Тăван ял, хăв çуралса ỹснĕ кĕтес кашни çыншăн çири кĕпе пекех çывăх. Кунта тымар ярса тĕпленнĕ, кунсеренех унăн ытамĕнче пурăнакансем кар тăрса ĕçлессипе уйрăмах хастар. Вĕсен мăнаçлăх туйăмĕ те иксĕлми, ял малашлăхĕшĕн, унăн хăтлăхĕшĕн хăйсен тỹпине хывас туртăм та пысăк.
Акă, çак кунсенче Шăхачсем халăх пĕр шухăшлă пулнипе, ĕлĕкхилле - нимелле - пысăк ĕçе пуçăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсама пикеннĕ. Эпир пынă чухне те ялăн хастар старости Николай Узюкин ертсе пынипе строительсем хĕрсех ĕçлетчĕç.
- Çитес çул Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитет. Пирĕн ялта та вăрçă синкерлĕхĕ кашни çемьенех кĕрсе тухнă темелле. Пысăках мар Шăхачран та 139 салтак тăван киле таврăнайман. 1969 çулта вăрçă паттăрĕсене асăнса тата асра тытса яла пырса кĕнĕ çĕрте палăк лартнă. Унтанпа ăна вăхăтран вăхăт тирпейлекелесе тăнă-ха, çапах та тĕпрен юсаман. Çакна шута илсе ял халăхĕпе ăна нимелле çĕнетме шут тытрăмăр. Чăн малтанах укçа пуçтартăмăр, стройматериал туянтăмăр. Ун умĕнчи йывăçсене касрăмăр, палăкăн кивĕ сĕмне тасатрăмăр, штукатурка турăмăр. Хальхи вăхăтра плиткăсем çыпăçтаратпăр. Палăк йĕри-таврах брусчатка сарса хăтлăлатасшăн. Каярахпа ун патне пыма капăр каçма та ăсталама шутлатпăр. Ял маçтăрĕсемпе ĕçе нимелле пурнăçлатпăр. Алă ăстисем пурте кăмăлтан тăрăшаççĕ. Вячеслав Кузнецовпа Александр Мрелькин плиткăсем çыпăçтарма ăста. Анатолий Волков, Вячеслав Сергеев, Инокентий Фролов, Валерий Сулагаев, Юрий Мылов, Алексей Тарасов, Вячеслав Кудряшов кашни кун çак ĕçе хастар хутшăнаççĕ,- кăмăлтан каласа парать ял старости Николай Узюкин.
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин, Патăрьел муниципалитет округĕн ертỹçисем ял çыннисене пурăнма пур енлĕ хăтлăх туса парас тесе тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе тĕрлĕ шайри программа та сахал мар. Çав вăхăтрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çынсем пĕр шухăшлă пулса хăйсен пуçарăвĕпе, хастарлăхĕпе, ыр кăмăллăхпа, нимелле ĕçсем пуçарнине те ырламалла, мухтамалла та. Территори пайĕн хутлăхĕнче кĕрлесе тăракан предприяти-учреждени, ял хуçалăх кооперативĕ тата ытти çук пулин те, ял хавалĕ хавшак пулманни хавхалантарать. Пĕрлĕхре вара яланах вăй çуралать. Çакна староста та çирĕплетрĕ. "Вырăнти халăхпа кар тăрсан темĕнле ĕç тума та пулать. Пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни çеç кирлĕ" ,- терĕ вăл.
Николай Узюкин пилĕк çул ĕнтĕ территори пайĕнче старостăн обществăлла тивĕçне пурнăçлать. Халăх шаннă ĕçре чунтан тăрăшни ăна ăнăçу та, хисеп те кỹрет. Ял çыннисен хавалĕпе тунă ĕçĕн сумĕ те пысăк, асра та юлать. Пĕрлехи вăйпа вĕсем чăн малтанах ял масарĕн территорине тирпей-илем кỹнĕ. Кунти тирпейсĕрлĕхе пĕтернĕ, йывăçсене каснă, çĕнĕ çурт лартнă, ĕç хатĕрĕсене хума вырăн ăсталанă, картине профнастилпа çĕнетнĕ, кунта пыракан 550 метр çула вак чул сарса тикĕсленĕ, çулсеренех ял уявĕ кĕрлекен вырăнта сцена тунă, лармалли вырăнсене хăтлăлатнă, çырма йĕррине йывăçсем лартса картине тытнă тата ытти те. Çав вăхăтрах кашни çулах урамри çулсене тирпейлессипе те ĕçлесе пыраççĕ.
- Маларах ялти чылай урама пĕрлехи вăйпа, кар тăрсах тирпейленĕ эпир. Юлашки çулсенче пуçару бюджечĕн программипе вĕсене çĕнетсе пыратпăр. Кăçал çак пограммăпа Заречная урама вак чул сарса хăтлăлатасшăн. Ялта чăн малтанах кашни касра кĕме-тухма лайăх çул кирлĕ. Пĕрремĕш тирпей çакă,- паллаштарчĕ малалла староста. Патăрьел муниципалитет округĕнчи старостăсенчен чылайăшĕ пысăк хастарсем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Николай Узюкин шăпах вĕсен йышĕнче. Хăй вăйĕпе, тăрăшулăхĕпе вăл ялта сахал мар пархатарлă ĕçсем тунипе ăна халăх сума сăвать. Акă, маларах вăл пуçарнипе тата ертсе пынипе ял хапхине капăрлатса хучĕç, хĕрес лартрĕç. "Сывлăх" наци программипе хута кайнă çĕнĕ ФАП умне "Сывлăх, эпĕ сана юрататăп" текен пысăк стенда та хăех ăсталаса хунă. Вăл питĕвырăнлă та, хитре те, кашнинех сывлăхпа туслă пулмаллине те аса илтерет. Общество пурнăçĕнчи хастарлăхшăн, вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнче тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнишĕнех Николай Узюкин 2021 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи чи лайăх староста хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Çак сум хыçĕнче вара старостăн ял халăхĕпе кар тăрса пурнăçланă ĕçсем тăраççĕ. Редакцирен: материал пичетленсе тухас умĕн территори пайĕнчен палăка юсаса пĕтернине пĕлтерчĕç, сăн ỹкерчĕкне ярса пачĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
