Сире эпир чунтанах халь саламлатпăр...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2024, 18:22 Просмотров: 163

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн ЗАГС пайĕ кашни уйăхрах чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене, туй юбилейĕ çитнисене саламлать. Май уйăхĕнче Çĕньялти Николайпа Дария Савиновсем, Турханти Василийпе Людмила Герасимовсем, Шăнкăртамри Ринатпа Гельзиря Абитовсем, Вăтаелĕнчи Николайпа Мария Качановсем, Патăрьелĕнчи Анатолийпе Елена Тарасовсем, Александрпа Мария Тяминсем, Упамсари Геннадийпе Галина Чемеровсем, Кзыл Чишмари Альфикпа Хадичя Сафинсем пĕрлешни шăп 50 çул çитет.

Первомайскинчи Александрпа Вера Новожиловсем 55 çул каялла майăн 9-мĕшĕнче пĕр çемье çулĕпе утма пуçланă. Мăшăр 2 ача çуратса ỹстернĕ.

Иван Львовичпа Вера Алексеевна Козловсем (Еншикрен) вара пуриншĕн те тĕслĕх. Вĕсем майăн 20-мĕшĕнче бриллиант туйне паллă тăваççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем çывăх çыннисене пĕр-пĕрне венчет çĕрри тăхăнтартнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа саламлĕç.

Мăшăрсен пурнăç йывăрлăхĕсем витĕр тухма та, хурипе шуррине курма та тивнĕ, апла пулсан та пĕр-пĕрне ăнланса, каçарса пурăнаççĕ. Çамрăк çемьесен шăпах вĕсенчен тĕслĕх илмелле те.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика