Кĕрлесе те шавласа тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.05.2024, 18:24 Просмотров: 156

ВДНХа Апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 5-мĕшĕччен Мускаври ВДНХри "Раççей" курав-форумра Чăваш Республикин экспозицийĕнче Патăрьел муниципалитет кунĕсем иртнĕ. Курма килекенсем Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе туллин паллашма пултарнă. Малтанхи кун хастар каччăсем "Корэш" кĕрешỹ мелĕсене кăтартса панă. Фитнес-аэробикăна çỹрекен çамрăксем кĕвĕ çеммипе хускалнине пăхакансем те алă çупсах хавхалантарнă. Сăмах май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та Патăрьел яш-кĕрĕмĕн спортри пултарулăхĕпе кăмăлтан паллашнă.

Курава пынисем муниципалитетра пурăнакансем алă ĕç тума та пултарнине курса ĕненнĕ. Кунта вĕтĕ шăрçасенчен тĕрлĕ япала ăсталакансем, тĕрĕ тĕрлекенсем, хурăн хуппи çине ỹкерекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартнисĕр пуçне мастер-классем те ирттернĕ. Чăвашсен пуçа çыхмалли хатĕрне, масмака, туса пăхас шухăшлисем те пулнă.

Ачалăха таврăнма та май пулнă. Курава пынисем чăвашсен ĕлĕкхи "Сик-тух выляма" вăййине те хутшăннă.

Каншелĕнчи "Çăлкуç" халăх ансамблĕ хаваслă юрăсем янăратма тытăнсан вăтанчăккисем те пăхса çеç тăрайман, ташлама тухнă. "Катюша" юрра юрлама пуçласан пурте пĕр çын пек пулса шăрантарнă.

"Раççей" курав-форумра Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулпа Мускаври 1476-мĕш пĕлỹ çурчĕ пĕрле килĕштерсе ĕçлеме, пĕр-пĕрин опытне илме çырнă килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

Апрелĕн 30-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн кунĕсене курав-форумра официаллă уçнă, Юхмапа Пăла тăрăхне презентациленĕ.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен çĕре юратма, ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе республикăри ача сачĕсенче агролабораторисем, вăл шутра пирĕн муниципалитетра та, уçаççĕ. Курава шăпах унти хатĕрсене илсе килнĕ, ашшĕ-амăшĕпе Чăваш Республикин экспозицине курма пынă ачасем ял хуçалăх никĕсĕпе паллашма пултарнă. Çавăн пекех мини-мульстудинче арçын ачасемпе хĕр ачасем мультфильмсем ỹкерме, анимаци ỹнерне алла илме хăнăхнă.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Тамчы" вокалпа инструмент ансамблĕ, "Биляр" ташă ушкăнĕ тутар юрри-ташшипе савăнтарнă.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти агрокласра вĕренекенсем те куравра çĕрпе ĕçлеме çăмăл маррине, ăна юратмаллине, технологие пăхăнса вăй хумаллине кăтартса панă. Вĕсем хĕрлĕ, сарă, шурă севока пахаласа мастер-класс ирттернĕ.

Патăрьел муниципалитет кунĕнче Сăкăт халăх хорĕн, "Чемен" фольклор ансамблĕн, тутар ансамблĕсен пултарулăхĕсемпе те паллашма май пулнă. Курава çавăн пекех пирĕн ентеш, Чăваш Республикин халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Садальский те çитнĕ. Вăл актер маçтăрлăхĕпе мастер-класс йĕркеленĕ.

Вунă куна тăсăлнă курав-форум питĕ интереслĕ, асра юлмалла иртнĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика