Бройлер чĕпписене ỹстернĕ чухне çутă кун тăршшĕ тата çутă çителĕклĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Малтанхи виçĕ эрне вĕсене талăкĕпех çутăра тытсан аван, каярахпа çутă вăхăта 17 сехете çити чакарма юрать.
Чĕпсене минераллă япаласем нумай кирлĕ. Рациона хушма рак хуранĕпе, шăмă çăнăхĕпе, пурăпа (мел), тăварпа тата ытти япалапа усă курма юрать.
Кирек хăш кунри (уйăхри) чĕпсене те сарă куккурус талăкри рационăн 30-50 проценчĕ чухлĕ памалла.
Урпана вĕтетсе, хуппинчен тасатса, пĕтĕмĕшле тырă виçин 20-40 проценчĕ чухлĕ памалла.
30 куна çитичченхи чĕпсене хуппинчен тасатнă урпа, вир кĕрпи памалла.
Сĕлĕ - бройлерсемшĕн паха апат, анчах унăн хуппи начар ирĕлет. Çавăнпа чĕпсем 30 куна çитиччен ăна вĕтĕ кĕрпе пек е çăнăх евĕр хушмалла.
Пулă çăнăхне рационран чĕпсене пусас умĕн 10-12 кун маларах кăлармалла. Унсăрăн чăх какайĕ пулă шăршиллĕ пулать.
Хăйминчен уйăрнă сĕт, тăпăрчă, пахта, кĕвĕлнĕ сĕт - лайăх ирĕлекен белок, углеводсемпе витаминсен çăлкуçĕ шутланаççĕ. Вăсем чĕпсене хăвăрт аталанма пулăшаççĕ.
Апата хушса пама уçă çĕрте 6 уйăхран кая мар выртнă извеç илмелле. Тин сỹнтернĕ извеç чĕпсен хырăмлăхне пĕçертме пултарать.
Хырпа чăрăш лăсси - тутлăхлă, витаминпа пуян апат. Лăсăра чăхсене кирлĕ микроэлемент нумай.
Çĕр улми (уйрăмах шăтса кайни) пĕçернĕ шыва чĕпсене пама юрамасть. Унра солонин текен наркăмăшлă япала пур.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
