Малашлăх программа - вĕрентĕвĕн стратеги çулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2025, 21:37 Просмотров: 168

Ытларикун учительсен августри конференцийĕ иртрĕ. Вăл "Вĕрентỹ системине аталантармалли малашлăх программа Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвне çул памалли стратеги механизмĕ" темăпа пулчĕ. Канашлăва хутшăнакансене саламланă май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов иртнине пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртрĕ. 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче Ишлĕре спорт заллă пуçламăш шкул сад хута кайнине, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул таврашне тĕпрен юсанине, çĕнелнĕ Турхан вăтам шкулĕ сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене кĕтсе илме хатĕррине палăртрĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула та тĕпрен юсанă. Туçари, Çĕньялти, Аслă Чементи, Первомайскинчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче чỹречисене улăштарнă. Сăкăтри вăтам шкул тăррине çĕнĕрен витнĕ. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта столовăйне юсанă. Пĕтĕмĕшле илсен, шкулсене юсама тата реконструкцилеме 95 миллион тенкĕ усă курнă. Вĕрентỹ системине вара 800 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Паян шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕç вĕçленнĕ. Вырăнти бюджетран унта 3,5 миллион тенкĕ тăкакланă.

Цитата

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

 "Республикăра юлашки пилĕк çулта вĕрентĕве аталантармалли çирĕп никĕс туса хунă: 24 ача сачĕ тата 9 çĕнĕ шкул туса хута янă, 111 шкулта тĕпрен юсав ирттернĕ, кашни виççĕмĕш шкул территорине хăтлăх кỹнĕ. Вĕрентỹ отрасльне аталантармалли стратеги планĕпе 2030 çулччен мĕн пур шкула тĕпрен юсама 7 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрмалла".

Çавăн пекех конференцие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, вĕрентỹ ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ обществăлла организацийĕн президиумĕн членĕ, "Планета" кондитерскин генеральнăй директорĕ Луиза Дроздова тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Тĕп доклада администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова турĕ.

 - Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Кашни вĕрентỹ организацийĕ, учитель умĕнчех пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Патшалăхăн вĕрентỹ стандарчĕсене, программисене пурнăçа кĕртсе пымалла пирĕн. Ачасене тĕрлĕ енлĕ воспитани парса вĕрентỹ проекчĕсемпе конкурссене явăçтарма тăрăшмалла. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ывăл-хĕрне, сывлăх енчен хавшак çитĕнекен ăрăва пулăшса пымалла. П

аянхи кун вĕрентỹ учрежденийĕсенче 606 педагог вăй хурать. Вĕсенчен 418-шĕ - шкулсенче, 136-шĕ - ача сачĕсенче ĕçлеççĕ. 52 специалист хушма пĕлỹ парассипе тимлет. Çамрăк педагогсене тимлĕх уйăрассине мала хуратпăр. Кăçал та пиллĕкĕн ĕçе пуçăнаççĕ. Квалификаци кăтартăвĕсемпе ĕç укçине 50-75 процент ỹстерсе пыма тăрăшатпăр. Çакă вĕсене ĕç вырăнĕсенче тĕпленме пулăшĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура пахалăхлă вĕренỹ кашни ачана хăй тĕллĕн аталанма, регион, çĕршыв малашлăх планне ăнăçлă пурнăçа кĕртме май панине палăртрĕ.

 Ачасен пĕлĕвне 9 тата 11 классен хыççăн тытнă экзаменсемпе, тĕрĕслев ĕçĕсемпе хаклаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 180 ачаран 176 шĕ алла вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестат илчĕç. 9 класран 420 ача вĕренсе тухрĕ. 18-шĕн кĕркунне экзаменсене çĕнĕрен тытмалла пулать.

ЕГЭ кăтартăвĕсемпе 65 вĕренекен уйрăм предметпа 90 балран ытларах та пухма пултарнă. Выпускниксен 41,4 проценчĕ виçшер предметпа 161-220 балран та ирттернĕ.

Информатикăпа, математикăпа (профиль), химипе тĕрĕслеве кĕрекенсен шучĕ ỹсет. Çакна педагогсен квалификацийĕ ỹс- ни, шкулсене "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ оборудованисем килни те пулăшать.

Медалистсен йышĕ савăнтарать. Софья Синеева, Лилия Ляллина, Эльвина Хамидуллова (вĕрентекенĕсем Анастасия Кубикова, Ольга Елкина, пурте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан) вырăс чĕлхипе экзаменра 100 балл пуçтарчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ку енĕпе республикăра малти виçĕ вырăн йышăнаканнисен ретне тăчĕ.

Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене явăçассипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Первомайскинчи, Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ, Сăкăтри вăтам шкулсем харсăр. Ачасемпе вĕсем тĕллевлĕ, кунсерен ĕçлеççĕ.

