Вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Пĕлỹ çурчĕсене комисси пăхса тухрĕ ĕнтĕ. Часах шкул автобусĕсене те тĕрĕслĕç. Ачасене турттармалли транспорт хатĕрĕн пур енчен те юсавлă пулмалла, саккун ыйтнисене пăхăнмалла. Пирĕн районта 24 шкул автобусĕ çỹрет. Вĕсемпе 36 ялтан 873 вĕренекене 15 вĕрентỹ учрежденине турттараççĕ. Республикăри шкул автобусĕсен паркĕнче 400 ытла транспорт. Вĕсем 1415 ялти 13 пин ытла ачана 7338 маршрутпа пĕлỹ çурчĕсене илсе çитереççĕ. Пурне те ГЛОНАССпа, тахографсемпе тата маячоксемпе тивĕçтернĕ
Юлашки 5 çул хушшинче республикăри вĕрентỹ организацийĕсене "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Çĕнĕ шкул" проекчĕпе килĕшỹллĕн 220 ытла шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ. Чăннипех те ырă пулăм. Куллен рейса тухакан транспорт шанчăклă та юсавлă пулмалла. Республика бюджетĕнче кăçала валли çакнашкал транспорт туянма 35 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.
2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Ене 37 çĕнĕ автобус килнĕ. 31-не федераци, 6-не республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă. Шăпах çавăн чухне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ.
Ноябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин резерв фондĕнчен муниципалитетсене 33 шкул автобусĕ уйăрнă. Çак ĕçе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти малашне те тимлĕхре тытĕ. Эппин, ял ачисемшĕн шкула çитесси тата тĕрлĕ ăмăртупа конкурса хутшăнасси чăрмав кăларса тăратмĕ.
Çавăн пекех "Пĕрлĕхлĕ Раççей" Халăх программинче çакăн пек йĕркесем те пур: "Вĕренекен ачасен сывлăхне упрамалла, шкул медицинин системине аталантарса пĕлỹ пухмалли тиеве чакарса пымалла, сывă апатлану йĕркелессин инфраструктурине тумалла".
"Шкул автобусĕсен паркне федераци бюджечĕпе çулленех çĕнетсе пыма тăрăшмалла. 2024 çулччен регионсене 4000 автобусран кая мар çитермелле" ("Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Халăх программинчен)
Юлашки çулсенче ачасене шкулта пĕлỹпе воспитани панипе пĕрлех вĕри апатпа тивĕçтересси пысăк тимлĕхре.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырупа килĕшỹллĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Çĕнĕ шкул" проектне тĕпе хурса кĕçĕн классенче вĕренекенсене 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кунне пĕр хутчен кая мар тỹлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Çак тĕллевпе республикăра 2020 çулта 246,5 миллион тенкĕ расхутланă. Асăннă хисепрен 244 миллион тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрнă.
1-4 классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерме 2021 çулта бюджетран 607 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Кăçал вара тата çак тĕллевпе 644 миллион тенкĕ расхутлама палăртнă. Вĕри апатпа нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене тивĕçтерессине те йĕркеленĕ.
Республикăри 410 шкулта 146 пин ытла ача апатланать. 138 шкулти апатланăва 36 аутсорсинг тата уйрăм предприниматель тивĕçтерсе тăрать.
Районта ачасене тỹлевсĕр апатлантарасси çине 18,2 миллион тенкĕ янă. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен çамрăк ăрăва вĕри апатпа тивĕçтерес енĕпе 9,2 миллион тенкĕ тăкакланă. 2021 çулта апат-çимĕç блокĕсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме 89,4 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра промышленность продукцине саккунсăр таварçаврăнăшне кĕртессине тимлекен комисси ларăвĕнче шкулти апатланăва тата çурма фабрикатсем туса илекен центр ĕçне сăнаса тăрассине ỹстерме сĕннĕ. "Пĕр точкăра паха продукци кăларатпăр, сăнаса тăратпăр. Малалла вара вĕсене хатĕрлесе çитермелле. Апат-çимĕç блокĕсем лайăх пирĕн. Ку чухнехисем. Сахал ĕç вăйĕпех йывăрлăхран тухма пулать",- тенĕ регион ертỹçи.
Ачасене вĕри апатпа еплерех тивĕçтернине тĕрлĕ яваплă органсемпе пĕрлех шкул администрацийĕпе ашшĕ-амăшĕ те кăсăклансах тăрать. Епле-ха унсăрăн? Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ мĕнлерех апатланнинчен тỹрремĕнех килет-çке.
А. ИВАНОВА.
Август 2026 |
