Сочинени конкурсĕнче палăрчĕ

Категория: В районе Опубликовано: 14.10.2019, 08:57 Просмотров: 456

         Нумаях пулмасть Чăваш Республикин вěренÿ институтěнче Раççейри Театр çулталăкне халалласа «Театрăн асамлă тěнчи» ятпа сочинени конкурсě иртрě. Конкурса муниципалитет шайěнче çěнтернě 8–11 класс ачисем хутшăнчěç. Сочинени çырма тĕрлĕ районти 47 ача пуçтарăнчĕ. Вĕсен шутне вара  Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел вăтам  шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Екатерина Матвеева та (вĕрентекенĕ - С.П.Никитина) лекрĕ.

         Районта Катя малти вырăна тухма пултарчĕ. Сочинени йĕрки тăрăх ачасем 8 темăран пĕрне суйласа илчĕç. Кам ăна çыру евĕр йĕркеленĕ, репортаж та, интервью та,  калав та, эссе те хайланă. Катя вара «Театр...Маншăн мĕн вăл?» темăпа дневник çырчĕ. Районти ăмăртура Катьăпа пĕр класра вĕренекен София Матюшкина та призер пулчĕ. Вăл  «Манăн юратнă артист» темăпа интервью йĕркеленĕ, унта Вера Кузьмина артисткăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ сăнланнă.

           Республика шайĕнчи конкурсра вăйлисенчен вăйлисем ăмăртрĕç. Сочинени çырма       2 тема сěнчěç: «Мухтав сана, чăваш театрě» (8–9 классем), «Театр… Маншăн мěн вăл?»                 (10–11 классем). Экзаменти пекех парта хушшине пĕрерĕн вырнаçса кашни хăй шухăшне хут çине куçарчĕ...

       Катя кунта та хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ.  Панă тема тăрăх эссе шăрçаларĕ. Призерсен ушкăнне лекрĕ. Эпир ăна саламлатпăр, яланах хастар та мал ĕмĕтлĕ пулма сунатпăр!

-

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика