Салтак-çĕнтерỹçĕсем пирки сăмах пуçарсан эпĕ яланах хамăн мăн асаттене, 1923 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Тикешре çуралнă Илья Барышникова аса илетĕп.
Илья Егорович Совет Союзне фашистсем тапăнса кĕриччен колхозра вăй хунă. Çуралнă кĕтесне, çĕршыва аталантарас тесе тантăшĕсемпе пĕрле ырми-канми тăрăшнă. Шел, вĕсен ĕмĕтне вăрçă татнă. 1942 çулхи августра мăн асаттене Хĕрлĕ çар ретне тăма ят тухнă. 19 çулти каччă танкист пулса çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлеме пуçланă. Вăл 31-мĕш вĕрентỹ танк полкĕн, мотострелоксен 216-мĕш дивизин, аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн артиллерин 189-мĕш полкĕн йышĕнче çапăçнă.
Салтак Смоленск, Красный хуласене, Белоруссие, Латвие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, Курск пĕкки патĕнче çапăçнă, Германинчи Одер юхан шыв хĕрринче вырнаçнă Штетень хулине илнĕ çĕрте пулнă. Унăн кăкăр тулли орден-медальччĕ, вĕсене вара вăрçăра ахаль памаççĕ. 1944 çулта çичĕ çĕртен татăлнă çыхăнăва тăшман пульли айĕнче сыпăнтарнăшăн ăна "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă.
Командир пулнă май Германинчи Кезлин хулишĕн пынă çапăçура Илья Егорович "Сталиншăн!" тесе кăшкăрса атакăна пĕрремĕш çĕкленнĕ, ыттисем те ун хыççăн тăрса çапăçма пуçланă. Малалла кайма чăрмантарнă, тăшманăн куç уçма памасăр перекен точкине тепĕр салтакпа кайса танка хирĕç сирпĕтекен гранатăпа тĕп туса çул уçса панă. Куншăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. 1945 çулта иккĕмĕш хут ăна çак наградăна 1942-1945 çулсенчи çапăçусенчи паттăрла ĕçĕсемшĕн панă.
Мăн асаттене вăрçă çулĕсене аса илме çăмăл пулман, анчах кăмăлĕ уçăлнă вăхăтра мăнукĕсене хăш-пĕр самантсем пирки каласа панă: "Вăтам Дон, Сталинград енче хĕрỹ çапăçу пуçланчĕ. Çавăн пек пĕр атакăра танксем десантниксемпе пĕрле тăшман территорине шалалла кĕтĕмĕр, пĕр яла тата складсене илтĕмĕр. Пире тăшмансем çавăрса илнĕ иккен, эпир ăна сисмен те. Танксем тахăш вăхăтра каялла кайнă, пин çурă салтак ункăра юлтăмăр. Самолетсем вĕçсе килчĕç те пеме пуçларĕç, пуçа та çĕклеме çук. Каçа кĕтсе илтĕмĕр те штыксемпе çапăçма пуçларăмăр, 70 яхăн нимĕçе тыткăна илтĕмĕр. Анчах вĕсене ăçта илсе каймалла? Фашистсенчен хăтăлтăмăр тесе шутланăччĕ, йăнăшнă иккен. Тата тепре çавăрса илнĕ пулнă. Пуля айĕнче шурăмăр. Татах штыкпа çапăçма тиврĕ. Пирĕнпе пĕрле пĕр танкпа машина юлнăччĕ, вĕсем çине аманнисене тиесе хамăрăннисем патне ăсатрăмăр. Çутăлма пуçларĕ... Каллех нимĕçсем пирĕн тавра. Пире виçĕ хут çавăрса илнĕ пулнă иккен. Юрать, хамăрăннисем пулăшма килсе çитрĕç. Стройра çурри çеç тăрса юлчĕ, ыттисем е аманнă, е вилнĕ...
Вăрçăра чи хăрушши - каялла чакни тата тăшман ункине лекни. Тапăнма яланах çăмăлтарах, амансан та хамăрăннисем патĕнчех юлатăн". Вăрçă вĕçленнĕ саманта вара яланах ăшă кăмăлпа аса илнĕ ĕнерхи салтак.
- Эп ун чухне Германинчеччĕ, нимĕçсем каялла та каялла чакаççĕ. Салтаксем ывăнма та пуçланăччĕ, çавăнпа та пĕр ялта канма шут тытрăмăр. Вырăнти халăхран тăшман полкĕ кунта нумай пулмасть çеç пулнине пĕлтĕмĕр. Вăйсем сахалтарах пулсан та фашистсене тĕп тумах шухăшларăмăр. Пăхатăп та, командир раципе темĕн пирки питĕ хумханса калаçать, çав вăхăтрах пичĕ çуталчĕ, куçĕ кулать. Калаçса пĕтернĕ хыççăн аллине çỹлелле çĕклерĕ те: "Çĕнтерỹ! Эпир çĕнтернĕ!" - тесе кăшкăрчĕ. Салтаксем савăнса кăшкăрма пикенчĕç. Эпир пурте питĕ телейлĕччĕ, пĕчĕк ачасем пекех хĕпĕртерĕмĕр. Çавăн чухнехи туйăм нихăçан та асран тухмасть", - тесе аса илнĕ мăн асатте.
Илья Егорович виçĕ хутчен аманнă. Пĕрремĕш хутĕнче куçне снаряд ванчăкĕ лекнĕ. Иккĕмĕшĕнче пуля сулахай ури витĕр тухнă, ун чухне госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ. Тепринче вара пуля шăлĕсене йăлтах ватса пĕтернĕ.
1945 çулхи декабрьте Илья Барышников вăрçăран таврăннă. Хаяр çапăçусем ун чунĕнче нихăçан пирчеми сурансем тăратса хăварнă. Вăл яланах вилнĕ юлташĕсене аса илнĕ, тăнăç пурнăçа упрамалли пирки каланă.
Вăрçă хыççăн трактористсен курсне пĕтернĕ, Тăрăнта ĕçлеме пуçланă. Каярах тăван ялĕнче вăй хунă. 1946-1953 çулсенче - механизаторта, 1953-1959 çулсенчи - уй-хир бригадин бригадирĕнче, ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, 1983 çулччен, "Герой" колхозăн комплекслă бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. СССР Верховнăй Совечĕн 7-мĕш созывĕн депутачĕ те пулнă. Унăн ятне Чăваш АССРĕн Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеплĕ Кĕнекине кĕртнĕ, "Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" наградăна тивĕçнĕ.
2005 çулта архивра унăн награда хутне тупнă, Çĕнтерỹ 60 çул çитнине паллă тунă чухне ăна "Харсăрлăхшăн" медальпе чысланă.
Илья Егоровичпа мăшăрĕ, Вера Александровна, 8 ача çуратса ỹстернĕ. Вăрçă ветеранĕ 2005 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Павел РЕПИН
Июль 2025 |