Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те патшалăх пулăшăвĕпе усă курса социаллă объектсене юсаççĕ, пуçару бюджечĕн программи пулăшнипех территорисене пысăк хастарлăхпа хăтлăлатаççĕ. Комплекслă меслетсене тухăçлă ĕçе кĕртни, ялта пурăнакансен пурнăçне лайăхлатни пирĕн муниципалитет округĕнче те ăнăçлă пурнăçланса пырать. Пуçару бюджечĕн программи çултан-çул вăй илсе, аталанса, халăхăн хастарлăхĕ ÿссе пынине палăртмалла. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ пĕрре: çакнашкал ырă улшăнусене хăвăртлатасси, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси.
Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те пĕрлехи вăйпа, патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçлакан ĕçсем сахал мар. Çак кунсенче эпир округра халăх пуçарăвĕсене еплерех пурнăçа кĕртсе пынипе, нимелле кар тăракан ĕçсемпе, ку тĕлĕшпе территори пайĕсенче пурнăçлама палăртнă программăсемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе Патăрьел мунициалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе — хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн начальникĕпе Фениль Ансарович Алиулловпа тĕл пулса калаçрăмăр.
— Фениль Ансарович, нимелле, халăх пĕр шухăшлă пулса ĕçе кар тăрасси ĕлĕкех пулнă. Çынсем пĕрле çурт хăпартнă, вăрман каснă, утă çулнă, урамсене тирпейленĕ тата ытти те. Ниме сăмах паян астăвăма упрать çеç мар, вăл çĕнĕрен вăй илсе аталанни, вăл ялта пурăнакансемшĕн пурнăç условийĕсене улăштарас тĕллевпе пысăк вырăн йышăнни савăнтарать...
— Тĕрĕсех, Чăваш Республикинче утă уйăхĕнче халăх пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçланса пыракан «Ниме — халăх бюджечĕ» программа шăпах ялсене аталанма, ял-хулара пурăнакансене пĕр чăмăра пĕрлешме май паракан меслет. Ниме вăл пирĕн авалтан куçса пыракан йăла: пурте пĕрле пухăнатпăр, пысăк ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывать. Халăх бюджечĕ вара шăпах çак темăна аталантарать. Вăл çултан-çул анлăланса, вăй илсе пыни вара чăн малтанах ялсене çĕнелме, хăтлăланма май парать те. Акă, иртнĕ çул Патăрьел муниципалитет округĕпе пуçару бюджечĕн программипе территори пайĕсенче пурнăçа кĕртме палăртнă 44 проект хатĕрленĕ. Çулталăк вĕçлениччен проектсемпе килĕшÿллĕн ял инфратытăмне çĕнетес, халăх сĕнекен ыйтусене пурнăçа кĕртес тĕллевпе тума палăртнă ĕçсене вĕçлемелле.
Хальхи вăхăтра 2026 çулта ялсене пуçару бюджечĕн программипе хăтлăлатма территои пайĕсенчен 75 проект тăратнă. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесен территори пайĕсенче пурăнакансен хăйсен проекчĕсемшĕн патшалăхăн çăмăллăхĕсене паракан портал урлă сентябрĕн 12-26-мĕшĕсенче сасăламалла пулать. Сасăлав итогĕпе ăна ырланă хыççăн мĕн пур документа сайта вырнаçтаратпăр. Проект хакĕпе, вăл мĕнле пурнăçланса пынипе çынсем вĕçне çитичченех уççăн паллашса тăма пултараççĕ. Программăпа килĕшÿллĕн проектсене çак темăсемпе хатĕрлеме пулать: «Спорт территорийĕ», «Ачасен тата çамрăксен тĕнчи», «Тĕлĕнмалле шыв», «Инфратытăма аталантарасси», «Хăтлăх», «Санăн ирĕкÿ», «Пирĕн çулсем», «Манăн картиш».
Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче халăх пуçарăвĕн ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртессипе лидерсен шутĕнче
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов территори пайĕсен пуçлăхĕсен умне кашни ялтанах сахалтан та пĕрер проект хатĕрлесе хутшăнма тĕллев лартрĕ. Вăл пурнăçа кĕчĕ темелле. Кăçал кашни территори пайĕпрограммăна хутшăнчĕ.
— «Ниме — халăх бюджечĕ» программăна пысăк пуçарулăхпа хутшăнакан территори пайĕсене уйрăммăн палăртса хăварăр-ха? Ялта пурăнакансем ытларах мĕнле ыйтупа пуçарулăх кăтартнине те пĕлес килет.
— Кăçал Шăнкăртам территори пайĕнче (начальникĕ Ильнар Абейдуллин) пурăнакансем халăх пуçарулăхĕпе 16 объекта хута яма палăртнă! Ку вăл питĕ пысăк хастарлăх тесшĕн. Сасăлава тăратнисенчен çуррине яхăн урамсенчи çулсене тирпейлессипе çыхăннă. Çуран çÿрекен кĕперсене çĕнетессине, Кзыл Камышра Аслă вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка çĕнетессине, кÿлле тасатассине те патшалăх программипе хутшăнса татса пама йышăннă.
Патăрьел, Ыхра Çырми, Тутар Сăкăт, Ишлĕ территори пайĕсем те ( начальникĕсем Николай Андреев, Салават Корнеев, Динар Козлов, Марина Кабаева) халăхпа калаçса 4 — 6 проект таранах хатĕрлеме пултарнă. Округ центрĕнче, сăмахран патшалăх алă тăсса пулăшакан программăпа çул, тротуар çĕнетме, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул кантăкĕсене улăштарма, спорт площадки тума палăртнă. Ыхра Çырминче халăх пуçарăвĕпе масар территорине хăтлăлатасшăн, спорт площадки тăвасшăн, çулсене те юсама палăртнă, Тутар Сăкăтĕнче ытларах урамсенчи çулсене тирпейлес ĕмĕтлĕ, Ишлĕре культура çурчĕ умĕнчи территорие, «Теперай» çăлкуç таврашне хăтлăлатма, Люля поселокĕнче çуран çÿрекен кĕпере çĕнетме шутлаççĕ тата ытти те.
Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе çитес çул 75 проектпа 200 миллион тенке яхăнлăх ĕç пурнăçламалла. Вĕсенчен 120 миллиона яхăн укçа-тенкĕ республика бюджетĕнчен каять, ытти вара округ бюджетĕнчен тата халăх вăйĕпе пулса пырать. Ыйтăвĕсем пурте вырăнта пурăнакансене пăшăрхантараканнисем. Паллах, ытти çулсенчи пекех подрядчиксен ытларах çулсене тирпейлес ыйтупа ĕçлеме тивĕ. Унсăр пуçне палăксене юсасси, спорт лапамне тăвасси, çăлсене тасатасси, вĕсен территорийĕсене хăтлăлатасси, ытти инфратытăма çĕнетесси тата ытти те кĕреççĕ.
— Фениль Ансарович, юлашки пилĕк çулта Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенчи инфратытăм чылай çĕнелчĕ. Час-часах территори пайĕсене тухса çÿренĕ май, вырăнта социаллă, культура, спорт объекчĕсем хута кайни çеç мар, урамсемпе тăкăрлăксем тирпейленсе пыни, кану вырăнĕсем хăтлăланни, типме пуçланă çăлкуçсене «чун» кĕртни тата ытти те кăмăла уçать. Çынсен пурнăçĕ лайăхланни, ырă енне улшăнни те хавхалантарать. Çак шухăша пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр-ши?
— Çакă вăл чăн малтанах çынсем патшалăх, муниципалитет округĕ тытса пыракан тĕллеве ырланин, пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçленин результачĕ тесе шутлатăп. Çынсем ял малашлăхĕшĕн, унăн хăтлăхĕшĕн кар тăни çакнах çирĕплетсе парать. «Ниме – халăх бюджечĕ» пуçарулăх программине çынсем вырăнсенче ăнланса йышăнни мĕн пур йывăрлăха пĕрлехи вăйпа татса пама пулăшать.
Çакна та палăртма кăмăллă. Паян Чăваш Республики ял пурнăçне ла-
йăхлатма, хăтлăлатма нумай ĕç тăвать. Тĕрлĕрен программăсем вăйра пулни вара пысăк çăмăллăх. Территори пайĕсен малашне вĕсене пурнăçа кĕртес тесе пысăк хастарлăх çеç кăтартмалла.
«Пĕрлехи вăйпа пурăнма май пур хăтлăхпа» Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Январь 2026 |
