Семинар усăллă иртрĕ

Категория: В районе Опубликовано: 28.11.2019, 14:38 Просмотров: 286

    

Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен  методика пĕрлешĕвĕн семинарĕ «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май  ачасен пултарулăхне аталантарасси» темăпа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче иртрĕ.

 Семинар ĕçне педагогсем йышлăн хутшăнчĕç. Ăна районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи ертсе пычĕ. Ку шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен тата  пуян та кăсăклă, усăллă программа хатĕрленĕ.

Вĕрентекенсен ушкăнне Нумпĕлпе Нимпĕл шухăшласа кăларнă сăнарсем кĕтсе илчĕç.  Пирĕштин аслашшĕ шкулпа паллаштарчĕ. Ун хыççăн «Кунсем, çулсем йĕр хăварса чăмаççĕ пурнăç авăрне...» литературăпа юрă-ташă сехечĕ иртрĕ. Çеçпĕл Мишши, Геннадий Айхи, Çемен Элкер, Александр Артемьев паллă çыравçăсен, А.Николаев космонавтăн тата ытти нумай паллă çынсен юбилейĕсене халалланă ăна. Шкул ачисем те çак кун тĕлĕнмелле хитре чăваш тумĕсемпе çÿрерĕç, хăйсен çипуçĕпе те, сăвви-юррипе те, илемлĕ ташшисемпе те, инсценировкăсенче те артистсем пекех выляса  уява илем кÿчĕç. Мĕн тери пултаруллă ачасем вĕренеççĕ иккен ку шкулта! 5-7-мĕш класра вĕренекенсем  «Кашкăр каçман çырминчен», «Ят пĕлмелле», «Суя телефонла» ача-пăча вăййисемпе савăнтарчĕç. «Хавхалану-2019» республика конкурсĕн призерĕ Анастасия Бахитова хăй хайланă «Шурă Шупашкар» сăввине вуларĕ, «Тăван ен» юрăпа куракансене тыткăнларĕ. 6-мĕш тата 9-10 -мĕш классенче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем ташланă чăваш ташшисем чуна хĕлхем сапрĕç.

Çеçпĕл Мишшипе Анастасия Червякова  ролĕсене 9-мĕш класри Максим Чебоксаровпа София Матюшкина ăста калăпларĕç.

10 класри Анастасия Соколова вара «Çеçпĕл Мишшин амăшĕн Агафия Николаевнăн  аса илĕвĕ» монолога вуласа пурин куççульне те кăларчĕ.

  9-мĕш класри Гордей Гордеев «Шупашкара тарни» инсценировкăра (ăна Ева Лисинăн «Çĕньял  ачисем» повеçĕ тăрăх йĕркеленĕ) çамрăк чухнехи  Геннадий Айхине выляса савăнтарчĕ, 10-мĕш класри Степан Степанов Айхин Улатимĕр юлташĕ пулчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Наталия Сакмарова Еля ролĕпе асра юлчĕ, массăллă сценăсенче «Хурăн çулçи» юрă янăрарĕ.

Юлашкинчен Светлана Никитина вĕрентекен Çеçпĕл Мишшине халалланă «Канаш тăрăхне шухăшпа эп çитетĕп…» хăй çырнă сăввине вуласа пачĕ.

Литература сехечĕ хыççăн пурте пĕрле юрăсем юрларĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Унтан  «Авллăх çÿпçи» музей кĕтесĕпе паллашрĕç.

Семинарăн тепĕр пайĕ чăваш чĕлхипе литератури кабинетĕнче иртрĕ. Ку кабинет кăçал районта чи лайăххисен шутĕнче пулчĕ (заведующийĕ - Светлана Никитина). Чи малтанах «Пĕртен-пĕр ыйту…» интервью саманчĕ иртрĕ. Шкул ачисем Чăваш Енре тухса тăракан тĕрлĕ хаçат-журнал корреспонденчĕсем вырăнĕнче пулса районти тĕрлĕ шкулти вĕрентекенсене ыйтусем пачĕç.  Тарăн шухăшлă тата кăсăклă ыйтусем çине Мария Мадюкова, Наталия Путякова, Нина Павлова, Валентина Самарина, Валентина Яковлева, Елена Сорокина, Ольга Каллина, Марина Иванова, Ирина Пестрова тата ытти педагогсем хуравларĕç, вĕсене итлеме кăмăллă пулчĕ.  Ун хыççăн Пăлапуç Пашьел вăтам  шкул директорĕ Сергей Матюшкин, унăн çумĕ Роза Мазякова шкулпа, вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Светлана Никитина, Ирина Матюшкина вĕрентекенсем семинар темипе тухса калаçрĕç.

Вĕрентекенсем çавăн пекех чаваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕç. Ырă сĕнÿсемпе канашсем пачĕç, администрацине  хăйсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тата усăллă семинар йĕркелеме майсем туса панăшăн тав турĕç.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика