Хирĕç-тăрăва вăхăтра лăплантармалла

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2023, 14:09 Просмотров: 309

"Декабрĕн 2-мĕшĕнче çурçĕр çитеспе Раççей ШĔМĕн "Батыревский" муниципалитетсем хушшинчи уйрăмне Патăрьелĕнчи кафе умĕнче икĕ ушкăн çапăçни пирки шăнкăрав çитсен следствипе оперативлă ушкăн тата ДПС экипажĕ унта васканă. Пухăннисем лăпланма ыйтнине те итлемен. Вĕсенчен пĕри полицейскисене усал сăмахпа вăрçнă, тумтирĕнчен ярса илнĕ. Саккун хуралçисен 21 çулхи çамрăка тытса чарма вăйпа усă курма тивнĕ. Территори пайне илсе кайма тăнă чухне йĕркене пăсакан тарма хăтланнă. Пурĕ 11 çынна, вăл шутра конфликт пуçаруçине те ĕç-пуçа пайăрлатас тĕллевпе полици уйрăмне илсе çитернĕ.

Хальхи вăхăтра округ территорийĕнче Чăваш Республикинчи ШĔМ сотрудникĕсем профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ".

 Çакнашкал информаци декабрĕн 3-мĕшĕнче Интернет тетелĕнче питĕ хăвăрт сарăлчĕ. Усал хыпар утпа çỹрет тесе ахальтен каламан çав ватăсем. Килĕштерсе пĕр çемье пек пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхăшĕн ку кĕтменлĕх пулчĕ. Паллах, хирĕç-тăру никама та ыр тумасть.

Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе тата малашне ыттисем усал çул çине ан тăччăр тесе çак кунсенче право йĕркине пăсакансене асăрхаттарас тĕлĕшпе тимлекен округри комиссин черетсĕр ларăвне ирттерчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, асăннă комиссин председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă канашлăва ĕçлĕ ушкăн пайташĕсемсĕр пуçне Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, территори пайĕсен начальникĕсем те хутшăнчĕç.

Çак пулăма сỹтсе явнă çĕре Хирти Пикшикпе Шăнкăртам ялĕсенчи икĕ çамрăка та чĕннĕ. Шăпах çак ял каччисем кафе умĕнче тĕл пулнă. Вĕсем каланă тăрăх, ушкăнсем чышкăпа çапăçман, пĕрне пĕри сăмахпа кỹрентернĕ. Паллах, йĕрке хуралçисем тĕпчесе айăплисене палăртĕç, саккунпа килĕшỹллĕн вĕсен явап та тытма тивĕ. Территори пайĕсен предствителĕсем икĕ çамрăкĕ те йĕркеллĕ çемьесенче çитĕннине тĕслĕх- семпе çирĕплетрĕç, ку пулăм вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулнине пĕрре мар асăнчĕç. Чăнах та кирек хăш ашшĕ-амăшĕ те ачисемшĕн питне хĕретесшĕн мар, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланасшăн...

- Паян тĕрлĕ яваплă орган йĕркене пăсакансене асăрхаттарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланать. Çапах та йышăнмалла, хальлĕхе вĕсем пĕр тĕвĕре мар. Пĕр-пĕрне пĕлтерсе, çыхăнса тимлесен çакнашкал пăтăрмахсене çийĕнчех пĕтерме пулĕччĕ, - терĕ Рудольф Васильевич малашлăх тĕллевĕсене палăртса.

Çамрăксем - пирĕн пуласлăх. Анчах та вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупчăр тесен пирĕн, аслисен, айккинче пăхса тăни вырăнсăр. Пĕрлĕхре çеç çитĕнỹ пулĕ. Яваплă органсемпе юнашар территори пайĕсемпе депутатсем, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕпе культура учрежденийĕсем, тĕн представителĕсем, вырăнсенчи хастарсем ку енĕпе малашне пĕр çыхăнура çине тăрса тимлемелле текен шухăшпа вĕçлерĕç черетсĕр ларăва.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика