Тимлĕхре - пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.08.2024, 22:20 Просмотров: 486

Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата Патăрьел округĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕпе Петр Ефимовпа пĕрле "Агрокультура" кооперативра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.

 Унта тĕпрен илсен выльăх-чĕрлĕхе шута илес тата маркировка тăвас ыйтусене сỹтсе явнă. Çавăн пекех халăх хушшинче йĕркеленĕ "Чăваш Республикинче пурăнакансем хуçасăр чĕр чунсен ыйтăвне еплерех татса парасшăн" ыйтăма хастартарах хутшăнма чĕнсе каланă.

Александр ИЛЬИН

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика