Хастар çынсем яла илем кỹреççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2023, 20:31 Просмотров: 550

Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви ял хуçалăхне малалла аталантарас, хушма хуçалăхран продукци туса илекен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене (самозанятые) субсиди пама пуçларĕ. Патăрьел мунициипалитет округĕнче пурăнакансем те унпа туллин усă курма пикенчĕç. Вĕсенчен пĕри - Анат Чакăра пурăнакан Александр Белов.

- Патшалăх пулăшăвĕпе икĕ хутчен те усă куртăмăр. Малтанах уйрăм хушма хуçалăхсене аталанма çăмăллатнă кредит паратчĕç. Çемьепе калаçнă хыççăн эпир трактор туяннăччĕ. Техника хăй кăна пурри çителĕксĕр, кăкарса çỹремелли агрегачĕсем те кирлĕ. Вĕсем те йỹнĕ мар. Пĕчĕккĕн плуг, культиватор, ворошилка тата ыттисене те илтĕмĕр. Утă преслаканни кăна çукчĕ. Ĕмĕте пурнăçлама шăпах хăй тĕллĕн ĕçлекенсене паракан субсиди пулăшрĕ. Патшалăх уйрăм çынсене çакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахне калас килет, - терĕ Александр Васильевич агрегата кăтартнă май.

 Беловсем 2 гектар ытларах çĕрпе усă кураççĕ, унта тырă çитĕнтереççĕ. Кăçал кĕрхи тулă акса хăварнă. Çавăн пекех хăй вăхăтĕнче кашни хушма хуçалăха панă 30 сотăй пур, ялта ăна ытларах "Ельцин çĕрĕ" теççĕ. Вăл та пушă тăмасть, выльăх усранă май кишĕр, кавăн ỹстереççĕ. Хуçалăхри ĕнене, пăрăва, сыснасене, чăх-чĕпе хĕл каçарма апат сахал кирлĕ мар.

Ялта пурăнакансем çĕрпе мĕн ачаран ĕçлеме хăнăхса ỹсеççĕ. 1979 çулта кун çути курнă Александр Белов та, çемьере кĕçĕнни пулсан та, алă усса ларман. Ашшĕпе амăшĕшĕн виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрĕ пĕрремĕш пулăшаканĕсем пулнă. Раиса Николаевна ялти столовăйĕнче - поварта, Василий Сергеевич "Рассвет" хуçалăхра водительте вăй хунă. Кашни ачине тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Александр Васильевич Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне ăс пухма кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн çар тивĕçне пурнăçлама ят тухнă. Çамрăк Североморскинче моряк пулса службăра тăнă. Салтак аттине тăхăнни çулталăк çурă çитсен контракт çырнă. Çакăнтах тĕпленсе пурăнас шухăш та пулнă каччăн, анчах килĕнче 5 ачана пурнăç парнеленĕ çывăх çыннисем хăйсем çеç юлни ăна пăшăрхантарнă. Ют тăрăхра урăх телей шырас темен, тăван ялне таврăннă. Университетра малалла ăс пухнă. Аслă пĕлỹ илнине çирĕплетекен диплом пулсан та çĕрпе ĕçлес тенĕ. Çавăнпах ĕнтĕ "хурçă ут" туяннă.

- Трактора илсе килтĕмĕр, хам вара унпа çỹреме те пĕлместĕп. Владимир Кириллов кỹршĕ пуçламăш тапхăрта вăй хучĕ, мана та хăнăхтарчĕ. Малтанхи вăхăтра йăнăшсемсĕрех пулман ĕнтĕ.

Тĕрĕссипе, пурнăç мана нумай япалана вĕрентрĕ. Сварка тума та пĕлетĕп. Техникăн ванасси те пулать, унсăр май çук. Çавăн пек чухне тимĕре сыпăнтарма çынран пулăшу ыйтма тиветчĕ. Вĕсем мĕнле ĕçленине пăхса тăрса кайран хам та ку профессине алла илтĕм. Тури Чакăри йысна - Игорь Ефремов - ăста сварщик, вăл та хăнăхтарчĕ. Мунча кăмакисем нумай ăсталанă. Пĕр вăхăт индивидуаллă предприниматель пулса та вăй хутăм. Ун чухне строительство япалисене сутрăм. Анне ватăлса пынă май ăна тимлĕх ытларах кирлипе суту-илỹпе ĕçлеме пăрахрăм, - тет сăмаха малалла тăсса Александр Белов.

Александр Васильевич обществăлла ĕçсенче те хастар. Вăл 10 çул ытларах Анат Чакă ялĕн старости пулнă. Халăхăн чылай ыйтăвне татма тивнĕ. Чи малтанах ял масарне тирпейленĕ. Унти ỹссе кайнă йывăçсене çамрăксемпе пухăнса каснă. Çавăн пекех çăва çинче вырăн сахалланнине шута илсе Первомайски ял тăрăхĕн депутачĕпе Николай Пазухинпа, "Малалла" эртель ертỹçипе Михаил Петровпа (йывăр тăпри çăмăл пултăр. - Авт.) калаçса çĕнни валли лаптăк уйăрнă.

Типĕ те шăрăх çанталăкра ялти кỹлĕ типнĕ. Кĕтĕве тухакан ĕнесем шывсăр нушаланнипе пусă чавма тĕллев лартнă. Шухăшланине пурнăçланă. Кăнтăрла та Александр Васильевич хăйех насуспа шыв ăсса панă. Пушă мар чухне кỹрши-арши, юлташĕсем ăна улăштарнă. Каярах кỹлле тарăнлатнă.

- Первомайски территори пайĕнчи ялсем пырса кĕнĕ çĕре стелăсем вырнаçтарма пуçларĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов ман пата пычĕ те Анат Чакăра та кирли пирки сăмах пуçарчĕ. Унăн сĕнĕвне шута илтĕмĕр, халăхран укçа пухрăмăр. Сварка ĕçĕсене хамах турăм. Халь çак стела чăннипех те килен-каяншăн кăна мар, хамăршăн та кăмăллă, - терĕ Александр Васильевич.

Староста тивĕçĕсене паян Николай Пазухин пурнăçлать. Апла пулин те Александр Белов пĕрлехи ĕçсенчен пĕринчен те айккинче тăрса юлмасть. Хирте вăй хума та, халăхпа пĕрле тар тăкма та вăхăт çитерет. Александр Васильевича мăшăрĕ, Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта соцпедагогра тăрăшакан Луиза Витальевна тата 9 класра вĕренекен Анна хĕрĕ ăнланни, пулăшни пурнăçра хавхалантарса пырать.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика