Валя аппа

Категория: Публикации Опубликовано: 10.04.2020, 11:10 Просмотров: 311

Çапла чĕнеççĕ ăна ялта, хăшĕсемшĕн инке те пулнă вăл. Вăтаел ялĕнче çуралса ỹснĕ, качча кайнă. Ун хыççăн та яла килкелесе çỹретчĕ. Ашшĕ-амăшĕ вилсен çуралса ỹснĕ çуртне сутрĕç те сайра курăнкалатчĕ. Тĕл пулсан ялан шỹтлесе, савăнăçлăн калаçатчĕ. Шỹтлеме юратнăран ун пурнăçне ăмсанаттăм. Ытла та телейлĕ пурăнать, теттĕм. Тăван пулсан та пĕр ялта пулманран ун çинчен нимĕн те пĕлмен ĕнтĕ. Чылайранпа курман ăна. 80 çула çывхарса пыраканскер, çуралнă кĕтесе час-часах килсе çỹрейми пулчĕ. Ăнсăртран больницăра тĕл пултăм. Ватлăх енне кайсан мĕн те пулин ыратать вĕт. Иксĕмĕр те пĕр нушаллăскерсем. Калаçса кайрăмăр.

- Эх, Валя,- тет. - Ăçтан ыратмасăр пурăнан. Ватлăхра никамсăр тăрса юлтăм вĕт. Мăшăрăм вилчĕ. Пĕртен-пĕр ывăлăм та сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Сĕм пĕччен çак çут тĕнчере тăрса юлтăм. Пĕр тăвансем те пурте вилнĕ, вĕсен ачисем те ытла ир çĕре кĕчĕç. Пурнăçăм нушаллă иртрĕ çав. 80 çула çитрĕм пулин те вуннăшне ыр-тĕкеллĕн пурăнса ирттертĕм-ши?

- Валя аппа,-тетĕп. - Чирлекеленипе çапла калатăн пулĕ. Пурнăçра ырри те, усалли те пулнă пулĕ те-ха. Яла пырсан эсĕ ялан савăнăçлăччĕ, шỹтлеме юрататтăн, эпĕ сан çине пăхса ăмсанаттăм.

- Çук çав. Ăшра вут çунатчĕ. Куççуле çăтса ярса çын çинче лайăх курăнма тăрăшаттăм. Çынсем ман нушана пĕлсен мĕнех тăвайĕччĕç-ши? Аннерен ытла ир тăлăха тăрса юлтăмăр. Атте вăрçă инваличĕччĕ, уринчи пĕр пỹрни те çукчĕ. Эпĕ кĕçĕнниччĕ. Аппасем тухса кайса ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Атте тепре авланчĕ. Тăван мар аннепе ỹсме çăмăл мар. Çăкăрне те сăмахсăр çиейместĕн. Ĕçлени те курăнмасть. Колхоза çỹреттĕмĕр. Нимĕнле ĕçрен те ютшăнман.

1961 çул. Çулла. Пăрçа çулатпăр. Йỹле пилĕк, çара уран. Колхоз председателĕ М. Долгов пăрçа çулакансем патне хăпарчĕ. Хуçалăх валли халех мăк кăларма вăрмана каймалла-мĕн. Овечкина Ульхана, Машина Çинккана, Нягина Аляна, Виноградов Микуле тата мана суйласа илчĕ. Çара уранах машина кузовĕ çине хăпарса лартăмăр та вăрмана çул тытрăмăр. Патăрьелне çитрĕмĕр. Хамăр кăнтарлахи апат та çисе тухман. Кузов çинчех кăшт-кашт çырткалас тесе апатланма тытăнтăмăр. Именкассипе Каншел хушшинчи çырма патне çитсе пыраттăмăр... урăх нимĕн те астумастăп. Пирĕн машина çырма урлă кĕпер карлăкĕ çине пырса тăрăннă. Эпир сирпĕнсе кайса çырма тĕпне чăмнă.

Нягина Аля машина кузовĕпе кĕпер хушшине хĕсĕннĕ пулнă. Кабинăра шоферпа юнашар ларса пыракан Виноградов Миккуль пире çырмаран сĕтĕрсе кăларнă хушăра машина çунма тытăннă. Водителĕ, Анат Туçа арçынни, ирхине çеç рейсран килнĕ пулнă, канса та ĕлкĕреймен. Руль умĕнчех çывăрса кайнă. Нягина Аля çунса вилнĕ... Хăтарайман... Пире... Пире больницăна илсе çитернĕ. Хамăр çара уранах. Хуп-хура. Тăр пылчăк. Епле çуса тасатнă-ши пире? Алян икĕ çулхи ывăлĕ тăлăха юлчĕ. Эпир йывăр аманнăччĕ. Районти тĕп больницăра чылай выртрăмăр. Тухсан та час ураланаймарăм. Юрать, ман аслă аппа Мускавра çемйипе пурăнатчĕ. Йысна килсе илсе кайрĕ вара мана унта. Хулара хĕл каçрăм. Мана лайăх пăхрĕç. Аванах çỹрекен пултăм. Çуркунне киле таврăнтăм. Килсенех ĕçе кайманнипе тăван мар анне ỹпкелесе калаçма пуçларĕ. Ялти сысна фермине ĕçе вырнаçрăм. Ку вăхăт тĕлне хĕр шутне кĕнĕччĕ ĕнтĕ.

Ялти çамрăксем Елчĕкри кирпĕч заводĕнче ĕçлетчĕç. Мана та унта чĕнчĕç. Тен, каймастăм та пулĕ. Килте пит ăшшăнах йышăнмастчĕ тăван мар анне. Ирĕксĕр тухса кайма тиврĕ. Мана, хам пĕчĕккĕ пулсан та, нимĕнле ĕç те хăратман. Икĕ алла пĕрре тенĕ те кирек хăшне те пикенсе пуçăннă. Кунта аванах ĕçлесе кайрăм. Елчĕк каччипе паллашрăм, пĕрлешрĕмĕр. Малтан Елчĕкрех пурăнтăмăр-ха. Упăшкан юрăхĕ питех çукчĕ. Мĕн кăна курман эпĕ унран, мĕн кăна тỹсмен.

Чăтайманнипе, вăрттăн Патăрьелне 8 çулхи ывăлăмпа тарса килтĕмĕр. Ферма пăру пăхма вырнаçрăм. Ача шкула кайма хатĕрленетчĕ. Шыраса тупрĕ. Каллех пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Çук, каласа пĕтерме те çук эпĕ курнă нушана. Каярах фермăран лавккана та куçса пăхрăм. Унтан сельхозтехникăн культура керменĕнче ĕçлесе пенсие тухрăм.

Мăшăрпа 30 çул ытла пĕрле пурăнтăмăр. Çỹренĕ çĕртех ỹксе вилчĕ. Вăл вилнĕ хыççăнах ывăл та пурнăçран уйрăлчĕ. Иккĕшне те чĕрепе вилнĕ терĕç. Çамрăк чухне аманнă вырăнсем çĕнĕрен хускалчĕç. Аптăратăп çав. Юрать больници пур. Тухтăрĕсем аван. Сиплесе кăларса яраççĕ. Пурăнатăп кăштах. Унтан каллех. Вăт çапла, йăмăкăм. Пурнăçра пурăнма кăна ỹркенмелле мар, тем те куратăн.

Çапла вĕçлерĕ Валя аппа хăйĕн калаçăвне. Ăна часах сывалма ырă сунса сыв пуллашрăм. Турри пулăштăрах.

В. ЯКОВЛЕВА. Вăтаел ялĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика