Чăваш Ен хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2023, 19:48 Просмотров: 370

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Мускаври ВДНХ территорийĕнче Пĕтĕм тĕнчери "Раççей" форум-куравра Чăваш Ен кунĕ иртнĕ.

Сумлă мероприятие хутшăнакансене уявпа саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, унăн историпе культура аталанăвне тишкернĕ.

Унтах ăсталăх класĕсем, "Эпир пĕрле" акци, ял хуçалăх таварĕсен суту-илĕвне йĕркеленĕ. Чи çутă та асра юлма тивĕç пулăм - чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине тĕпе хурса ирттернĕ туй. Шупашкарта пурăнакан Максим Горскипе Анастасия Мочаловăна туй ирттерме "Çавал" ансамбль пулăшнă. Çавăн пекех савăнăçлă лару-тăрура Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ чăваш юманне дипломпа чысланă.

 Уява респулика ертỹлĕхĕпе пĕрлех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă. ВДНХн тĕп сцени çинче тата культура проекчĕсен зонисенче чăваш артисчĕсен тĕрлĕ енлĕ программи пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика