Каçхи çумăра пула "Батыревский" пĕрлешỹри комбайнсем те сарă пусă анине кĕреймерĕç. Çапах та вăл выльăх апачĕ хатĕр- лекенсен ĕçне вара чарса тăмарĕ. Эпир пынă чухне те люцерна анинче хĕрỹ ĕç вĕретчĕ. Алексей Стеклов комбайнер курăка пĕр тикĕс çулать. Геннадий Ялуков ăна вĕтетсе трактор тележки çине сирпĕтет. Вадим Краснов тракторист хăйĕн "хурçă утне" ун çумĕпе пĕр тикĕс шутарса пырать.
- Паянхипе тăваттăмĕш кун сенаж хурас тĕллевпе люцернăна çулатпăр. Ĕç кал-кал та чăрмавсăр пулса пурать. Алик Шаймановпа Петр Гаврилов икĕ тракторпа курăка пусарăнтарса, Юрий Арлановпа Александр Пыркин курăка турттарса тăраççĕ. Çак ĕçе вăраха тăсасшăн мар.
Июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне мĕн пурĕ 374 гектартан кĕрхи культурăна тата пăрçана пуçтарса илтĕмĕр. Кĕрхи тулă тухăçĕ савăнтарсах каймасть. Пăрçа вара гектартан 33 центнер тухрĕ,- паллаштарчĕ кĕскен хуçалăх ĕçĕпе пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
