"Эс - телейĕм ман! Чунăмçăм, савни! Эп яланах пулăп сан валли..."

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2022, 15:06 Просмотров: 617

 Çак юрра шăрантарнă чухне Анастасийăпа Александр Пузырниковсен куçĕсенче сар хĕвелĕн ылтăн шевли пек ырă туйăм, пичĕсенче аякранах чуна ăшăтакан йăлтăр кулă пурне те тыткăнлать. Килĕшỹллĕ мăшăр сцена çине çĕнĕ юрăпа тухсан кирек хăçан та куракан тăвăллăн алă çупса хак парасса кĕтсех тăр...

Вун пилĕк çула яхăн килĕштерсе пурăнакан арăмĕпе упăшки "Эс - телейĕм ман..." юрра кунĕпе те, çĕрĕпе те пĕр-пĕриншĕн шăрантарма хатĕр. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă. Паян республикăри радио хумĕсемпе те çак çĕнĕ юрă час-часах янăрать. Унăн сăмахĕсене Анастасия Григорьевна хăйех çырнă. "Юратнă мăшăрăма халалланă йĕркесем пĕрин хыççăн тепри çăмăллăнах, кĕвĕленсех çуралчĕç. Паян вăл пирĕн çемье гимнĕ пулса тăчĕ. Эпир ăна çывăх тăвансемпе кĕрекене пуçтарăнсан репертуартан пĕрре те сиктерсе хăвармастпăр",- каласа парать кăмăлтан виçĕ ача амăшĕ. Çемье пуçлăхĕ Александр Владимирович, паллах, мăшăрĕнчен çакнашкал парнене кăмăлтан йышăннă. Çакă уншăн кĕтменлĕх пулнă. Хăй те ун умĕнче парăмра юлман. Мĕн çамрăкран симĕс тинĕс хумне аса илтерекен алтăр çăлтăр пек пысăк куçне халалласа "Савни" юрă шăрçаланă. Çапла вара Пузырниковсем культура "аренинче" паянхи кун 1:1 шутпа выляса хăйсен творчество ăсталăхне малалла аталантараççĕ, пĕр-пĕрне хавхалантарса пурăнаççĕ. Малалла вулаканăмăра Тури Туçара пурăнакан çак çемьепе тĕплĕнрех паллаштарасшăн."Пĕчĕк çеç путене" конкурс Сашăна сцена çине илсе тухнă

Туçари вăтам шкулăн ача садĕнчи музыка ертỹçинче тăрăшакан Александр Пузырников пурнăçĕ кал-кал йĕркеленсе пынăшăн, шăпа ăна культура сценин ирĕклĕхне парнеленĕшĕн, маттур та пултаруллă, чипер хĕрпе паллаштарнăшăн Турра кашни кун тав тăвать. Ачаллах юрă-ташăпа туслă Саша малашне те кĕвĕ тĕнчин "чури" пулассине çамрăклах, 16 çултах, туйса илнĕ. Ун чухне вăл Мăн Вылти (Элĕк районĕ) вăтам шкултан 9 класс вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Шăпах çав çулхине çамрăк юрăçсен Раççей шайĕнче "Пĕчĕк çеç путене" конкурсĕ иртнĕ. Ялтан тин хулана тухса килнĕ çамрăк именсе тăман, çак тупăшăва хутшăнса сцена çине тухнă. Пĕрремĕш "дебют" ăнăçупа вĕçленнĕ, ăна çав тери хавхалантарса янă. Саша унта виççĕмĕш вырăн йышăннă! Ача пулсан та Мускавран ярса панă 30 пин тенкĕ премие вара кирлĕ мар тĕллевпе расхутламан, ашшĕпе амăшне çуратса воспитани панăшăн тав туса асăнмалăх мотоблок туянса савăнтарнă.

- Çак училищĕрех пулас мăшăрăмпа, Настьăпа, паллашнă хыççăн пĕрремĕш таса туйăм çуралчĕ. Пĕрлех кĕвĕ тĕнчин илемне туйма вĕрентĕмĕр, специальность илтĕмĕр. Диплом хỹтĕленĕ чухне те дуэт йĕркелесе "Ай, ĕçер-и, ай, юрлар-и?" халăх юррипе пĕрремĕш хут иккĕн сцена çине тухрăмăр. Тĕрĕссипе çавăнтанпах пирĕн чĕресем пĕрле юрлаççĕ. Паян мана Анастасийăпа пурнăç илемне туйма çăмăл та, ансат та, кăсăклă та...- темĕнле асамлă сăмахпа та хак пама хатĕр паян хăйĕн юратнă мăшăрне Александр Владимирович.

А. Пузырников маларах Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн заведующийĕнче, районти централизациленĕ клуб системинче ĕçленĕ. Унăн хастарлăхĕпе пултарулăхне куракансем юрă-ташăра, районта иртекен культура мероприятинче çеç мар, ытти çĕрте те хак пама пултараççĕ. Вăл Патăрьелĕнчи халăх театрĕн хастар членĕ. Нумай пулмасть Луиза Леонтьева режиссер лартнă "Хăвăн ятна асту" спектакльте "Чи лайăх арçын ролĕ" ята та тивĕçнĕ.

Килĕшỹллĕ те пултаруллă çемьешĕн сывă пурнăç йĕрки, спортпа туслă пулни те пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ районти футбол командинче выляни, ытти спорт ăмăртăвне те тăтăшах хутшăнни, мĕн пур хастар ĕçшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотине, Тав хутне тивĕçни виçĕ ывăлĕшĕн те ырă тĕслĕх.

Пулас пăхаттирсем виççĕшĕ те ашшĕ пек çирĕп кăмăллă

Анастасийăпа Александр Пузырниковсем музыка училищинчен вĕренсе тухсан иккĕшĕ те аслă шкула вĕренме кĕнĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă. Кунта вĕреннĕ чухнех çемьеленнĕ, икĕ ывăл çуралнă. Тăватă çул каялла Даниилпа Мишшăн ытарайми шăллĕ, пĕчĕкренех артист пулма ĕмĕтленекен "юмахри" Иван çуралнă. Сăмах май каласан, аслă пиччĕшĕсем те пĕри ташлама, тепри юрлама кăмăллаççĕ. Чăнласах та сцена ăстисен çемйи темелле Пузырниковсене! Ăçтан, мĕнле сыпăкран пырать-ши вĕсен юрлас пултарулăхĕ?

 Çак ыйту вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулмарĕ. Анастасия Григорьевнăн кукамăшĕ яланах кĕреке илемĕ пулнă. Ксения Степановна çулне кура мар ĕлĕкхи юрăсене хитре шăрантарать. Сăмахĕсене те пăхмасăр пĕлет. Амăшĕ те шкултах уçă саспа хитре юрăсемпе сцена çине тухнă. Пĕр тăван Дашăпа Машăна та амăшĕн пултарулăхĕ куçнă. Сăмах çумне сăмах хушăнса пынă хыççăн çакă та паллă пулчĕ. Александр Владимирович та ăнсăртран çеç сцена çине тухман. Унăн пултарулăх тымарĕ аслашшĕнченех куçнă-мĕн. Шурсухал тĕрлĕ музыка инструменчĕпе вылянă, мăнаçлă та хăватлă сассипе ял-йыша тыткăнланă.

- Çемьере юратупа килĕшỹ хуçаланни мана ĕçре те телей кỹрет. Ывăлăмсем ашшĕ пек çирĕп кăмăллă та ĕçчен, пултаруллă пулса ỹснишĕн хĕпĕртетĕп. Вĕсем виççĕшĕ виçĕ тĕрлĕ савăнăç,- тет Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен тĕп методист Анастасия Пузырникова.

Çамрăкла ят-сум çĕнсе илни те чул çинчех

 Ваттисем çамрăкла вĕренни чул çинче, ватăлла вĕренни юр çинче, тенĕ. Вăй-хăват тапса тăнă, ăс-тăн çирĕп чухне халăхра ят-сум, хисеп çĕнсе илни паха. Малашне ăна пуянлатса пыни те пĕлтерĕшлĕ, ачасемшĕн ырă тĕслĕх. Вăтăр урлă çеç каçнă çак мăшăр та ку таранччен хăйсем хыççăн ырă ят çеç хăварнă, малашлăх ĕмĕчĕсем, тĕллевĕсем те сулмаклă. Пузырниковсем Юхмапа Пăла тăрăхне çеç мар, республикăри ытти çынсене те пултарулăхĕпе савăнтарасшăн. Авторсен юрă хыççăн юрă çуралнă хыççăн пĕрлехи альбом кăларас ĕмĕт те пысăк. Ун пек чухне вĕсене туйсемпе юбилейсен кĕрекине илемлетме тата çăмăлтарах пулĕ.

Пузырниковсем районти централизациленĕ библиотека çумĕнче йĕркеленĕ çамрăк мăшăрсен клубĕн хастар членĕсем. Ăна йĕркеленĕренпех вĕсем унти кашни мероприятие хутшăнаççĕ. Ахальтен мар вĕсене иртнĕ çул республикăри Хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ çамрăк çемьесен форумне те хутшăнма шаннă, вĕсем çемье йăли-йĕркине малалла сарнăшăн, пысăк хастарлăхшăн Хисеп грамотине те илме тивĕçнĕ.

Анастасия Григорьевнăпа Александр Владимировичăн çемье сумне, хисепне ỹстерекен грамотăсем татах та пур. Иртнĕ çулах вĕсем районти конкурсра "Юрра-кĕвве юратакан чи лайăх çемье" номинаципе палăрнă, республикăра иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче район чысне хỹтĕлесе хастарлăх кăтартнăшăн, районти Акатуй-Сабантуйри пултарулăхшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Республикăра иртнĕ "Эпир пĕр йывăç кăкĕнчен" ("Мы ветви одного дерева") фестивале хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, дипломпа тата гитарăпа таврăннă...

2021 çул Пузырниковсемшĕн тепĕр ырă пулăмпа та çырăнса юлнă. Районти централизациленĕ клуб системинче халăх пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе тимлекен пайăн тĕп методисчĕ Анастасия Пузырникована "Чи лайăх çамрăк культура ĕçченĕ-2021" хисеплĕ ят панă.

- Манăн ĕçе çакăн пек хак пани çемьен, коллективăн савăнăçĕ, тивлечĕ, пирĕн пĕрлехи ĕçĕн результачĕ. Хисеплĕ ята тỹрре кăларса районта иртекен культура мероприятийĕсене тата хастартарах хутшăнасчĕ, юратнă ĕçре малашне те хамăн телее курасчĕ,- тет кăмăлтан культура ĕçченĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика