Чылай чир пуçламăшĕ çын виçесĕр эрех ĕçнипе çыхăннă. Хăш-пĕрне вилĕм патне те илсе çитерет вăл.
Алкоголь малтанах пуç мимине анратать. Çын хăйĕн хăтланăвĕсене йĕрлесе пыраймасса та пултарать. Ахальтен мар ÿсĕр çынна тинĕс те чĕркуççи таран, теççĕ ĕнтĕ. «Кăштах çеç ĕçнĕччĕ, ÿксе амантăм», — теме пăхаççĕ яланлăхах сусăр юлма пултаракан пациентсем.
Экспертсен кăтартăвĕсемпе шывра путса вилекенсен 67 проценчĕ, пушарта çунакансен 60 проценчĕ ытла, хăй çине алă хуракансен 42 проценчĕ эрех ĕçнипе çыхăннă. Преступленисен ытларах пайне те хĕрĕнкĕлле тăваççĕ.
«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăх алкоголе сивлекен мероприятисене ирттерессипе плансене палăртсах тăрать. Сывлăх министерстви кашни çын пуçне мĕн чухлĕ эрех-сăра усă курнине те мониторинг тăвать.
Ĕçке пулах ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем пурнăçран сахал мар уйрăлаççĕ. Алкоголь кăмăл-туйăма та улăштарать, пит-куçа нĕрсĕрлетет, ăс-тăна чакарать. Ăна пулах пĕвер хавшать, юн пусăмĕ ÿсет, чĕре япăх ĕçлеме пуçлать. Ăрăва малалла тăсассипе те çыхăннă çакă. Сывă ачасем çуратас тесен организм та тĕреклĕ кирлĕ.
Алла черкке тытсан сывлăхшăн ĕçетпĕр, теççĕ. Çакна тĕрлĕрен ăнланма пулать: тĕреклетессишĕн е хавшатассишĕн? Эрехе пула çын сывални çук. Чир хушакансем вара çителĕклех. Çакăнтан пĕтĕмлетÿ тусан аванччĕ.
Надежда НАДИНА,
Патăрьелĕнчи тĕп больницăри нарколог-тухтăр
Апрель 2026 |
