Треньелĕнчи Татьянăпа Юрий Муськинсен çемйи ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть теме пулать. Ку вăл çиелтен пăхсан çеç. Ара, пурнăçра чунра темле йывăр чухне те çын умĕнче кулса калаçатпăр мар-и? Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа кил хуçисен çĕр çывăрман каçсем сахал мар пулнă...
1964 çулта кун çути курнă Вăтаел хĕрĕ хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах мăшăрĕпе Треньелĕнчи кирпĕч заводне ĕçлеме килсен паллашнă. Таня шкулта вĕреннĕ вăхăтрах каникул вăхăтĕнче ашшĕпе пĕр тăван аппăшĕпе кунта ĕçленĕ. Аллине 8 класс вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен аттестат илсен те телейне таçта шыраса çÿрес темен, хăнăхнă çĕртех малалла вăй хума пикеннĕ.
— Мана асанне пăхса ÿстернĕ. Аттен качча кайман аппăшĕсем те пĕрле пулнă. Малалла вĕренме каймалли пирки ăс паракан та пулман, — тет пурнăçĕпе паллаштарнă май Татьяна Петровна. 19 çулта чухне Треньел каччипе мăшăрланнă. Вăл вăхăтра Юрий Николаевич «Батыревский» совхозăн Кĕçĕн Патăрьелĕнчи бригадинче тăрăшнă. Çамрăксем тĕп килтех юлнă. 30 çул ытларах кинĕпе пăянамăшĕпе пĕрле пурăннă.
Муськинсем çут тĕнчене 5 ача парнеленĕ: Николай, Оксана, Лилия, Дмитрий, Максим. Шăпах кĕçĕннин вăрçă тертне курма тивнĕ. 2017 çулта Максим (сăн ÿкерчĕкре) салтак аттине тăхăннă. Тепĕр çул вара контракт çырса çар ĕçне малалла тăснă. 2022 çулта ятарлă килĕшÿ вĕçленмелли вăхăт çывхарнă чухне, феврлĕн 24-мĕшĕнче, ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Треньел каччи юлташĕсенчен уйрăлайман, ыттисемпе пĕрле пĕрремĕш кунсенчех вăрçă вутне кĕнĕ. Донецк енче неонацистсемпе кĕрешнĕ. Виçĕ хутчен йывăр аманнă. Пĕрремĕш хутĕнче юлташĕпе машинăпа пынă чухне вĕсем пыракан техника тăшман снарячĕ лекнипе çунма тытăннă. Руль умĕнче пыракан юлташĕ çавăнтах вилнĕ. Максим сиксе ĕлкĕрнĕ, анчах пит-куçĕ, алли вутпа пиçнĕ. Тепринче снаряд ванчăкĕсем ăна лекнĕ. Чĕри çывăхĕнчине госпитальте операци туса кăлăрнă, алли-уринче халĕ те пур...
— Аманнă хыççăн виçĕ кун чăрăш айĕнче юлташсемпе выртрăмăр. Дронсем питĕ вăйлă вĕçнипе пире кĕрсе илеймерĕç. Тепĕр кун тăнă пулсан вилеттĕмччĕ пуль, — тесе каласа панă Максим çывăх çыннисене. Çап-çамрăк каччă мĕнлерех нушаланнине куç умне кăларатăн та, чун сÿ-ÿ! туса каять. Шăлне çыртнă та чăтнă вĕт! Икĕ ури те çуккине йышăнма çăмăл пулнă-и тата? Чăн-чăн паттăр мар-и вара çак каччă? Пурнăçпа вилĕм кĕрешнĕ вăхăтра та юлташĕсемпе лайăха шаннă.
Донецкинчи, Санкт-Петербург хулинчи госпитальте çур çул сипленнĕ хыççăн, пĕр уринчи суранĕ вăрах вăхăт ÿт илеймен, Максим протезпа августра тăван тăрăха таврăннă.
Шел пулин те, Треньел каччипе хăйĕнпе курнăçма май килмерĕ. Халĕ вăл Шупашкарта ятарлă машинăпа çÿреме права илме вĕренет. Максим «За отвагу», «За храбрость» медальсене тивĕçнĕ. Ятарлă çар операцийĕн участникĕ шутланать.
Ашшĕпе амăшĕн чĕри ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăннине пĕлнĕренпе канăçлăх мĕнне маннă.
— Максим час-часах шăнкăравлаймастчĕ. Калаçсан чун кăштах лăпланать пек, унтан татах шăнкăрав кĕтме, пăшăрханма тытăнатăн, — тет Татьяна Петровна.
Иртнĕ çул Муськинсен пысăк çухатăва та чăтса ирттерме тивнĕ. Йĕпреç округĕнчи Пучинке ялне качча кайнă Лилия хĕрĕн мăшăрĕ Украинăри ятарлă çар операцинче пуçне хунă. 2024 çулхи октябрь уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă.
— Ноябрĕн 9-мĕшĕнче манăн çуралнă кун. Лилия маларах ачисемпе пĕрлех пирĕн пата килчĕ. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче кĕрÿ шăнкăравларĕ. «Мама, (мăшăрĕн амăшне çапла чĕннĕ. — Авт.) пире малти линие кĕртсе яраççĕ, çавăнпа сире кайран шăнкăравлаймастăп. Çуралнă кун ячĕпе саламлатăп, — терĕ. Çакă пирĕн юлашки калаçу пулчĕ. Ун хыççăн пĕр сас-хура та илтĕнмерĕ. Ăна хыпарсăр çухалнисен шутне кĕртрĕç. Вăхăт иртсен çеç вăл ноябрĕн 8-мĕшĕнчех куçне ĕмĕрлĕхех хупнине каларĕç.
Февралĕн 10-мĕшĕнче виççĕмĕш хут аманни çамрăк каччăн пурнăçне чылай улăштарнă. Мина çинче сирпĕннипе икĕ ури те чĕркуççинчен аяларах татăлнă.
Кĕрÿ СВОна хутшăнма тĕллев лартнине никама та пĕлтермен. Лилия хĕрĕм каланă тăрăх, ирхине ĕçе тесе килĕнчен тухса кайнă. Кайран вара килнĕ те хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайни пирки пĕлтернĕ, докуменчĕсене кăтартнă. Салтакра пулман, çакăншăн питĕаванмарланатчĕ. Çавăнпах ку утăма турĕ пуль... — чун ыратăвне пытараймасăр, куççульне шăла-шăла калаçрĕ Татьяна Муськина.
Икĕ ача ашшĕне, Александр Краснова, кăçалхи апрель уйăхĕнче юлашки çула ăсатнă.
Пурнăçри йывăрлăхсене, кăлтăксене сирме Татьяна Петровнăпа Юрий Николаевича 8 мăнукĕ пулăшать. Вĕсем час-часах килсе çÿреççĕ. Çурт ăшшине упраканĕ çавăн пекех чечексен илемĕнче чун канлĕхне тупать. Çурт умĕнчи тĕрлĕ çеçке куçа илĕртет, пушă вăхăтра алă ĕç тăвать.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2025 |
