Патăрьелĕнчи Ярморочная урамри çул шăтăк-путăкланса пĕтнĕччĕ. Ăна пуçару бюджечĕн программипе юсама пуçланă. Çул проектне пуçарăва хастар хутшăннă предпринимательсем те ырланă. Юсав лаптăкĕ 420 метр тăршшĕ, 6 метр сарлакăш, çавăн пекех кунта тротуар бордюрпа, газонлă икĕ лапам тата икĕ парковка пулать.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьел район прокурорĕпе Андрей Афанасьевпа строительство ĕçĕпе паллашнă, пĕтĕмĕшле илсен юсав планпа килĕшỹллĕн пынине, вăхăтра хута ярассине курса ĕненнĕ.
Рудольф Васильевич Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула та çитсе килнĕ. Юсавăн 90 процентне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра объектра тăрăшакансем ăшă системине вырнаçтарассипе вăй хураççĕ тата сăрлассине вĕçлесе пыраççĕ.
Сĕтел-пукан та туяннă. Çитес эрнере вĕсене лартма пикенеççĕ.
Вĕренỹ учрежденине маларах сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яма палăртнă, анчах хушма ĕçсем тунăран ачасене кăшт каярах йышăнма тивет.
Ольга ПАВЛОВА
Декабрь 2024 |