Районта 36 вĕрентỹ учрежденийĕ ĕçлет. Çав шутран 21-шĕ - вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем, 11-шĕ шкул çулне çитмен ача-пăча, 3-шĕ хушма пĕлỹ паракан учрежденисем. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 4143 ача парта хушшине ларĕ, вăл шутран 414-шĕ пĕрремĕш класа килмелле. Пĕлỹ кунне ачасене хăтлă та капăр, илĕртỹллĕ пĕлỹ çурчĕсенче кăмăлтан кĕтсе илес тесе аслисем ырми-канми тăрăшаççĕ. Çакна çак кунсенче ятарлă комисси вырăнсене çитсе ирттернĕ тĕрĕслев те уççăнах çирĕплетрĕ. Сăкăтри, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул çурчĕсем çĕнĕ. Тăкаклă юсав ĕçĕсем ирттермелле те мар. Коридор стенисене, кабинетсенчи урайне сăрланă. Сĕтелсене çуса тасатнă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Тутар Сăкăтĕнчи, Туçари, Аслă Чементи, Турханти вăтам шкулсенче "Точка роста" кабинечĕсем уçăлмалла. Кирлĕ сĕтел-пукан килме пуçланă. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вăл 4 кабинетра пулмалла. Паянхи куна биологи кабинетĕнче ĕç хатĕрĕсем çителĕклех. Кунти вĕренỹ çуртĕнче ялан мĕн те пулин çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшаççĕ. Уçă пĕлĕт айне вырнаçтарнă "Асанне арчи" ачасене историе пĕлме май парать. Иртнĕ ĕмĕрте ял хуçалăхĕнче, кил çуртра усă курнă пир тĕртмелли станок, сухапуç таранах пур унта. Шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи коридорта шахматла вылямалли кĕтес йĕркеленĕ. 2-4 классенче вĕренекенсемпе ятарлă уроксем те пулаççĕ. Кружок ĕçлет. Кирлĕ литературăна шахмат федерацийĕн Тимченко фончĕ урлă тỹлевсĕрех кỹрсе килеççĕ. Вĕрентекенсен тепĕр ырă енне те палăртмасăр иртме çук. Чăваш Республикинчи тутар шкулĕсем валли наци чĕлхипе вĕренмелли кĕнекесене тупса илме кансĕртерех. Кунта вара майне тупнă. Тутарстан Республикинчи шкулсемпе туслă çыхăнура вĕсем. Вĕренỹ çурчĕ 2019 çулта "Районти чи лайăх вĕренỹ организацийĕ" ята тивĕçнĕ. Информатика кабинечĕ вара сумлă ята 5 çул (2015-2019) алăран вĕçертмен. Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта юсав ĕçĕсем вĕçленмен-ха. Шкул коллективне ачасен ашшĕ-амăшĕн комитечĕ пулăшу парсан та вырăнлă пулĕччĕ. Кăçалтан "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн "Ку чухнехи шкул" программăпа "500 плюс" проект ĕçлеме пуçăнмалла. Ăна вĕрентỹ программине анлăлатас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ĕçченĕсене Алманчăри педагогсен наставникĕсем тăвасшăн. Сăкăтри, Алманчăри ача сачĕсем, Красномайскинчи пуçламăш шкулпа ача сачĕ çулла та ĕçлеççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Анат Туçари пуçламăш шкулпа ача садне 50 ача çỹреме пуçлать. Йыш пĕчĕк мар. Çĕнĕ вĕренỹ çулне тата 9 ача килни те савăнтармалла. Туçари "Сар хĕвел" ача садне кĕме кăмăллă. Клумбăсенчи чечексем куçа илĕртеççĕ. Тротуара брусчатка сарса тирпейленĕ. Туçари вăтам шкул çĕнĕлĕх кĕртме ыйтать. 2022 çулта вĕренỹ çуртне тĕпрен юсама палăртни пурнăçа кĕрсен тем пекехчĕ те. Чỹрече рамисем кивелнĕрен кабинетсене уçăлтарма та кансĕр. Хĕлле çил вĕрнĕрен пỹлĕмсенче пĕрешкел температура тытса тăрасси те тăкакпа çыхăннах-тăр. Пĕрремĕш кунхи тĕрĕслев Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулпа вĕçленчĕ. Вĕренỹ çурчĕ çĕнĕ мар пулин те (тул енчен те, шалтан та маларах тĕпрен юсаса сăн кĕртнĕрен паян хута янă шкул евĕр ларать) илĕртỹллĕ. Кабинетсем çутă, таса. Урайĕсене сăрланă. Спорт зал йăлтăртатса тăрать. Айккинчен килсе туса паман вĕт çак илеме. Шкулсенче турникетсем, санитайзерсем ĕçлеççĕ. Инкек-синкекрен асăрхаттаракан сигнализацийĕсем юсавлă. Дезинфекци хатĕрĕсем пур. Ĕçлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухса пыраççĕ. Кашни специалист (методистсем, полици, пушар хуралĕн ĕçченĕсем, вĕрентỹ управленийĕн ытти яваплă çыннисем) хăйсене интереслентерекен ыйту çине тулли хурав илчĕ, çитменлĕхсене асăрхаттарса хăварчĕ.
- Ĕç условийĕсене çуллен лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Тỹлев пирки те ỹпкелешмелĕх çук. Класс ертỹçисене хавхалантарни мĕне тăрать. Ача шучĕ палăрмаллах ỹсмест пулин те пĕчĕк комплектлă шкулсемпе ача сачĕсем те халичченхиллех ĕçлесе пырĕç. Столовăйсене сахал мар çĕнĕ сĕтел-пуканпа, чашăк-тирĕкпе тивĕçтернĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшмалла та тăрăшмаллах,- терĕ ĕç кунне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И.Рубцова.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
