Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен

Категория: Публикации Опубликовано: 18.04.2025, 10:51 Просмотров: 246

Вăрçă. Çак сăмаха илтсен кашни çыннăн чĕри пăчăртанса илет. Чун хурланать.

Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ туни çулран-çул истори çỹпçине шалтан-шала кайса пырать. Кăçал нимĕç фашисчĕсене çапса аркатни 80 çул çитет. Историшĕн вăл, паллах, нумай та вăхăт мар-тăр. Çын пурнăçĕнче вара чылай пысăк вырăн йышăнать. Тĕрлĕ пулăм хыçа юлать, нумайăшĕ манăçать. Анчах мирлĕ пурнăçа тавăракансене астумаллах.

Эпĕ хамăн мăн кукаçи çинчен ытларах пĕлес тесе тĕпчев ирттерме шутларăм. Çывăх çыннисемпе тĕл пултăм, калаçрăм. "Дорога памяти" сайта кĕтĕм. "Астăвăм. Память" кĕнекепе паллашрăм, историпе кăсăклантăм.

 Тăван çĕршыв Аслă вăрçине Татмăш ялĕнчен 183 çын хутшăннă. Вĕсенчен 98-шĕ тăван килне каялла çаврăнса килеймен.

Паллах, кашни салтакăн шăпи тĕрлĕрен килсе тухнă. Пĕри нумай та çапăçайман, вилнĕ. Тепри Берлина çитме пултарнă.

 Пирĕн мăн кукаçисен çемйинчен виçĕ ар вăрçă хирĕнче çапăçнă. Чăн малтан унăн нушине вăталăх ывăлĕ Феоктист (Эттюк тесе чĕннĕ) тутаннă.

Салтака кайиччен водитель, тракторист прависене илнĕ, спортсмен пулнă. 1000 метрлă дистанцисене çăмăллăнах парăнтарнă. Çакна ĕнентерекен темиçе грамота та Коля ывăлĕ патĕнче упранаççĕ.

Феоктист Филимоновича салтака кайма ят тухнă. Унăн служби Воронеж облаçĕнче пуçланнă. Ун чухне салтакра 3 çул тăмалла пулнă. Киле килме тухсан вăрçă пуçланнă. Вăл 101-мĕш стрелоксен полкĕнче виççĕмĕш батальонра танк çинче оператор-наводчик пулса çапăçнă. Унăн сержант звани пулнă. Пĕр хĕрỹ çапăçура вĕсен танкĕ снаряд лексе сирпĕнсе кайнă. Эттюк тăнсăр пулнă. Ăна юлташĕсем çапăçу хирĕнчен илсе тухса санитарсен аллине панă. Пуçĕ çинче снаряд ванчăкĕсем нумай йĕр хăварнă. Сăмсин сулахай çунатти татăлса ỹксе ĕмĕрлĕхех йĕр юлнă. Госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн вăл пехотăна лекнĕ. Сталинград патĕнчи хăрушă та хĕрỹ çапăçусенче автоматчик пулса тăшмана çунтарнă. 3 хутчен аманнă. Госпитальтен тухсан каллех вăрçă хирне кайнă. Молдавине хăтарнă çĕре хутшăннă. Терасполь хулине ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. 4-мĕш хут аманнă, контузи пулнă. Вара ăна комиссовать тунă. Анчах киле яман. Техникăна аван пĕлекенскере Саратов облаçĕнче танксене юсакан бригадăна куçарнă. Аслă Çĕнтерĕве Феоктист унта кĕтсе илнĕ. 7 çултан Эттюк тете (1946 çулта) тăван яла çитнĕ. Салтак аттине хывсанах МТСра тракторпа ĕçлеме пуçланă. Çулталăкран Елена Сидоровнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вĕсем пилĕк ача - Валентина, Петр, Василий, Николай, Анатолий - çуратса çитĕнтернĕ.

Эттюк тете Филиппов хушамата Филимоновпа улăштарнă. Унăн çак наградăсем пур: Аслă Аттелĕх вăрçă орденĕ, Германие çĕнтернĕшĕн, Сталинграда хỹтĕленĕшĕн медальсем...

 Вăрçăра та, тылра та Феоктист Филимонович çĕрне-кунне пĕлмесĕр, сурансем ыратнине пăхмасăр тăрăшнă. Вăл 2002 çулта вилнĕ.

 Мăн кукаçин кĕçĕн ывăлĕ - Петр 1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăрçă хирне тухнă. Вăл 1923 çулта çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Туçара ăс пухнă. Учитель пулас ĕмĕтпе Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт райĕçтăвкомра инструкторта ĕçленĕ. Хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Стрелок пулса иккĕмĕш Белорусси фронтĕнчи 50-мĕш арминче çапăçнă. Ленинградри 33-мĕш пехота училищинче вĕреннĕ, командир пулма хатĕрленнĕ. Хаяр çапăçура уринчен амантнă, ăна татнă. Суран тỹрленменрен шыçса кайнă. 1943 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче каччă ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Ленинград облаçĕнчи Ломоносов районĕнчи пĕр ялта пытарнă. Çапла мал ĕмĕтпе çунса тăракан çунатлă каччăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. 19 çулхи Петр Филимонович Татмăш ялĕнчен инçетре ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă. Кун-çулĕ пит кĕске пулнă.

Ирсĕр тăшман урса кайсах анлă уй-хире, пуян вăрмансене, ял-хулана таптанă, çĕмĕрнĕ.

Юратнă çĕршыва хăтармалла, тăван шăллĕсене пулăшмалла. Çак тĕллевпе 30 çулхи кĕрнеклĕ 3 ача ашшĕ Егор Филиппов та алла пăшал тытнă. Ĕнер тырă çитĕнтернĕ тракторист артиллерист пулса тăнă.

 Егор Михайлович 1912 çулхи апрельте çуралнă. Революциччен ашшĕ ятне аслашшĕ ячĕпе çыртарнă, çавăнпа вăл Филимонович мар, Михайлович пулнă.

Фронта 1942 çулхи август уйăхĕнче тухса кайнă. Тăшмансене хирĕç çапăçасси унăн Сталинград çĕрĕнчен пуçланнă. Йывăр артиллери гаубицăран персе тăшмана çунтарнă, пехотинецсене çапăçма çул уçса пынă.

 Паульс фельдмаршала тыткăна илнĕ çĕре вĕсен взвочĕ те хутшăннă. Командир вĕсене строй умĕнче тав тунă. Хула темиçе хутчен те алран-алла куçнă. Питĕйывăр пулнă лару-тăру. Бомбăсем çурăлнă, снарядсем шаплатнă, çĕр чĕтресе тăнă. Питĕ нумай салтак вилнĕ. Пĕррехинче нимĕçсем апат-çимĕç складне сирпĕтнĕ, йывăр лару-тăрăва пула кухня вăхăтра çитеймен. Салтаксем выçăпа аптраса çитнĕ. Хирте юр айĕнче çапăçура вилнĕ лашасем выртнă. Командир хушнипе вĕсен какайне пĕçерсе çинĕ. Çапла салтаксем выçлăхран хăтăлнă.

Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Якур "Паттăрлăхшăн", "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.

Малаллахи çул Хĕвеланăçнелле выртнă. Анчах та пĕр йывăр çапăçура Петр Михайлович йывăр аманнă. 7 уйăх госпитательте сипленнĕ вăл.

Сывалса тухнă çĕре пирĕн салтаксем тăшмана хăваласа Хĕвеланăç еннелле чылай кайнă. Якур каллех йывăр артиллерине лекнĕ. Австри çĕрĕ çинче Гитлер çуралнă çурта курма тивнĕ. Икĕ хутлăскер, кирпĕчрен. Чỹречисем взрыв хумĕпе çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Артиллеристсем ăна персе çĕрпе танлаштарасшăн пулнă. Анчах командир историшĕн паллă объект пулма пултарассине шута илсе ăна сыхласа хăварттарнă.

Пирĕн çарсем тăшмана чарăнмасăр хăваланă. Апрель вĕçнелле Берлин хули тавра питĕнумай техника вырнаçтарса тухнă. Нимĕçсен тĕп хулине штурмлама хатĕрленнĕ. Приказ панă хыççăн прожекторсемпе çутатса тăшманăн куçне шартарса курми туса хунă, пĕтĕм орудисемпе артиллерисенчен харăссăн пеме тытăннă. Тăшман парăннă - Берлина туртса илнĕ.

Çапла пирĕн мăн кукаçи те Берлина штурмланă çĕре хутшăннă.

Яла таврăнсан каллех тракторпа ĕçлеме тытăннă. Пĕр çулхине Эттюк тетепе иккĕшĕ 16 лав тырă ĕçлесе илнĕ. Вăрçăра та, мирлĕ пурнăçра та паттăрлăх кăтартнă вĕсем.

Егор Михайлович 1985 çулта вилнĕ. Унăн çемье архивĕнче Совет Союзĕн Верховнăй Главнокомандующийĕ Иосиф Сталин панă 7 Тав хучĕ упранать.

Вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр эпир. Миçе çул мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнатпăр. Алла хĕç-пăшал тытнисене манăçа кăлармастпăр, асра тытатпăр.

Мирослава ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика