Округ та, спорт шкулĕ те малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2024, 18:25 Просмотров: 158

Шупашкарти "Олимпийский" стадионăн конференц-залĕнче республикăри спорт министрĕ Василий Петров иртнĕ çулхи смотр-конкурссен пĕтĕмлетĕвĕпе мала тухнисене чысларĕ. Çак чыса спортсменсем, тренерсем, спорт шкулĕсен представителĕсем, муниципалитет администрацийĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те кĕчĕç. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе 2023 çулхи смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕнче Патăрьел муниципалитет округĕ пĕрремĕш вырăна тухнă.

 Муниципалитет округĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕ (директорĕ Анатолий Афанасьев) вара спорт шкулĕсене 500 ытла çын çỹрекенсем хушшинче çĕнтерỹçĕ пулнă. Тивĕç те. Иртнĕ çул муниципалитетра 160 ытла спорт мероприятийĕ иртнĕ. Вăл шутра Раççей, республика шайĕнчисем те. Вĕсене 11690 спортсмен хутшăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика