Азалия Вахитова конкурсра икĕ номинаципе çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:29 Просмотров: 395

Ыхра Çырминчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Азалия Вахитована пурте хастар та пур енĕпе те пултаруллипе пĕлеççĕ.

Унсăр пуçне чиперкке вĕренỹ отличници, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, тĕрлĕрен олимпиада призерĕ... Çав вăхăтрах вăл илемлĕ те тарăн содержаниллĕ видео-ролик тума та ăста. Шанчăклă, ырă кăмăллă юлташ, алă ăсти тата нумай-нумай ырă ен те пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен хĕрачана тата ытларах илем кỹреççĕ. "Вăл пирĕн шкул тĕрекĕ",- çапла кĕскен хак пачĕ класс ертỹçи Светлана Кулакова ун пирки.

Çак кунсенче Азалия Вахитована шкулта тепĕр çĕнтерỹпе саламланă. Нумай пулмасть çеç республикăри вĕрентỹ институчĕ тăван чĕлхене упрас тата ăна аталантарас тĕллевпе Наци библиотекинче йĕркеленĕ "Реклама тĕнчи" конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Икĕ номинаципе те унăн ĕçĕсене жюри чи пысăк вырăна хурса пахаланă.

Сăмах май каласан, Азалия Вахитова хăйĕн ĕçĕсене иккĕшне те - "Чи лайăх буклет" тата "Чи лайăх социаллă реклама" - тăван енĕн юратнă "Авангард" хаçачĕпе çыхăнтарнă (ертỹçи Зелфире Тазетдинова). Çак тĕллевпе вăл чăн малтанах журналистсен коллективне килсе икĕ чĕлхепе - чăвашла тата тутарла тухакан - хаçат историйĕпе, унăн тытăмĕпе, коллективĕпе, унта пичетленекен статьясемпе, рекламăсемпе, пĕлтерỹсемпе тата ыттипе те тĕплĕн паллашрĕ. Вăл хатĕрленĕ буклетри куар-кодпа тăван хаçат пирки тата ытларах паллашма пулать.

Социаллă роликне те жюри членĕсем пысăк хак панă. Вăл унта Интернет ĕмĕрĕнче те тăван район хаçачĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, вулакансен йышĕ чакманнине, журналистсем унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансене кăсăклантаракан темăсене хускатнине ĕнентерỹллĕн каласа панă.

Çак конкурсрах 10 класра вĕренекен Ильмира Вахитова вара "Чи лайăх социаллă реклама видеоролик" номинацире (ертỹçисем Г. Тазетдинова, З. Тазетдинова) çĕнтернĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика