Акари шутлă кун пỹлмене тултарать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:51 Просмотров: 335

Майăн 17-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков тата ытти сумлă хăнасем пулчĕç.

Вĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Анат Туçари "Лук-Агро" кооператив территорийĕн сухан вăрлăхĕ çитĕнекен уйĕнче кĕтсе илчĕ. Сăмах май, хуçалăх пысăк лаптăкра вăрлăх сухан туса илессипе ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Кооператив членĕ Леонид Кузнецов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Сухан вăрлăхне туса илессипе Крым Республикипе тачă çыхăнса вăй хунине каларĕ. Олег Николаев малашне чернушка хатĕрлессипе Узбекистанпа та çыхăну тытма май пуррине пĕлтерчĕ.

 Хамăр туса илнĕ тавара вырăнтах тирпейлесе продукци кăларассипе те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар тимлеççĕ. "Лук-Агро" кооператив та самана таппинчен юласшăн мар. Кунта малашне чипсы хатĕрлеме пуçласшăн. Ăна валли цех тума пикеннĕ, çĕр улмин ятарлă сортне те çитĕнтереççĕ. Объекта кĕркунне хута яма тĕллев лартнă. Олег Алексеевич тата ыттисем те строительство ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Тепĕр чарăну "Батыревский" пĕрлешĕвĕн çурхи тулă çитĕнекен хирте пулчĕ. Пĕрчĕллĕ культурăна агротехнологие пăхăнса, минераллă удобренисемпе усă курса никĕсе хывнăран пăхма та кăмăллă - калчасем чăшăл çеç хăпарнă. Хуçалăх ертỹçи Петр Ялуков çурхи ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессишĕн тăрăшнине, юлашки çулсенче ял хуçалăхне патшалăх ытларах пулăшу пама тытăннине, çакă аталанма май панине каларĕ. Çавăн пекех çĕр улми уйĕнче те пулчĕç. Тăпрана хывнă вăрлăх калчаланма пуçланине те курса ĕненчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патăрьел хирĕсене пăхма кăмăллă пулнине, халăх тăрăшса ĕçленине палăртса хăварчĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика