Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 17:05 Просмотров: 465

Врач,медицина наукисен докторĕ Альбина Захаровна Павлова профессор (02.02.1940) 85 çул каялла Шăхачра çуралнă.

Альбина Павлова Хусанти медицина институтĕнче пĕлỹ илнĕ. 1967-1979 çулсенче Тутар АССРĕн сывлăх сыхлавĕн министерствин судпа медицина экспертизин бюровĕнче эксперт, 1979-1984 çулсенче СССР сывлăх сыхлавĕн министерствин врачсен пĕлĕвне аталантаракан тĕп институтĕнче медицина кафедрин ассистенчĕ тата аслă преподавателĕ, 1984-1988 çулсенче РФ сывлăх сыхлавĕн министерствин судпа медицина экспертизин тĕп бюровĕнче эксперт пулса ĕçленĕ. 1997 çултан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн судпа медицина кафедрине ертсе пынă.

 Ентеш 100 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шута монографисен тата рационаллă 4 сĕнỹ тата ытти те кĕрет. Тĕп ĕçĕсем: "Судебно-медицинское исследование волос человека и животных в судебно-медицинском аспекте", "Судебная медицина", "Волосы человека" тата ытти те.

Альбина Михайловна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Валентина Андреевна Теллина (02.02.1950) 75 çул каялла Патăрьелĕнче çуралнă.

Валентина Теллина - Хусанти медицина институчĕн выпускникĕ. Ĕç стажне 1974 çулта Елчĕкри тĕп болницăра участок терапевтĕнчен пуçланă. 1976-1985 çулсенче Елчĕк районĕн тĕп больницин тĕп врачĕ, 1985 çулта Аслă Пăла Тимешри больницăра врач-терапевт пулса тăрăшнă. 1986 çултан Строительсен медсанчаçĕнче (халĕ Шупашкарти 4-мĕш тĕп больница) врач -терапевт тата тĕп врач çумĕ, 1988-2014 çулсенче çакăнтах тĕп врач пулса вăй хунă.

Пирĕн ентеше Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.

Спортсмен, педагогика наукисен кандидачĕ, доцент, çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Аркадий Григорьевич Улангин (04.02.1930-22.05.1993) 95 çул каялла Татмăшра çуралнă пулнă.

Аркадий Улангин республикăри физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнă. 1959 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çавăн пекех çамрăксен спорт шкулĕнче директор тата тренер пулнă. 1969-1989 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче преподаватель, аслă преподаватель, доцент, физвоспитани факультечĕн деканĕ, кафедра заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Чылай çул Чăваш Енри марафон чупăвĕн чемпионĕ тата рекордсменĕ, 1960 çулта СССР марафон чупăвĕн пăхăр призерĕ пулнă.

Наукăри ĕçĕсем Чăваш Енри физкультура юхăмне аталантарассипе çыхăннă. Тĕп ĕçĕсем: "Основные этапы развития физкультурного движения в Чувашии", "Методика проведения занятий по ритмической гимнастике" (ытти авторсемпе пĕрле) тата ыттисем те.

Артиллерист,Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Порфирьевич Табаков (06.02.1920-21.03.2005) 105 çул каялла Патăрьелĕнче çуралнă пулнă.

Александр Табаков - 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче ирттернĕ Çĕнтерỹ парачĕн участникĕ. 1939 çулта вăл Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, учительте ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче миномет расчечĕн командирĕ, каярахпа взвод командирĕ пулнă. 1946 çулта тăван тăрăха таврăнсан колхоз председателĕ, учитель, шкул директорĕ, улма-çырла питомникĕн директорĕ, Патăрьелĕнчи СПТУ-7 директорĕ пулса ĕçленĕ.

 Çĕршыва хỹтĕлес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннăшăн 1978 çулта унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Унăн ячĕпе Патăрьелĕнчи пĕр урам хисепленсе тăрать. Вăл Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, унсăр пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденне тата медальсене те тивĕçнĕ.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика