Тренер, дзюдо енĕпе СССР спорт мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Николаевич Фролов (09.03.1960) 65 çул каялла Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă.
Владимир Фролов - Раççей чемпионачĕн пăхăр призерĕ. Вăл Тюменьти строительство институтĕнчен вĕренсе тухнă, Сургутри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçлет. Пирĕн ентеш тĕнче, Европа шайĕнче палăрнă 20 ытла дзюдоиста хатĕрленĕ.
РСФСР халăх çут ĕçĕн отличникĕ, ЧАССР аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, филологи наукисен кандидачĕ, чĕлхе тĕпчевçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Александр Сергеевич Уськин (12.03.1920-06.09.2008) 105 çул каялла Патăрьел ялĕнче çуралнă пулнă.
Александр Уськин Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă. Патăрьел тата Йĕпреç районĕсенчи шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1949-1967 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хунă. 1967-1992 çулсенче - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхин кафедрин доценчĕ.
Александр Сергеевич 30 ытла наука ĕçĕпе 4 монографи авторĕ. Тĕп ĕçĕсем: "Некоторые вопросы методики преподавания русского языка в V-VIII классах чувашской школы", "Понятие структуры и системы языка", "Сборник упражнений по русскому языку для VI класса чувашской школы", "Лексико-грамматический класс имен в русском и чувашском языках" тата ыттисем те.
Пирĕн ентешĕмĕре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Халăхсен туслăхĕ орденсемпе, медальсемпе, Чăваш АССРĕн Верховнăй Совет Президиумĕн, РСФСР çут ĕç минситерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă.
х х х
СССР Художниксен союзĕн членĕ, профессор, художник-педагог Алексей Афанасьевич Кокель (13.03.1880-04.02.1956) 145 çул каялла Турханта çуралнă пулнă.
А. Кокель - академи пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш чăваш художникĕ, професиллĕ чăваш ỹнер икскусствин никĕсне хываканĕ. Вăл 1903 çулта Санкт-Петербургри художество академийĕ çумĕнчи шкулта, 1906 çулта - аслă педагогика курсĕнче, 1912 çулта Петербургри художество академийĕ çумĕнчи Аслă художество училищинче пĕлỹ илнĕ.
Алексей Афанасьевич Харьковри художество институчĕн йĕркелỹçи тата пĕрремĕш ректорĕ пулнă. Кунта вăл мĕн виличченех профессор тата ỹкерчĕксен кафедрин заведующийĕнче тăрăшнă.
Ентеш хăйĕн ỹкерчĕкĕсемпе тĕнчери, Пĕтĕм союзри, республикăри куравсене хутшăннă. Унăн ĕçĕсем Чăваш патшалăх художество музейĕнче упранаççĕ. Çавăн пекех Раççей, Украина музейĕсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕнче те вырăн тупнă.
Тĕп ĕçĕсем: "Портрет чувашской женщины", "Уральские заводы", "Итальянцы", "Из чувашской сюиты", "Извозчик", "Венчание. Чуваши", "В чайной", "Семейный портрет", "Старый рабочий", "На посту", "Награждение ударницы", "Ликбез", "На соляных промыслах", "Колхозный базар", "Зима", "Лилии", "Березовая роща", "Несение с Голгофы", "Акации", "Улицы в Твери" тата ыттисем те.
Харьковра А. Кокеле асăнса ун вилтăпри çине палăк лартнă. Шупашкарта тата Турханта унăн ячĕпе урам хисепленсе тăрать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ентешĕмĕр ячĕпе Художество музейне уçнă. Çавăн пекех Турханта ентешĕмĕре сума суса палăк лартнă тата музей-çурт уçнă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Апрель 2025 |