Рис та, хура тул та çителĕклех

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020, 12:50 Просмотров: 314

 Коронавирус пирĕн пурнăçа хăйне майлă улшăнусем кĕртрĕ. Аслă çултисем ытларах килте лараççĕ, студентсем дистанци мелĕпе вĕренеççĕ, нумайăшĕ ятарлă маскăпа çỹреççĕ тата ытти те. Районта усал амакпа чирлĕ çынна тупса палăртман пулсан та асăрханулăха чакармалла мар. Чир шỹте юратмасть. Акă, иртнĕ эрнере çеç халăх лавккасенче кăткă пекех хĕвĕшрĕ. Тĕрлĕ кĕрпе, сахăр песукĕ, тăвар, çăнăх тата куллен кирлĕ таварсем туянчĕ. Предпринимательсем çав тапхăрта тупăш аванах кĕнине те палăртнă, теççĕ. Паян ку енчен лару-тăру лăпкă, анчах хура тул тата рис кĕрписем çукки пирки халăхра калаçнине илтнĕ май Патăрьелĕнчи лавккасене çитсе куртăмăр.

«Юхма» пасар территоринче вырнаçнă суту-илỹ точкисенче сĕлĕ, пăрçа, тулă кĕрписем туллиех, риспа хура тул вара чăнах та çук. Сутуçăсем вĕсене паян- ыран илсе килмеллине, анчах хакĕ маларахринчен кăшт хаклăрах пулассине каларĕç. Макарон тем тĕрли те пур, кăмăла каяканнине туянма пулать. Тип çу, тăвар, сахăр песукĕ, çăнăх та çителĕклех.

- Иртнĕ эрнере чей ĕçме те пушă вăхăт пулмарĕ. Çынсем пĕрин хыççăн тепри мĕн те пулин туянма килчĕç,- терĕ пĕр сутуçă.

«Магнит» тата «Пятерочка» лавккасене те кĕрсе мĕн пуррипе çуккине пăхрăмăр. 900 грамлă хутаçра рис та, хура тул та пур. Рис 80 тенкĕрен пуçласа 100 тенкĕрен те иртет. Ытти таварсем те - аш-какай, сĕт-турăх, чей... - сентресенче чылай.

Кассăсем патĕнче çынпа çын лекме юраманнине шута илсе ятарлă йĕрсем туса хунă. Сутуçăсем маскăсемпе тата перчеткесемпе ĕçлеççĕ.

Ял çынни сахăр песукне, çăнăха - михĕпе, кĕрпесене пысăкрах виçепе туянма кăмăллать. Пĕри пĕтнĕ çĕре тепре тулли тăмасан пăшăрханма пуçлать. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, халăх запаспа пурăнма вĕреннĕ. Райпо лавккисенче шăпах 3-5 килограмлă рис, хура тул, пăрçа тата ытти кĕрпесем те çаплипех тăраççĕ. Сутуçă вĕсене нумаях пулмасть çеç илсе килнине, хакĕ маларахринчен 4-6 тенкĕрен ытла ỹсменнине каларĕ.

Патăрьелĕнчи лавккасенче пулнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетỹ тума май пур: куллен кирлĕ таварсем, апат-çимĕç пĕтесрен хăрамалли çук. Çынран юлас мар тесе ытлашши туянса хуни çемье бюджетне çеç тăкак кỹрет, мĕншĕн тесен вĕсем срокран тухаççĕ. ГОСТпа палăртнă тăрăх, пĕр тĕрлĕ кĕрпене- виçĕ уйăх, теприсене çулталăк усрама юрать. Якатнă рис, тивĕçлĕ условисенче тытсан, çулталăк çурă иртсессĕн те пăсăлмасть. Пăрçа йышшисене икĕ çула яхăн, хытă йышши, шывпа çăнăхран кăна тунă макарон изделийĕсем виçĕ çула яхăнах упранаççĕ. Çав вăхăтрах манна кĕрпи çур çултан юрăхсăра тухать.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика