Социаллă сеть - самана таппи

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:20 Просмотров: 584

 Хальхи вăхăтра кашни организаци-учрежденин, çавăн пекех уйрăм çынсен те чылайăшĕн социаллă сетьсенче страницисем пур.

 Вăл шутра территори пайĕсем те çакăнтах хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ, пăшăрхантаракан ыйтусене те çĕклеççĕ. Анчах кашниех ĕç-пуçа тĕрлĕ шайра йĕркеленĕ. Çак кунсенче шăпах округри территори пайĕсем официаллă страницисене еплерех ертсе пынине пĕтĕмлетнĕ. Хаклав тĕрлĕ енлĕ пулнă: подписчиксен шутĕнчен пуçласа тĕрлĕ конкурспа акци йĕркелени тата текстсемпе видеороликсен пахалăхĕ таранах.

2024 çулхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсемпе Çĕньял территори пайĕ пĕрремĕш, Кзыл-Чишма иккĕмĕш, Туçа тата Пикшик территори пайĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика