Ăшă йăвара çунат сараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:28 Просмотров: 418

Ачасем - çемье телейĕ, теççĕ Çĕньялта пурăнакан Гурьяновсем. Çапла калама вĕсен сăлтавĕ те пур. Николай Викторовичпа Татьяна Михайловна хăйсем хĕрпе ывăл çуратнă, вĕсемсĕр пуçне тата виçĕ тăлăха хỹттине илсе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ. Кашнийĕшне чун ăшшине параççĕ. Вĕсен пỹртĕнче хуть хăçан та ача сасси, кулли илтĕнет.

- Эпĕ те, мăшăр та пысăк çемьере çуралса ỹснĕ. Çемьеленсен те сахалăн пурăнман: пăянам, пăятам пулнă. Çурт тулличчĕ. Малтан Алиса вĕренме тухса кайрĕ, унтан - Алеша. Ватăсем те пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç. Иккĕн çеç тăтăмăр та юлтăмăр. Çав вăхăтра пĕчĕк пепкесене тытса ачашлас, юратас туйăм чунра çуралчĕ. Упăшкапа, хĕрпе тата ывăлпа пĕрле канашларăмăр та усрава ача илес терĕмĕр. Шухăша пурнăçлама Патăрьелĕнчи опекăпа попечительство органне кайрăмăр. Кунта пире канашсем пачĕç. Уйрăмах Татьяна Леонидовна Чылыковăна тав сăмахĕ калас килет, вăл питĕ нумай пулăшрĕ, - терĕ Татьяна Михайловна хăйсемпе тата ачисемпе паллаштарнă май.

 Гурьяновсем тĕрлĕ çĕрти интернатра пулнă, телейне вара Улатăрта тупнă. Пĕрре курсанах хĕрарăм виççĕри Вероникăна кăмăлланă. "Хĕр ача пирĕн ача иккенне тỹрех туйса илтĕм, çав вăхăтрах киле илсе каяс туйăм çуралчĕ", - тесе аса илет Татьяна Михайловна. 2010 çулхи çулла çемьере йыш хушăннă. Вероника сăнĕпе каснă-лартнă амăшĕ. Ялта вĕсем тăванĕн ачине усрама илнĕ текен сас-хура та çỹренĕ, хăйсенчен те кун пирки пĕрре мар ыйтнă.

Пĕчĕк чиперука кашнийĕ ăшшине пама тăрăшнă. Ашшĕпе тетĕшĕн хỹтлĕхне те тỹрех туйнă. Çемьере хăйне юратнăран хĕр ача та пурне те пыра-пыра ытамланă, чуп тунă, анчах пысăк йышра пурăнма хăнăхнăскере урамра та, килте те выляма юлташ çукки хумхантарнă. Çапла вара икĕ çултан Гурьяновсем тепĕр ача усрава илме шут тытаççĕ.

- Вероникăран ăна валли юлташ хĕр ача е арçын ача кирлине ыйтрăмăр, вăл арçын ача терĕ. Улатăра татах çул тытрăмăр. Кунти интернат директорĕпитĕ кăмăллă çын. Хамăр шухăша пĕлтертĕмĕр те пире çывăракан ачасем патне илсе кĕчĕç. Эпир кĕрсенех пĕри тỹрех куçне уçрĕ. Чунра темле урăхла туйăм çуралчĕ. Пăхрăм та - сăнĕпе те упăшка пекех, çỹçĕ та сарă. Документсене хатĕрлесе çитерсен ывăла киле илсе килтĕмĕр. Пирĕн халь икĕ Алеша - асли тата кĕçĕнни, - терĕ сăмах çумне сăмах хушăннă май Татьяна Михайловна. - Ачасем хăйсене усрава илнине пĕлеççĕ. Вероникăна 6-7 çулта чухне урамра каланă. Ĕсĕклесе йĕрсе кĕчĕ. Эпĕ вăл ун пек йĕнине нихăçан та курман. "Эсĕ манăн анне мар-им?" - терĕ. Çавăн чухне вара хăйне малюткăран илсе килнине, унта пĕчĕк ачасем нумаййине, эпир ăна суйласа илнине каласа патăм, хамăр юратнине пĕлтертĕм. Чăннипех те Вероника та, Алеша та маншăн та, мăшăршăн та питĕ çывăх, хамăр çуратнă ачасем пекех туйăнаççĕ. Ывăл ỹссе çитсенех пирĕн хушамата - Гурьянов - илесшĕн, ашшĕ ятне те Николаевич çыртарасшăн. Хăйĕн кăмăлĕ.

 Чĕрçе çинче утьăкка сикнĕ ачасем паян пысăкланнă. Иккĕшĕ те маттур. Хĕр амăшĕ пекех юрра-ташша маçтăр, пĕлỹ çуртĕнче иртекен пĕр мероприяти те унсăрăн иртмен. Сăмах май, Татьяна Михайловна хăй те Çĕньялти фольклор ушкăнне çỹренĕ.

Николай Викторовичпа Татьяна Михайловна аслисем çитĕннĕ май тата ывăлне валли юлташа тепĕр ачана хăйсен хỹттине илме шутнă. Малтан арçын ача шыранă, анчах вĕсен тĕлне хĕр ача пулнă. Пандеми вăхăтĕнче Шупашкарти интерната çитнĕ. Кунта ĕçлекенсем Аринăна кăтартнă. Çурăм шăмми çинче грыжа чирĕ пулнăран вăл лайăх утайман. Сывă та тĕреклĕ ачана çемьене йышăнма та кашнийĕ пултараймасть, кунта вара сусăр. Мĕн тумалла? Çак ыйту канăçсăрлантарнă мăшăра. Малтанлăха каникула илсе килнĕ, шăкăл-шăкăл калаçакан хĕр ача пурин кăмăлне те уçма пултарнă. Çемьерен каяс килменни пирки те пĕлтернĕ.

- Çулталăк ытла Арина патне Шупашкара çỹрерĕм. Ăна больницăра операци тунă хыççăн хамăр пата илсе килтĕмĕр. Турă панă ача пуль тетĕп хĕр пирки. Вăл халь 9 çулта. Сывлăхĕ хавшакраххипе шкула çỹреймест, учительсем ăна килте вĕрентеççĕ. Сăвăсем пăхмасăр вулассипе, ỹкерчĕксем тăвассипе йĕркелекен конкурссене ялан хутшăнать. Шкулта иртекен мероприятисене хамăр каятпăр. Алă ĕç тума та юратать. Чĕнтĕр çыхма пĕлет, кăштах çеç кăтартса памалла, - тет кĕçĕн хĕрĕн кун-çулĕпе паллаштарнă май кил хуçи мăшăрĕ.

 Ачасене юратса пăхни çеç çителĕксĕр, вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама, ĕçе хăнăхтарма, пурнăçа юрăхлă çын тума тăрăшмалла. Гурьяновсем çак тĕллевпе пурăнаççĕ те. Хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕ-амăшне пахчара, выльăх пăхма пулăшаççĕ. Каникулта вара лагерьсене те канма каяççĕ, çавăн пекех çемйипех тĕрлĕ хулана çитеççĕ.

- Ачана усрава шеллесе мар, юратса илмелле. Темле маттур, пултаруллă пулсан та чуна пыман пепкене пăхаймастăн, - терĕ Татьяна Михайловна кăмăллăн çеç сыв пуллашнă чухне.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика