Партин Тĕп комитечĕн пленумĕ 1954 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче "Çĕршывра тырă производствине малашне те ỹстересси тата çеремпе парлак çĕрсене ĕçе кĕртесси çинчен" йышăну кăларчĕ.
Ăна пурнăçласа Казахстанра, Çĕпĕрте, Атăл тата Урал тăрăхĕсенче, ытти регионта - 42 миллион ытла гектар, çав шутра РСФСРта - 16,5 миллион (40:), Казахстанра - 25 миллион (60:), çĕре сухаласа пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Маларах вĕсене сухаламан-акман, пурăна киле çулталăкра кирлĕ тырă производствин 40: тивĕçтерме тытăннă. 1954 çултанпа çерем уçма çуллен комсомол путевкипе 150-200 пин çын кайнă, 1958 çул тĕлне çав йыш 2 миллиона яхăн çамрăка пĕрлештернĕ.
Унта эпир те, 1954 çулта Туçа вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă 28 ача, çырăнтăмăр. Комсомол райкомĕ Алтай крайĕнчи Краснощеково районне кайма пире савăнăçлă ларура комсомол путевки пачĕ, райком çурчĕ умĕнче сăн ỹкерттертĕмĕр, çамрăксене район ертỹçисем путевка панă ятпа саламларĕç. Пирĕнтен маларах Краснощеково районĕнчи республикăра шкул пĕтернисен пĕрремĕш ушкăнĕ ĕçленĕ, çав йышра Василий Шадриков та, халĕ АПК ветеранĕ, пулнă.
Июнь уйăхĕ. Пире ăшшăн кĕтсе илчĕç, хĕрсене пурăнмалли уйрăм пỹрте, каччăсене "Краснощековский" совхоз клубне вырнаçтарчĕç. Унăн столовăйĕнче кунне виçĕ хутчен ресторанти пекех çитерчĕç. Вырмаччен каччăсем стройкăра вăй хучĕç, комбайнер пулăшуçи пулса техникăна юсарĕç, хĕрсем уй-хирте тăрăшрĕç.
Камбайнсем тырра кунĕн-çĕрĕн вырса çапрĕç, комбайнерсемпе пĕрле эпир те улшăнса ĕçлерĕмĕр. Апат хирех турттарчĕç, кашнине çуршар стакан пыл паратчĕç. Хирти вакунсенче çĕр каçрăмăр.
Совхозра декабрь уйăхĕччен ĕçлерĕмĕр. Кашнине дирекци тата комсомол комитечĕ Хисеп хучĕпе наградăларĕ, ĕç укçи лайăх илтĕмĕр. Тырă та парасшăнччĕ - пĕри те илмерĕ. Çамрăк пулнă, вăл атте-аннене кирлине ăнланман. Совхозран тухсан 28 ачан çулĕсем юпленчĕç. Эпир, тăватă тус, Ташкент хулине çул тытрăмăр, комсомол путевкипе ГЭС тума вырнаçрăмăр. Çавăнта 1959 çулхи июнь уйăхĕччен ĕçлерĕмĕр. Ун хыççăн мана совет çарне илчĕç, çĕршыва виçĕ çул ытла хỹтĕлерĕм. Салтак аттине хывсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕтĕм, 1967 çулта зоотехник специальноçне алла илтĕм, Патăрьел районĕнчи хуçалăхсенче, ял хуçалăх управленийĕнче нумай çул тăрăшрăм.
Çерем уçма пирĕн тăрăхран миçен хутшăннине паянхи кунччен те тĕрĕс шутламан. Çапах 55-ĕн кайнă теме пулать. 14-шĕ, 80 çултан иртнисем, пурăнаççĕ. Виççĕшĕ чирлĕ, вырăнпах выртаççĕ. Совет Союзĕнче çерем тата парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 2004 çулта 50 çул çитнĕ май Оренбург хулинче Пĕтĕм тĕнчери конференци иртрĕ, унта 1200 ытла делегат, çав шутра Чăваш Енрен эпĕ, хутшăнтăм. Конференци пилĕк куна тăсăлчĕ, пире облаçри малта пыракан хуçалăхсен паха опычĕпе паллаштарчĕç, сăмах калакансене итлерĕмĕр. Форума РФ ял хуçалăхĕн вăл вăхăтри министрĕ Алексей Гордеев уçса ертсе пычĕ, делегатсене "Çерем çĕр уçма тытăннăранпа 50 çул" медальпе, хаклă парнепе наградăларĕ. Форума хутшăннăшăн савăнатăп.
Маларах пушă вырăнта çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе çĕршыва кирлĕ чухлĕ тырă пухса кĕртме тытăннă. Эпир, çамрăксемпе комсомолецсем, çав тĕллеве пурнăçлама хутшăннă. Çакă мана халĕ те мăнаçлантарать, савăнтарать. Тĕллеве пурнăçланисене çерем уçма пуçланăранпа 70 çул çитнĕ ятпа саламлатăп.
Талгат ШАКУРОВ, Патăрьел округĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕн çумĕ
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |