Аса илỹсем, виç кĕтеслĕ çырусем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.03.2025, 17:56 Просмотров: 379

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ачасен асĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Акă, мĕнле аса илỹсем çырăнса юлнă йĕркесем пур пирĕн алă айĕнче:

 Раиса Сапожникова, Патăрьел (1935 çулта çуралнă). Вĕрентỹ отличникĕ.

"Манăн атте кладовщик пулса ĕçленĕ пулнă. Килте кирлĕ мар хутсене хумалли вырăн пурччĕ. Эпĕ вĕсене вĕреннĕ çĕрте усă кураттăм. Йĕркесен хушшине çыраттăм. Хур тĕкĕпе хăрăма сĕтпе хутăштарса тунă чернил хутраччĕ.

Шкула çăпатапа çỹренĕ. Кăмакасене сахал хутнăран тумтирсемпех лараттăмăр. Килсерен вут сыппи илсе каяттăмăр. Вĕреннĕшĕн те тỹлеттернĕ. Атте вăрçăра вилнĕрен мана тỹлеврен хăтарнă".

Ринат Абзалов, Кзыл Чишма ялĕ (1935 çулта çуралнă). "1943 çулхи йывăр вăхăтра эпĕ ялти шкулăн пĕрремĕш класне кайнă. Тăрăшса, "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Ăнланулăх çитни мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă".

 Виталий Владимиров, Кивĕ Катек ялĕ.

"Çĕр çинчи туслăха çирĕплетесси кашни çыннах пăшăрхантаратчĕ. Вăрçăран никам та - ватти те, вĕтти те - айккинче юлаймасть-çке. Çухату, юн, куççуль, хуйхă...

Вăрçă пуçлансанах пĕр класра вĕренекенскере Хĕрлĕ Çар ретне мобилизацилерĕç. Вĕсен полкĕ Канаш хулинче тăратчĕ. Комсомольски ялĕнчен 30 çухрăмраччĕ.

1942 çул. Çулла. Çывăрма выртсан пĕрле вĕреннĕ юлташăмăр килне килсе кайма шут тытнă. Ирхине ирех каялла таврăнма пулнă. Ашшĕ МТС директорĕнче ĕçленĕрен автомашинăпа ăсатса ярасса ĕмĕтленнĕ. Анчах вăрманта ăна патруль тытнă. Докуменчĕсем пулман. Чаçрен ирĕк памасăр çула тухнăшăн çар трибуналĕпе ăна персе вĕлерме йышăннă. Приговор вăя кĕнĕ. Ирĕк илмесĕр тухса кайма юраманни çинчен мĕншĕн ашшĕ-амăшĕ маларах ăнлантарман-ши? Пурте çапла хăтланнă пулсан мĕн пулатчĕ?"

Юхма Мишши, Сăкăт ялĕ (1936 çулта çуралнă). "Вăрçă вăхăтĕнче пурăнма чăтма çук йывăр пулнă. Аттене Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Аслă тетене те вăрçа илсе кайнă. Вăрçă çулĕсенче эпир çăкăр курманпа пĕрех. Пире вилĕмрен çĕр улмипе ĕне хăтарнă. Аттерен малтанласа çырусем килетчĕç, кайран питех те сайра. 6 çултанпа эпĕ атте таврăнасса кĕтнĕ. Унăн çырăвĕсене вуланă чухне вăл алкумĕнче тăнăн туйăнатчĕ, алăкран уçса кĕрессе кĕтеттĕм. Вăл вăйлăччĕ, кĕрнеклĕ, çамрăк, илемлĕ. Кĕтмен çĕртен киле ют алăпа çырнă çыру килнĕ. Польшăна ирĕке кăларнă чухне атте вилнĕ. Ăна унтах пытарнă".

Михаил Николаевич пĕрремĕш сăввине ашшĕне халалланă. Унта çывăх çынни хирĕç чупнăн, анчах пĕр-пĕрин патне çитейменни палăрнă.

Вăрçă хирĕнчен килнĕ виç кĕтеслĕ çырусене те чуна çỹçентермесĕр вулама çук. Акă, Хветĕр Çиттан (Кĕçĕн Патăрьел) вăрçă хирĕнчен 1942 çулта килне янă пĕр çырăвĕнчи йĕркесем:

 "Хĕле май татах хĕрỹллĕ çапăçу пуçланчĕ. Çак хĕлле тăшмана çĕнтерсе вăрçă вĕçленессе шанатпăр. Унччен мĕнле те пулин сывлăхăрсене упрăр.

Эпир кунта самаях пурăнатпăр. Аннушка (мăшăрĕ) ман пата килкелесех каять. Вăл та çаплах йывăр тесе йынăшма пăхать. Эпĕ ăна ятлатăп та тата лăплантаратăп. Паллах, салтак пурнăçĕ хĕрарăмшăн пиртен темиçе хут йывăр. Ну, мĕн тăвас тетĕн, тăшмана çĕнтерме мĕн пур вăя хумалла, унсăрăн çĕнтерỹ хăй килмест".

Анастасия Суворова, Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ (1923 çулта çуралнă). Гварди рядовой. 1943 çулта вилнĕ. Псков облаçĕнчи Невель хулинче пытарнă.

 "Паян декабрĕн 5-мĕшĕ. Вăхăт иртмест. Тата 4 сехет ларас пулать. Кунта ăшă та çутă. Фронта кайсан çĕр айĕнче ларас пулĕ çав. Çак кунсенче тухса каяс пек калаçаççĕ. Салтак юрри юрлатăп. Çак такмаксем пуçра:

"Атте те сухаламан çыр хĕррине

 Сухаласассăн та тырă пулас çук.

 Анне ма йĕретĕн эсĕ маншăн?

Тем чул йĕрсессĕн те усси пулас çук.

Ик алăка кĕмен лашана

Ака лаши тесе ан шутлăр.

Ыран кунтан тухса кайсассăн

 Манăн хĕр пур тесе ан шутлăр...

 Посылка илсе пулмарĕ. Типĕ пулсан урапа алă шăнмасчĕç те çав".

Эвелина КАРЯГИНА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика