Чăваш халăхĕ юмана яланах хисепленĕ. Вăл юмахсенче те, юрăсенче те час-часах тĕл пулать. Ывăл çуралсан паттăр та тĕреклĕ çитĕнтĕр тесе Юман ят панă. Çавăн пекех паян та эпир пĕр-пĕрне çуралнă кунпа саламланă чухне юман пек çирĕп сывлăх сунатпăр. Çакă ахальтен мар. Вăл - тĕреклĕ, нумай çул ỹсекен йывăç. Вăтамран 300-500 çултан кая мар çитĕнет. Экологи лайăх, çитĕнме услови çителĕклĕ çĕрте пин çултан та иртнĕ тĕслĕхсем пур. Акă, Палестина автономийĕнчи Хевроне хулари Маврийски юман 5 пин çула çитнĕ тесе çирĕплетеççĕ.
Пĕлтĕр "Раççейĕн 2020 çулхи йывăçĕ" онлайн-конкурс иртнĕччĕ. Унта пирĕн республикăри Муркаш районĕнчи Ильинкăри юман та хутшăннăччĕ. Вăл иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сăмах май, унти патвар йывăçа Чăваш Енри чи аслă юман теççĕ. Унпа пĕр çуларахри пирĕн районта та пур иккен. Вăл миçерине, шел пулин те, специалистсемсĕр калама çук.
Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Ульяновка вăрман варринче вырнаçнă. Кунта пурăнакансем каланă тăрăх, 1930 çулсенче тĕрлĕ ялтан килнисем çакăнти йывăçсене касса, тымарĕсене кăкласа хăйсене валли пурăнма тата тыр-пул çитĕнтерме çĕр хатĕрлесе ял йĕркелесе янă.
- Манăн атте Ульяновкăна пурăнма килнĕ пĕрремĕш çынсенчен пĕри. Вăл каласа панă тăрăх, малалла лайăх çул пулманнипе шăпах çак юман патĕнче лашисене тăварса йывăçсене кăклама кайнă мĕн. Ун чухнех вăл пысăк та тĕреклĕ пулнă. Ăна темиçе хутчен те касма шут тытнă, çакна çирĕплетекен ятарлă тăмха пĕрре кăна та мар çапнă. Вĕсем паян та паллă. Темшĕн никамăн та алли çĕкленмен: патвар ларакан юмана йăвантарма çăмăл марри те шиклентернĕ пуль. Унччен çумĕнче тепĕр юман та пурччĕ, вăл пĕчĕкрехчĕ. Ăна каснă. Çывăхрах чăрăш та ỹсетчĕ, унăн вуллин диаметрĕ пĕр метр та 5 сантиметрччĕ. Паяна палли те тăрса юлман. Вăрманçăра вăй хунă май манăн обход çакăнтаччĕ, çавăнпа кунти йывăçсене питĕ лайăх пĕлетĕп, - тесе каласа пачĕ 20 çул вăрманçăра тăрăшнă Валерий Васильев.
1976 çулта ватă юман тавра карта тытма та шут тытнă, тĕрлĕ сăлтава пула май килмен. Каярах вара манăçа та тухнă
. Мăнаçлă йывăç Ульяновкăна пырса кĕрекен çулăн сулахай енче ỹсет. Ялтан инçе те мар çитĕнекен юман патне эпир те кайса курас терĕмĕр. Пире унта шăпах Валерий Александрович ертсе кайрĕ. Хутăш вăрманта ăна тỹрех асăрхатăн. Тем çỹллĕш пулнăран пуçа çĕклесе пăхсан хĕллехи вăхăтра çĕлĕк те хывăнса ỹкет. В. Васильев юман 24 метртан пĕчĕк маррине пĕлтерчĕ. Маларах виçнĕ пулнă иккен. Унччен тата та çỹллĕрех пулнă, вĕçĕ хуçăлнă. Алă айĕнче рулетка пулнăран сарлакăшне хамăр тепĕр хут виçсе пăхас терĕмĕр. Çĕр çумĕнчен 1,2-1,3 метр çỹллĕшĕнче 4,95 метр пулчĕ. Аяларах вăл тата сарлакарах, апла пулсан 5 метртан та иртет. Муркаш районĕнчи 490 çулти юманăн сарлакăшĕ 5 метр та 70 сантиметр, апла пулсан Юхмапа Пăла тăрăхĕнчин те çулĕ тăватă ĕмĕртен кая мар. Тен, ытларах та.
Те çамрăксем, те аслăраххисемех, йывăççа пăшалтан та персе пăхнă. Хуппи питĕ хулăм пулнăран шалаллах кĕрейменнипе йĕтрисем курăнсах тăраççĕ.
Юман çывăхне ялти яш-кĕрĕм те кăмăлланă. Уçланкăра кану вырăнне туса хунă. Çуралнă кунсем е пĕр-пĕр уява ирттерме çулла шăпах çакăнта пухăнаççĕ. Кунти илем кăна мар, юманăн вăрăм ĕмĕрĕ те илĕртет вĕсене.
Валерий Александрович Васильевпа районти чи ватă юман патĕнче тăнă чухне вăл йывăç çинче кăмпа ỹснине асăрхарĕ. Вĕсене татса пăрахнă май: "Кăмпа ỹсме пуçласан йывăç çĕрет. Юман та хавшама пуçланă иккен. Паян-ыранах мар та, каярах хăрать", - терĕ. Унччен вара вăл миçерине тĕпчесе пĕлсен питĕ аван пулмаллаччĕ.
О. ПАВЛОВА
Август 2026 |
