Упамсасем çак хĕрарăма хисеплесе Раиса Димитриевна тесе чĕнеççĕ. 40 çул ытла вĕрентỹ "лаççинче" ачасен пĕлĕвне туптанă учительница çакна тивĕçлех. Раиса Степанова ялта чылай ашшĕпе амăшне çеç мар, ачисене те, мăнукĕсене те шкулта вĕрентнĕ. Унăн ачисем (çаплах калас килет) паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă, тĕрлĕ профессипе тăрăшаççĕ.
- Ĕçре тупнă телей ватлăхра та ырлăх кỹрет. Вăхăтĕнче çакăншăн атте-анне те тăрăшрĕç. Аслă Чементи колхозниксен çемйи пулсан та ултă ачине те вĕрентме, аслă пĕлỹ пама пулăшрĕç. Пĕр тăвансенчен асли пулнăран эпĕ чăн малтанах тухтăр пулас ĕмĕтпех пурăнтăм. Анчах унта куçăмсăр (заочнăй) майпа вĕренме май пулманран учитель профессине алла илме шут тытрăм. Вĕрентекенсен ĕçĕ те ача чухнех кăмăла каятчĕ. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Шупашкарти пединститутра аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн тăван ялти шкулта ĕç стажне вожатăйран тытăнтăм, ун хыççăн çăмăллăнах хам профессипе ĕçлеме пуçларăм. Шкулта пуçламăш классене те, нимĕç чĕлхине те вĕрентнĕ. Кашни урока уява кайнă пек хатĕрленни паянхи кун та асрах...- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне педогогика ĕçĕн ветеранĕ Раиса Димитриевна.
Паян саккăрмĕш теçеткене капашакан ĕç ветеранĕн аса илмелли те, асра юлнă самантсем те пайтах. Кил хуçалăхĕнче пĕчченех тăрмашнă вăхăтра вĕсене пĕрин хыççăн теприне кинокадрти евĕр куç умне кăларать. Чи пахи - хыçа юлнă, черетленнĕ çулсем ырă йĕр хăварни, вĕрентсе кăларнă ачасем юратнă учительне манманни.
Çулĕсем шултăраланас енне сулăннă пулин те паян та Раиса Димитриевна хăй вĕрентсе кăларнă кашни выпуска пĕлни, кашни ачана ашшĕ ячĕпе аса илсе калаçни тĕлĕнтерчĕ. Акă, 1971 çулта унăн класĕнчен 34 ача вĕренỹ çулне вĕçленĕ. Вĕсем кам кампа ларнине те, кашнийĕн пултарулăхне те лайăх ас тăвать.
Учительница хăйĕн выпускникĕсемпе чун-чĕререн мăнаçланса калаçрĕ. Акă, вăл вĕрентсе кăларнă Владимир Купцов ШĔМ системинче полковник, Петр Петров та ФСБ полковникĕ, Герта Васильева хисеплĕ шăл тухтăрĕ, Мария Стефейкина ют чĕлхе учителĕ тата ытти те. Чăваш тата Тутар Республикисен хаçачĕсенче ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ Альбина Степанова журналистка та вĕрентекенĕн "пепкиех".
- Пирĕн вăхăтра шкулта ĕçлеме паянхи евĕр хăтлă услови пулман. Сивĕвăхăтра техничка кашни класра, кашни кунах каланкка хутатчĕ. Шывне те пусăран ăсса кĕнĕ, таса маррине кăларса тăкнă. Сĕтел-пуканне те паянхипе танлаштараймăн. Çи-пуçĕ те, апат-çимĕçĕ те çав вăхăтпа килĕшỹллĕн çеç пулнă... Апла пулин те ачасен туслăхĕ, тăрăшулăхĕ, сăпайлăхĕ, аслисене хисеплени çав тери туйăнатчĕ. Вĕсемшĕн учитель иккĕмĕш анне вырăнĕнче пулнă. Хăйĕн профессине юратакан учительшĕн çакăнтан пахи мĕн пултăр-ха? - çапла аса илчĕ вăл ĕçри чи кăмăллă самантсене.
Раиса Димитриевнăпа Олег Петрович (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Степановсем хăйсем те виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсем те пурте тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ, аслă çул çине тăнă, çемьеллĕ. Кукамайпа асанне паян мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса, хавхаланса пурăнмалли çеç юлать.
Сăмах май каласан, ĕç ветеранĕ пурнăç хавхаланăвне кил-хуçалăхĕнче те тупать. Пушă вăхăтра алă усса лараймасть вăл: çыхать, çĕлет, тĕрлет... Унсăр пуçне пỹртре те, урамра та вăл ỹстерекен куç тулли чечек кирек кама та хăйĕн ытамне çаклатать. Садра питĕ нумай улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнет.
Альбина ЕГОРОВА
Февраль 2026 |
