Эпидемиологилле лару-тăрăва начарлатма мĕнле факторсем пулăшаççĕ-ха? Социаллă-экономикăлла лару-тăру япăхланни, туберкулез анлă сарăлнă çĕршывсенчен, регионсенчен халăх куçса килни, вăрçăсене, инкеке пула тухса тăнă чрезвычайлă лару-тăру, СПИД, наркомани, алкоголизм...
Туберкулеза пуçарса яраканĕ - пĕчĕк çеç микроб, ăна микроскопсăр курма та çук. Çăра сурчăкра, шăкра тĕл пулать.
Туберкулез микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче виçĕ уйăх таран, сурнă сурчăкра пĕр уйăх пурăнма пултараççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра, нỹрлĕ тата тĕттĕм пỹлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена çинче ултă уйăхчен те вилмеççĕ. Сивве чăтаççĕ, 269 градуслă сивĕ те пĕтереймест. Хĕвел вара вĕсене 1-2 сехетре, ультрафиолетлă пайăркасем 5-6 сехетрех тĕп тăваççĕ. Вĕрекен шывра 5 минутра, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ.
Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе чĕрчунсем сыввисемшĕн чир çăлкуçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ.
Пирĕн çĕршывра 1952 çултанпа тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Вĕсем ыттисенчен 4-5 хут сахалтарах чирлеççĕ. Чире ертме тата аталанма туберкулезăн пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн органĕсене хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ỹпкене вăйлă сиенлет, çак орган инфекци кĕмелли "тĕп хапха" пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пур организма та саланать. Ытларах шăмă системи, пỹре, хĕрарăмпа арçыннăн ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан туберкулез вăйланать.
Унран сывалма пулать. Анчах врач хушнине çирĕп пурнăçламалла.
Туберкулезпа сиенленес мар тесен мĕн тумалла-ха? Организма сиенлекен пур факторсенчен те пăрăнмалла: эрехпе ытлашши иртĕхмелле мар, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, санитарипе гигиена ыйтнине пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле, организма çирĕплетмелле, пирус туртма пăрахмалла е виçине сахаллатмалла. Ялан ỹсĕрекен çын та туберкулезпа чирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та хăвăр хушшăрта 3 эрне пĕр чарăнмасăр ỹсĕрекене асăрхасанах врачран пулăшу ыйтма сĕнĕр.
Тусанлă, сывлăша уçăлтарман пỹлĕмре туберкулез инфекцийĕ хăвăрт сарăлать. Çавăнпа та пỹлĕме таса тытма тăрăшмалла, час-час уçăлтармалла. Çулталăкра пĕр хутчен флюорографи витĕр тухмалла, чирлĕ çынпа пурăнакансен - çур çултан. БЦЖ вакцинацийĕпе ревакцинацийĕн те усси пысăк.
Валентина КАЗАКОВА, фтизиатр тухтăр
Май 2025 |