Апрель пуçламăшĕнче Наци библиотекинче Владислав Николаевăн "Пуян Куян" кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Асăннă юптару пуххи тинтерех тухрĕ, çавăнпа вуласа ĕлкĕрейменнисене каçарма пулать. Çыравçа саламлама поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, университетра пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсемпе çывăх юлташĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уяв каçне "Чăваш кĕнеки" центрĕн ĕçченĕ Антонина Андреева ертсе пычĕ, Владислав Дмитриевичăн юптарăвĕсене вула-вула пачĕ. Мероприятие хутшăнакансем те хăйсене килĕшнĕ çаврасене янраттарчĕç.
Автор ку кĕнекене виçĕ-тăватă çул каяллах кăларма ĕмĕтленнĕ-мĕн, ăна калăпласа та хунă, анчах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ чарса тăнă. Кăçал тинех майлă самант çитнĕ - спонсорсем пулăшнипе кăларăм кун çути курнă.
Владислав Николаев каланă тăрăх, кунашкал самай калăпăшлă юптару пуххи чăваш литературинче çур ĕмĕре яхăн пулман. Ăна тỹрлетсе Любовь Федорова сăвăç сăмах илчĕ - унăн "Ала витĕр" ятлă кĕнеки тухнă иккен. Шел те, ун çинчен пĕлсех каймаççĕ-мĕн. Владислав Дмитриевич вунă çул каялла юптару çырма пуçăннă. Тĕрĕссипе, вăл юлташне - Федор Чернова - çуралнă кун ячĕпе саламлама сăвă шăрçаласшăн пулнă. Тем вăхăт шухăшласа çỹренĕ хыççăн кĕтмен çĕртен юптару "çуралнă". Унтанпа ку жанрпа чылай хайлав калăпланă ĕнтĕ. Килти е тискер чĕрчунсемпе вĕçен кайăксен, кăпшанкăсемпе йывăçсен, тĕрлĕ ĕç хатĕрĕ е япала сăнарĕсем урлă автор пурнăçри çитменлĕхсене, этем кăмăл-туртăмĕн кăлтăкĕсене кăтартса парать, питлет, йĕплет, чĕпĕтет, хамăр çине айккинчен пăхма хистет. "Пирĕн пурнăç - юптару. Темăсем кашни утăмрах", - тет Владислав Дмитриевич. Федор Чернов çакна çирĕплетсе тĕслĕх илсе пачĕ. "Хамăр хушăра калаçнă чухнех кун çинчен лайăх юптару çырма пулать тет вăл. Тем вăхăтран хайлав хатĕр те. Хамăр туссене те шеллемест, капла ан çыр тесен те итлемест. Ку кĕнекери юптарусенчен вунă проценчĕ юлташсем çинчен пуль, çав шутра ман çинчен те пур", - вăрттăнлăх чаршавне сирчĕ Федор Петрович.
Çапах та кăларăмра прототипсене шырама кирлĕ мар, автор пĕтĕмлетнĕ, пуçтаруллă сăнарсемпе усă курнă, вăл е ку çитменлĕхсене пĕр çынран кăна илмен. "Хăвăрта хăш-пĕр тỹнтер енсене асăрхатăр пулсан - тỹрлетме тăрăшăр, ман юптарусем сире çак енĕпе пулăшасса шанатăп", - терĕ Владислав Дмитриевич хăтлавра тепĕр хутчен - кĕнекери автор сăмахне аса илтерсе.
Василий Кервен сăвăç "Пуян Куянăн" редакторĕ пулнă, умсăмахра юптару жанрĕн аталанăвне кĕскен тишкерсе тухнă, В. Николаевăн пултарулăхне пысăк хак панă. Василий Гаврилович ку кăларăм тухнишĕн хĕпĕртенине, унпа мăнаçланнине пытармарĕ. Хăй те алçырăва юратсах редакциленĕ-мĕн. Çыравçăпа редактор пĕр чĕлхе тупса ĕçлени паха çимĕç кỹнĕ - вулакан аллинче çĕнĕ юптару пуххи.
Арсений Тарасов çыравçă хальхинче корректор тивĕçĕсене пурнăçланă. Ăна та юлташĕн çитĕнĕвĕ савăнтарать, тĕлĕнтерет. "Эпĕ, тĕслĕхрен, юптару çырма пултараймастăп. Тĕрĕссипе, кунта калаçма та хăрушă. В. Николаев йăлт сăнать, асăрхать, кайран çырать те хурать йĕплесе. Обществăна диагноз лартать вăл", - терĕ Арсений Алексеевич.
Вера Никифорова литературовед Владислав Дмитриевич хайлавĕсем чăвашла сĕмлĕ пулнине палăртрĕ. Кунта чееленни те, тỹрремĕн каламасăр шахвăртни те пуррине асăнчĕ. Елена Николаева çыравçă-журналист кĕнекери юптарусенче йăлт шайлашуллă та виçеллĕ пулнине пĕлтерчĕ. "Пирĕн пурнăçăн куçа кĕрен йỹçĕ чăнлăхĕ, ырăпа усал, пăсăкпа илем, шуррипе хури - пĕтĕмпех пĕр кăларăмра. Паян - хăтлав, алра - сумлă кĕнеке. Ахăлтатса кулмалла пек, анчах ман кулас килмест. Йĕри-тавра - Хулкка, путарас тесен те путманскер? Флюгер, ялан çиле майăн вĕрекенскер? йăпăлти Йăпар? сыснаран та сысна пулнăшăн медале тивĕçнĕ Сысна... Ниепле те кулаймастăп", - терĕ Елена Николаевна пурне те тарăн шухăша ярса. Автор чăннипех çивĕч, чĕрене ыраттаракан ыйтусем хускатнă.
Çĕнĕ кĕнекене çавăн пекех Раиса Воробьева сăвăçпа Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ, Алина Герасимова радиожурналист пысăк хак пачĕç, автора тав турĕç. Ольга Австрийская çыравçă хайлавсенче мĕнлерех сăнарсем тăтăш тĕл пулнине тишкерчĕ, кăсăклăрах ятсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕ Геннадий Кириллов "Юманпа Тунката" юптарăва вуласа пачĕ.
Хăтлав хыççăн кăсăкланса кайнисем вара кăларăма туянма, автограф илме васкарĕç.
Ольга ИВАНОВА
Май 2025 |