 Творчествăри ăнтăлушăн 14 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, 10-шĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.

 "Ачасем тата çамрăксем" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе вĕрентỹ организацийĕсенче ОБЗР тата ĕç кабинечĕсене анлăн модернизацилесси пырать. Вĕсене тĕреклетес тĕлĕшпе 5 миллион тенкĕ ытлалăх электронлă тирсем, цифрлă лабораторисем, çул-йĕр правилисене вĕренмелли тренажерсем, спорт мероприятийĕсем ирттермелли комплектсем туяннă. Цифрлă вĕрентỹ хутлăхĕ валли Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула 3 миллион тенкĕ ытлалăх оборудовани килнĕ.

Ачасен ăсталăхне, пултарулăхне ỹстересси çине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе çамрăксен "Сэлэт-Батыр" центрĕнче интереслĕ мероприятисем иртеççĕ. 3 çул умлă хыçлах вырăс чĕлхипе, математикăпа, химипе, физикăпа олимпиадăсене хатĕрленмелли сменăсем йĕркеленеççĕ. Вĕсене 8-11 классенче вĕренекен 115шер ача хутшăнать. Çитĕнекен ăрăва пĕлỹ пама Чăваш Енпе Тутарстанри аслă вĕрентỹ заведенийĕсен преподавателĕсем явăçаççĕ.

Республикăра "Агропромышленность комплексне - кадрсем" регион проекчĕ старт илчĕ. Ку енĕпе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул экспериментлă сăнав лапамĕ лулса тăчĕ. Паянхи куна агротехнологи кабинечĕ валли акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕ (директорĕ Петр Ялуков) 5 миллион тенкĕлĕх вĕренỹ оборудованийĕ туянса пачĕ.

Муниципалитет округĕнчи ача сачĕсемпе шкул çулне çитмен ушкăнсене 1142 çитĕнекен ăру çỹрет. Çакă 1-7 çулсенчи ỹсĕмрисен 94,7 проценчĕпе танлашать. Ача садĕнченех пĕлỹ тата хушма пĕлỹ парасси пуçланать. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 5-18 çулсенчи кашни ача бюджет укçи-тенкипе кружоксемпе секцисене çỹреме пултарать. Ку енĕпе 2577ĕн усă курнă. Вĕсенчен 127-шĕ шкул çулне çитменскерсем. Пĕр пысăк çитменлĕх пуррине палăртса хăвармалла. Ачасен 50 процентне логопед пулăшăвĕ кирлĕ.

Вĕрентỹри ку чухнехи политикăна пурнăçа кĕртесси пысăк квалификациллĕ педагогран килет. Вĕсен хушшинче професси конкурсĕсем ирттеретпĕр. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти физикăпа вĕрентекен Лилия Субханкуллова "Çулталăк учителĕ-2025", Шăнкăртамри "Ромашка" ача садĕнчи Ильсеяр Вахитова "Çулталăк воспитателĕ-2025" ятсене тивĕçрĕç.

3 педагог республика шайĕнче палăрса тĕрлĕ номинацире лайăххисен йышне кĕчĕ. Вĕсем: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Путякова, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти Надежда Сорокина педагог-психолог, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти класс ертỹçи Энже Камалетдинова.

Шкулсенче педагог кадрĕсен дефицичĕ те пур-ха. Математика, физика, информатика учителĕсем çитмеççĕ. "Ял учителĕ" программăна малалла тăсни савăнтарать. Тĕллевлĕ вĕренме каякансене хатĕрлеме тăрăшатпăр.

 Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсем ашшĕ- амăш пĕрлешĕвĕсен пуçарăвĕсен Раççейри конкурсĕсенче Грантсене тивĕçнĕ. Юлашки 5 çулта вĕрентỹ организацийĕсем çакнашкал чыса 6 миллион тенкĕ ытла та çĕнсе илнĕ.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан выпускниксен паттăрлăхне асра тытас тĕллевпе шкулсенче Паттăр парттисем, Асăну хăмисем уçатпăр. "Вăй - тĕрĕслĕхре", "Салтак патне - çыру" проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

 Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, çитĕнекен ăрăва физкультурăпа спорта юратма явăçтарасси аван пырать. 2575 вĕренекен ГТО нормисене тултарчĕ, вĕсенчен 476-шĕ Ылтăн значок илчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди Раççей шайĕнчи "Зарница 2.0" çарпа патриотла вăйăра федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи пулчĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче çĕнĕлĕхсем пулаççех. Вĕсене республика правительстви, муниципалитет округĕ пулăшса пынипе пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр,- палăртрĕ Ирина Петровна докладра.

Тăрăшуллă ĕçченсем конференцире тĕрлĕ шайри чыса тивĕçрĕç.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика