Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2022, 08:30 Просмотров: 800

Шупашкарта авточупу иртнӗ

 Украинăри ятарлă операцие хутшăнакан салтаксемпе пĕрле пулнине тата РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕр шухăшлине кăтартас тĕллевпе мартăн 12-мĕшĕнче Шупашкарта флешмоб тата авточупу иртнĕ. Унта тĕрлĕ наци диаспорисен тата конфессисен представителĕсем хутшăннă. Çапла майпа хăйсен çĕршывĕн ялавĕсемпе килнĕ тĕрлĕ халăх çыннисем Раççейпе Чăваш Ен вĕсемшĕн тăван пулнине, çĕршывра тĕрлĕ халăх туслă пурăннине кăтартса панă. Чи малтанах автомобиль хуçисем хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи Контур лапамра машинăсемпе «Z» тата «V» сас паллисем пек тăрса тухнă. Унтан 70 ытла çăмăл машина «Çĕнтерӳ» Астăвăм паркне çул тытнă. Авточупăва хутшăннисем Украина хирĕç тăрăвĕсенче пуç хунă салтаксене асăнса Ĕмĕр сӳнми çулăм умне чечексем хунă.

Тавар дефицичĕ пулас хăрушлăх çук

ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗм сахӑра Раҫҫейре туса кӑлараҫҫӗ, вӑл дефицит мар. Çавна май халăх сахăра саппас туянса хуни вырăнсăр. Кӑшӑлвирус сарӑлма тытӑнсан халӑх хура тул илме тытӑннӑччӗ. Ку информаци тапӑнӑвӗн витӗме те. Халӗ ҫакнашкал каларӑш та пур: ӗнер памперс кунӗ пулнӑ, паян сахӑр кунӗ, ыран вара кӗрпе. Пӗтӗмлетсе каласан: тавар дефицичӗ пулас хӑрушлӑх ҫук. Апла михи-миххипе кӗрпе, сахӑр туянма кирлӗ мар.    

  Банк карттин реквизичĕсене   никама та каламалла мар

   Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать. Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.

Йĕркене пăснă

Коррупци тĕслĕхĕсем тупăнсах пыраççĕ. Иртнĕ çул республикăри прокуратура ĕçченĕсем коррупцие хирĕç калакан саккуна пăснă 4 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку йĕркесĕрлĕхе сирес тĕллевпе 1170 представлени çырнă, суда 57 ыйту тăратнă, 847 акта хирĕçленĕ. Саккун хуралçисен витĕмĕпе должноçри 1204 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, 97-шне административлă майпа айăпланă, 21 тĕслĕх уголовлă явап тыттарассипе çыхăннă. Прокурорсем должноçри 14 çынна ĕçрен хăтарни лешсем ку тĕлĕшпе шанчăкран тухнипе çыхăннă.

Паллă юрăçа асăнса

Наци библиотекинче паллă юрăç, педагог, общество ĕçченĕ Мефодий Денисов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă асăну каçĕ иртнĕ. Мефодий Ивановичăн ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем, Шăмăршă районĕнчи ентешĕсем, Игорь ывăлĕн çемйи унпа çыхăннă кăсăклă самантсене аса илнĕ. Вĕренекенĕсем вара вăл юрланă юрăсене шăрантарнă.

Сунарҫӑсем тупӑшнӑ

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче сунарҫӑсен биатлонӗ иртнӗ. Унта "спортсменсемпе" хӑнасем хамӑр республикӑри районсенчен, ҫавӑн пекех Тутар, Мари тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ. Тупӑшӑва 18 ҫултан аслӑрах сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Ăмӑртӑва хутшӑннисем малтан 1,5 км чупса тухнӑ, хыҫҫӑнах - 30 метртан тӗл пенӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Мари Республикинчен килнӗ сунарҫӑсем тивӗҫнӗ, иккӗмӗшсем - Каҫалсем, виҫҫӗмӗшсем вара Канашсем пулнӑ. Пурне те асӑнмалӑх парнепе хавхалантарнӑ. Уява пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ,  ҫавӑн пекех хӑнасемпе "Волчье логово" хӑна ҫуртӗнче экскурси ирттернӗ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика