Пулăшу парассине лайăхлатса

Категория: Публикации Опубликовано: 01.12.2023, 11:20 Просмотров: 431

"Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас енĕпе палăртнă тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатăп. Анат Туçари фельдшерпа акушер пунктне Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕлỹ пухса специалист дипломне алла илнĕ хыççăн килтĕм. Патшалăхăн "Ял фельдшерĕ" программи ĕçе кĕни те çăмăллăх кỹчĕ. Ал айĕнче çăмăл автомашина пурри ĕçе ансатлатать. Халиччен кунта юн анализне илесси пурнăçа кĕменччĕ. Мĕншĕн кашни çынна Патăрьелĕнчи тĕп больницăна çỹреттермелле? Çулĕ çывăхах та мар. Аслă çулхисене кайса килме те кансĕр.

Кашни çыннăн çулталăка пĕр хутчен флюорографи тухмалла. Ку енĕпе те çăмăллăх пулчĕ.

 Кустăрмаллă флюорограф яла килчĕ. Ĕç килĕшет. Вăхăтра пурнăçласа пырсан пурне те ĕлкĕрме пулать. Ялта 6 тыл ĕçченĕпе тăлăха юлнă салтак арăмĕ пурăнаççĕ. Вĕсем тата ытти аслăрах çулхисем патне черетлесе килĕсене çỹретĕп.

Тепĕр чухне ăшă сăмах эмелрен хаклăраххине мала хуратăп. Тĕрлĕ чир-чĕрпе калаçу ирттересси пулатех. Кĕрлĕ-çурлă вируслă инфекци сарăласран прививка тăвассине те вăхăтра пурнăçламалла. Халăхпа пĕр чĕлхе тупни савăнтарать. Вĕсем мана ăнланаççĕ, эпĕ вĕсене.

Наталия ДИМИТРИЕВА, фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика