Десантниксем уявра савăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2024, 19:42 Просмотров: 353

Августăн 2-мĕшĕнче çулсеренех ВДВшниксем хăйсен професси уявне - Сывлăш-десант çарĕсен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсса çар ветеранĕсем Патăрьелĕнчи палăк умне пуçтарăнчĕç.

Десантниксен уявне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - коммуналлă хуçалăх тата ресурс тивĕçтерĕвĕн пай пуçлăхĕ Николай Андреев, Патăрьел территори пайĕн начальникĕ Андрей Румянцев, сывлăш-десант çарĕсен округри пĕрлĕхĕн ертỹçи Виталий Яковлев, тĕрлĕ çар службинче пулнисене пĕрлештерсе тăракан пĕрлĕх ертỹçи Сергей Шадиряков, округри Общество палатин членĕ Рифкат Сафиуллов тата ыттисем те хутшăнчĕç, кашниех ветерансене уявпа саламларĕç.

Çак кунхинех Шăхачра (ỹкерчĕкре, аялта) тата Сăкăтра сывлăш-десант çарĕсен ветеранĕсен ячĕпе лартнă палăксене уçрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика