Футбол уявĕ пысăк хавхаланупа иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2024, 20:00 Просмотров: 336

Треньелĕнчи спорт лапамĕнче Олег Анисимова тата Павел Романова асра тытса футбол турнирĕ иртнĕ. Тупăшăва "Керамик" (Треньел), "БТВ" (Патăрьел), "Новое Бахтиарово" (Вăтаел), "Исток" (Çĕрпỹел), "Бикшикташ" (Хирти Пикшик) командăсем хутшăннă. Ăмăртура "Керамик" пĕрремĕш вырăн йышăннă. "БТВ" тата "Новое Бахтиарово" командăсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Ачасем хушшинче мини-футболла выляссипе 3 команда хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе "Интер" (Патăрьел) командăна çитекенни пулман, "Керамик юноши" (Треньел) тата "Интер" (Лапсар поселокĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Альбина НИКОЛАЕВНА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика