Юлашкинчен Чăваш Енĕн пилĕк çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствинче сỹтсе яврĕç. Çакна ăнланмалла та. Мĕншĕн тесен халĕ ĕнтĕ çирĕплетнĕ программăпа ытти сферăсенче: экономикăра, промышленноçра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренỹре, культурăра паян мĕн тăваççĕ тата çитес çулсенче мĕн тăвĕç - вăл пĕтĕмпех республикăра çынсен пурнăç пахалăхне ỹстерессипе çыхăннă. Çак енĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшне палăртса, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев августăн 7-мĕшĕнче республика Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствин коллегийĕн ларăвне хутшăнчĕ. Унта Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программинчен тухса тăракан задачăсене кăна сỹтсе явмарĕç, çавăн пекех кăçалхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕле те пĕтĕмлетрĕç.
«Министерство умĕнче тăракан мисси вăл- харпăр хăйĕн ĕç-хĕлне суйласа илме пулăшасси, - палăртрĕ Олег Николаев, - çавăн пекех ĕçе пĕлсе йĕркелесси. Ведомствăна пăхăнса тăракан организацисен, общество пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе ертсе пыни кирлĕ, пулăшу уйрăмах кирлĕ вăхăтра вĕсем конкретлă çынна тивĕçлĕ пулăшу пама пултарччăр». Палăртмалла, Олег Алексеевич министерство ячĕ çине урăх енчен пăхрĕ, унăн тивĕçĕ çынсене ĕçпе тивĕçтересси тата социаллă хỹтлĕх парасси кăна мар, çавăн пекех пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшасси пулнине те каларĕ. Тĕрĕссипе вара çĕнĕ вырăнта ĕçлеме тытăнсанах Олег Николаев патшалăх пулăшăвне тивĕçлĕ çынсен интересĕсене хỹтĕлессине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Правительствăн малтанхи ларăвĕсенчен пĕринче хаксем пĕтĕмĕшле чакнине пула пурăнма кирлĕ минимума чакарасси пирки калакан йышăну проектне пăрахăçларĕ. Ку акă мĕнпе çыхăннă. Пурăнма кирлĕ минимума пĕчĕклетнĕ пулсан, автоматла майпа социаллă тỹлевсем те чакĕччĕç. Патшалăх статистикин органĕсен кăтартăвĕсемпе хаксен шайĕ пĕчĕкленнĕ пулин те, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн сессине февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче тăратнă саккун проекчĕ пурăнма кирлĕ минимум виçине унчченхи шайрах хăварма май пачĕ. Олег Николаевăн пурнăçа кĕртнĕ çак пуçарăвне пула пĕчĕк тупăшлă 107 пин ытла çынна социаллă пулăшупа тивĕçтересси çав шайрах сыхланса юлчĕ.
Кайрантарах ытти пулăшу мелĕсем те пулчĕç. Вĕсем пирки Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова, коллеги членĕсем, çавăн пекех чĕннисем те тĕплĕн каласа пачĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе, Алена Елизарова, Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программине сỹтсе явнă май, хăйĕн сăмахне республикăри демографи лару-тăрăвне тишкернинчен пуçларĕ. «Çемьесене активлă пулăшни, вăл шутра «Демографи» наци проекчĕ шайĕнче пулăшупа тивĕçтерни, нумай ачаллă çемьесен шутне ỹстерме май пачĕ, _ терĕ вăл. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне кун пеккисем 14 пин ытла, ку питĕ аван вĕт-ха! Малтанласа палăртнă тăрăх, 6 çул хушшинче (2019 - 2024 çулсем) финанслассин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 30 млрд ытла тенкĕ пулмалла».
Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программин проектне сỹтсе явнă чухнехи Аслă экономика канашĕн унчченхи ларăвĕсемпе тата канашлăвĕсемпе танлаштарсан, республика Ĕç министерствин хальхи анлă коллегийĕ çынсен эмоцийĕсемпе пуян пулчĕ. Çакă вăл Олег Николаева тав тунинче палăрчĕ. Кун пек «феномен» вăрттăнлăхне çак йĕркесен авторне ларăва хутшăннисенчен пĕри уçса пачĕ:
- Эпир, социаллă хỹтлĕх ĕçченĕсем, вырăнсенче çынсемпе куллен тĕл пулатпăр, вĕсем мĕнле пурăннине лайăх пĕлетпĕр. Тỹрех калатăп: тĕрлĕрен пурăнаççĕ. Шел пулин те, аран-аран тытăнса пурăнакан çемьесем те çук мар. Кăçалах вара Чăваш Енĕн çĕнĕ ертỹлĕхĕ йышăннă çĕнĕ мерăсене пула вĕсен шучĕ чакма тытăнни палăрчĕ. Коронавирус эпидемине пăхмасăрах çакă лайăх палăрать. Чи пĕлтерĕшли вара _ çынсен малашлăха ĕненме шанăç çуралчĕ. Эпĕ социаллă хỹтлĕх пайĕнче 20 çул ытла ĕçлетĕп.
Социаллă пулăшупа хальхи чухлĕ тивĕçтерме май пуласси пирки унччен шутлама та пултарайман. Социаллă хỹтлĕх сферин асăннă ĕçченне ăнланма пулать. Правительство иртнĕ 6 уйăхра йышăннă мерăсен переченĕ кăна докладра пĕр страницăна яхăн йышăнчĕ вĕт-ха.
Çапла вара мĕн тунă-ха?
Граждансене тивĕçтерекен социаллă тỹлевсене 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 9,38 процент индексациленĕ; виçĕ çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасене тỹлевпе тивĕçтерме тытăннă; республика ача амăш капиталĕн калăпăшне ỹстернĕ тата капитал шутĕнчен пĕр хут илме май пур укçа суммине 20 пин тенкĕне çитернĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă йышши социаллă тỹлевсене 260 пин ытла çемье илсе тăрать. Çавна валли хушма укçа 2 млрд тенкĕне яхăн уйăрнă.
Чăннипех те, сахал мар тунă. Анчах та планкăна татах çỹлерех хăпартнă. Акă, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çывхарнă май, пĕтĕм республикипех августăн 10-мĕшĕнчен тытăнса нумай ачаллă пĕчĕк тупăшлă çемьесене шкул ỹсĕмĕнчи ачасемшĕн 5 пин тенкĕ уйăрма заявленисем йышăнма тытăннă. Çакă вăл çемьесене пулăшмалли пачах çĕнĕ ен, Чăваш Енре кун пекки унччен нихăçан та пулман.
Кун йышши пулăшу мелĕсене татах асăнма пулать. Сăмахран, çĕнĕ çултан тытăнса 5 тата ытларах ачаллă çемьесем валли транспорт налукĕ тỹлессипе çăмăллăхсем пăхса хунă. Кунсăр пуçне кун пек çемьесенчи ачасемшĕн уйăхсерен паракан пособи виçи ỹсет.
Вăрттăнлăх мар, Чăваш Енри социаллă хỹтлĕхе тивĕçлисенчен чылайăшĕ ку е вăл документа илме кабинетсем тăрăх нумай çỹреме тивнине асăнать. Малашне кун пек «бюрократи» пулмасть. Алена Елизарова каласа панă тăрăх, граждансене меллĕ пултăр тесе пĕр документа тĕпе хурса тивĕçтерекен пулăшусен шутне малашне ỹстерсе пыма палăртаççĕ. Çавна валли патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине цифра мелĕпе йĕркелеме, граждансене консультаци пама колл-центр ĕçне йĕркелеме планланă.
Патшалăх пулăшăвĕн татах тепĕр форми - соцконтракт. Ăна социаллă хỹтлĕх органĕсемпе пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем хушшинче тăваççĕ. Ку механизм Чăваш Енре анлă сарăлчĕ, республика асăннă енпе Раççейре пилот регионĕ пулса тăчĕ. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен çуллен 372 млн тенкĕ уйăрĕç. Социаллă контракт пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшма, вăл шутран ĕçе вырнаçтарнипе е харпăр хăйĕн ĕçне йĕркеленипе çемьесен тупăшне ỹстерме май парать. Илнĕ укçа-тенкĕне çавăн пекех хаклă сиплев валли е шкулта вĕренекен ачаллă çемьесене хушса тỹлесси шучĕпе уйăрма та май пур.
Кунпа пĕрлех укçа-тенкĕ тĕлĕшпе кăна мар, ватă çынсене те кăмăл-туйăм, психологи пулăшăвĕ кирлĕ. Программăра амбициллĕ задача лартнă - çитес вунă çул хушшинче çынсен вăтам пурнăç тăршшĕне хальхи 72,7 çултан 78 çула çитермелле. Çак тĕллеве пурнăçлама республикăра активлă вăрăм ĕмĕр системине аталантармалли мероприятисене пурнăçа кĕртме пăхса хунă. Вĕсен шайĕнче кăнтăрлахи уйрăм мелĕпе 6 модель центрĕ йĕркелеме палăртнă. Вĕсене пĕрлехи «Мой социальный центр» брендпа пĕрлештерĕç. Çакă 3 пине яхăн ватă çынна тата инвалида пулăшма, вĕсене физкультура занятийĕсене хутшăнтарма, пултарулăха аталантарма, юрлама тата ташлама явăçтарма, компьютер тата финанс ăсталăхне алла илме май туса парĕ.
...Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕ пулать. Суйлав умĕнхи агитаци шайĕнче хăш-пĕр кандидатсем «Вăрçă ачисен» темипе активлă усă кураççĕ. Нимĕн именмесĕрех хăйсене вĕсен хỹтĕлевçисен вырăнне хураççĕ. Анчах та чăнлăхĕ акă мĕнре. Олег Николаева Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетнĕ хыççăн кăна кун пирки калакан тивĕçлĕ саккуна йышăнчĕç. Вăл вăйра ĕнтĕ. Акă, август пуçламăшĕ тĕлне 9643 удостоверени панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 500-е яхăн ветеранĕ вара Аслă Çĕнтерỹ ячĕпе пĕр хут паракан 25 пин тенкĕ тỹлеве тивĕçрĕ.
Ларăва хутшăнакансен пĕрлехи шухăшне республика Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви çумĕнчи общество канашĕн членĕ, паллă общество ĕçченĕ Леонид Шимин уççăн палăртрĕ:«Эпир ĕненетпĕр, программăна пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн пурнăç лайăхланатех. Анчах та çавна валли республика ертỹлĕхне те пирĕн пурин те пулăшса пырас пулать, кашнин хăйĕн вырăнĕнче йĕркеллĕ тăрăшмалла».
Алексей КРЯЖИНОВ
Август 2026 |
