараласран, вут-çулăм алхасасран, юраман вырăнта йывăçсене касасран пĕрле вăй хуракансемпе сыхлать, çавăн пекех кашни çуркунне çамрăк хунавсем лартаççĕ, вĕсем мĕнле ÿснине сăнаса, тасатса тăраççĕ.

— Ял хуçалăхĕнче çуркунне акаççĕ те кĕркунне тухăç пухса кĕртеççĕ. Вăрман хуçалăхĕнче лартнă йывăç продукцине илес тесен вăтамран 60-70 çул иртмелле. Çавăнпа та çынсен вăрмана кĕнĕ чухне асăрханулăха çухатмалла мар. Уйрăмах пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне питĕ тимлĕ пулмалла: пирус туртма, кăвайт чĕртме юрамасть. Ытларах çын факторне пула вут-çулăм алхасать. 2010 çулта вăрмансем еплерех çуннине нумайăшĕ ас тăваççĕ пулĕ тетĕп. 10 кун киле таврăнмасăр пушарпа кĕрешрĕмĕр. Каç енне кăшт лăпланать çеç, хĕвел тухсан çĕнĕрен алхасма пикенет. Шурлăхлă, торфлă вырăнта çулăм тата ытларах хăрушлăх кăларать: пĕр вырăнта сÿнтеретпĕр, тепĕр вырăнта ялкăшма пуçлать... Çавăн чухне пушар сÿнтерме килнĕ машина та çунса кайнăччĕ. Юрать-ха çыннисем тухса ĕлкĕрнĕ, — тесе аса илчĕ çав вăхăта куçĕ умне кăларнă май Николай Михайлович.

Инкекрен сыхланма çăмăлтараххине асра тытса вăрман ĕçченĕсем шкулсенче вĕренекенсемпе, халăх пухăвĕсенче граждансемпе тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, буклетсем параççĕ, патруль служби йĕркелеççĕ.

Ĕçленине кура хисепĕ те пур Николай Артемьевăн. Вăл Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Хисеп хучĕсене, нумай пулмасть вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Ĕçре çитĕнÿсем тăвасси çемьерен нумай килет. Николай Михайлович 1992 çулта Пăлапуç Пашьел хĕрĕпе çемье çавăрнă. Мăшăр пурнăçĕ çатма пек тикĕс пулман. Повара вĕренсе тухнă хĕр малтан Шупашкарти шкул столовăйĕнче ачасем валли апат пĕçернĕ. Венчет çĕрри тăхăнсан Зося яла куçса килнĕ. Малтан колхоз столовăйĕнче ĕçленĕ, унтан кирпĕч заводне куçнă. Çакна валли сăлтавĕ те пулнă — çемье пÿрт хăпартма тĕллев тытнă. 10 ачаллă çемьере тăххăрмĕш пулса çут тĕнчене килнĕ хĕрарăм йывăр ĕçрен хăраса тăман. Выльăх-чĕрлĕхне те картиш тулли тытнă. 2-3 ĕне, вăкăрсем усранă, сыснасем çăвăрлаттарнă. Çапла йывăрлăхсене çĕнтерсе çурт тунă, хуралтăсем çавăрнă. Çак тапхăрта пĕр ывăлпа йĕкĕреш хĕрĕсене те ура çине тăратнă. Ачасене пăхма Николай Артемьевăн амăшĕ — Гликерия Васильевна — пулăшнă.

— Эпир çемйипе вăрмана юрататпăр. Çырла-кăмпа вăхăтĕнче кунне икшер те каятпăр. Ишлĕ вăрманĕнче упа çÿрени пирки каласан та, унăн йĕрĕсене пĕрре мар курнă, чун чăтмасть. Ачасем те хаваспах пыраççĕ. Хĕрсем хампа юнашар ĕçлесе ÿснĕ. Çĕр улми çумлаттăмăр та унтан пĕрлех вăрмана каяттамăр. Петя ытларах ашшĕпе пулнă, — тесе каласа парать Зося Родионовна.

Паян йăха тăсакансем тĕп килтен вĕçсе саланнă. Петя Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче экономиста вĕреннĕ. Салтака кайсан вара хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Чаçĕ Тольяттинче пулнă май çав хуларах тĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра связист пулса Украинăри ятарлă çар операцинче неонацистсене хирĕç кĕрешет. Маларах Сиринче те пулнă. Крыма ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Сăкăт хĕрĕпе мăшăрланса Димăпа Тимофей ывăлĕсене çитĕнтереççĕ.

Йĕкĕреш хĕрсем юратнă шурă Шупашкартах хăйсен вырăнĕсене тупнă. Даша медсестрана вĕренсе тухнă, онкологи больницинчи гинекологи уйрăмĕнче тăрăшать. Алманчă каччипе пĕр çемье çулĕпе утаççĕ. Егор ывăлĕ ÿсет.

Маша колледжра экономист профессине алла илнĕ хыççăн куçăмсăр майпа И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи юридика факультетĕнче ăс пухнă. Шупашкар округ администрацийĕнче ĕçлет. Хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршă кинĕ Марк ывăлĕпе ларать.

Чылай чухне хĕрсем мăшăр пулма ашшĕ евĕрлĕрех каччăсене суйлаççĕ, теççĕ. Тĕрĕсси те пур çакăнта. Артемьевсен кĕрÿшсем хуньăшĕ пекех ĕçре ятарлă тумпа çÿреççĕ. Дашăн мăшăрĕ çул-йĕр инспекторĕ, Машăн вара чрезвычайлă лару-тăру министерствин ĕçченĕ.

Николай Михайловичпа Зося Родионовна паян ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса, ывăлĕ çывăх вăхăтра çĕнтерÿпе таврăнасса шанса пурăнаççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика