"Çĕнтерỹ кунĕ" тата "Катюша" юрăсем чăвашла та янăрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.12.2023, 13:52 Просмотров: 281

 ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул тултарнă çулхине майăн 9-мĕшĕнче мăнаçлăн юрлакан "День Победы" юрра тĕнчери тĕрлĕ халăх хăйсен чĕлхипе шăрантарчĕç. Ун чухне Юрий Сементер поэт куçарнă "Çĕнтерỹ кунĕ" юрă чăвашла та янăрарĕ, пуçласа чуна тыткăнларĕ.

2024 çулхи майăн 9-мĕшĕнче паллă "Катюша" юрра та чăваш артисчĕсем, ыттисем те чăвашлах юрлама пултарĕç. Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе ăна та тăван чĕлхемĕре куçарнă. Çак юрра ахальтенех суйласа илмен. Кăçал вăл пĕрремĕш хут янăрама пикенни 85 çул çитнĕ! Михаил Исаковский çырнă сăвва чăвашла пирĕн ентешĕмĕр, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи куçарнă. "Катюшăна" хальлĕхе Чăваш патшалăх филармони артисчĕсем çеç чăвашла шăрантараççĕ.

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика