Çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.12.2023, 19:39 Просмотров: 357

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пурте пулăшма тăрăшаççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи Аслă Чемен территори пайĕнче пурăнакансем те айккине тăрса юлмаççĕ.

Июль пуçламăшĕнче кар тăрса ушкăнпа маскировка сеткисем çыхма пуçларĕç. Çак ĕçе Станислав Капитонов йĕркелесе ячĕ. Малтанах йывăçран сетка çыхмалли кăшăл вырнаçтарса лартрĕç. Никĕсĕсене Станислав Васильевич "Озон" интернет-лавккара çырăнса илчĕ. Ятарлă пусмине Шупашкарта шырарĕ. Интернетри видеосенчен мĕнле çыхмаллине курнă тата республикăн тĕп хулинчи "Зов Победы" волонтерсен пункчĕпе çыхăннă хыççăн ĕçе ял хастарĕсене вĕрентрĕ. Сетка çыхмалли материалĕсене илме ял çамрăкĕсем, шкул коллективĕ тата территори пайĕнче ĕçлекенсем укçа пуçтарчĕç. Халĕ те хăйсен ирĕкĕпе пулăшу сĕнекенсем чылай. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов та хавхалантарса хăварчĕ, укçапа пулăшрĕ.

Чăн-чăн ырă кăмăллă, Тăван çĕршыва юратакансем çỹреççĕ сетка çыхма. Хăш-пĕр кун Тури Чакă клубне 30-40 çын пырать. Ачасем те питĕхастар. Хатĕр сеткăсем ăшне вĕсем салтаксем валли çырусем чиксе яраççĕ. Çуллахи вăхăтра хуларисем те çỹретчĕç. Ыттисемпе пĕрле чи асли, 79 çулхи М. Зотова, чи кĕçĕнни 5 çулхи Ю. Тарасов та вăр-вар ĕçлеççĕ. Чун ыйтнипе килеççĕ кунта хастарсем. Ăшă кăмăллă лару-тăру хуçаланать ĕçленĕ чухне. Сăвă каласа, юрласа çыхаççĕ тепĕр чухне. Хальлĕхе тĕрлĕ калăпăшпа (ытларах 3х6 метрлă) 38 сетка çыхса хатĕрленĕ. Малтанласа вĕсене Шупашкарти "Зов Победы" пункта ăсатнă пулсан, халĕ Патăрьелĕнчи Юрий Тинюков ертсе пыракан "Батыревский доброволец" ушкăн волонтерĕсем вĕсене хамăр салтаксем патне илсе çитереççĕ. Юрий Петрович каланă тăрăх, маскировка сеткисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене питĕ кирлĕ. Çитес вăхăтра Рязаньтен сетка çыхмалли никĕс килсе çитмелли пирки пĕлтерчĕ вăл, Тури Чакăсемпе Аслă Чеменсем ырă ĕçе малашне те тăсасса шанса калаçрĕ. "Май пур таран хамăр салтаксене пулăшасчĕ, вĕсем частарах çĕнтерỹпе таврăнччăр",- терĕç хастарсем.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика