Патăрьел пасарĕ юлашки вăхăтра шавласа та кĕрлесе çеç тăрать. Ытларикун сутаканнисем те, туянаканнисем те кăшт сахалтарах пулсан эрнекун халăх çителĕклех. Çакă сентябрĕн пĕрремĕшĕ çитнĕ май ачасене шкула кайма хатĕрленипе те çыхăннă. Çавăн пекех хĕл хырăмĕ аслине шута илсе чылайăшĕ варени, салат тума помидор, пылак пăрăç, персик, абрикос тата ыттине туянать.
Чи малтанах килте туса илнĕ çимĕçе сутакансен речĕпе утса тухнă май хаксемпе паллашрăм. Пĕр витре (10 литр) сутакан пан улмие - 70, сливăна 400-500 тенкĕпе туянма пулать. Пĕр килограмм сухан - 25, ыхра 200 тенкĕ тăраççĕ. Виçĕ литрлă пыла 1500 тенкĕпе сутаççĕ. Крыжовник, чие, хура çырла (черника) тата сиплĕ тĕрлĕ курăк сĕнекенсем те çителĕклех.
Пасарта апат-çимĕç сутакан ятарлă лаптăкра çын туллиех. Кунти сентресенче аш-какайран хатĕрленĕ продукцисенчен пуçласа типĕтнĕ çырла таранах пур. Шăнтнă скумбри (пуçĕпе пĕрле) - 170 тенкĕ, тĕтĕмлени (пуçсăрри) - 370, тăварланă селедка 150 тенкĕ иккенне пĕлтерсе çырсах хунă. Услам çу 380 тенкĕ тăрать.
Пĕр килограмм пылак пăрăçа - 70, помидора - 35-45, купăстана - 15, винограда - 90-120, ачасемпе аслисем кăмăлласах çиекен арпуса - 25, дыньăна 50 тенкĕпе сутаççĕ.
Кил-хуçалăхра куллен кирлĕ таварсен хакĕсемпе те хаçат вулакансене паллаштарас килет: пысăк сортлă шур çăнăхăн пĕр миххи (50 килограмли) - 1100 тенкĕ, сахăр песукĕ (50кг) - 1600, комбикорм (25 кг)- 500, макарон (5 кг) - 230, рис тата хура тул (5 кг) 400шер тенкĕ.
Шкула каймалли кунччен шутлă вăхăт çеç юлнине аса илсе тумтир хакĕпе те кăсăклантăм. Хĕр ачасен шкула çỹремелли кĕпине 1500-2000 тенкĕпе, хура тата шурă саппунĕсене 550-900 тенкĕпе илме пулать. Арçын ачасен шăлаварĕсем 1000 тенкĕрен, кĕписем 500 тенкĕрен йỹнĕ мар. Пахалăхне кура хакĕ ỹссе пырать.
Урамрах ручка-тетрадь, дидактика материалĕсем те сутаççĕ.
Кĕсьере укçа çеç пултăр, пасарта тăхăнмали, çимелли, кил-хуçалăхра кирлĕ таварсем çителĕклех.
О. ПАВЛОВА.
Август 2026 |
