Уявран - наградăсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 10.05.2023, 20:31 Просмотров: 460

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă тунă. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă делегаци те хутшăннă.

Пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тата ыттисем те саламланă.

 Çавăн пекех ĕçре палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. "Чăваш Республикинчи хăй тытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" паллăпа Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова (ỹкерчĕкре), "Чи лайăх староста" номинацире Ясная Поляна поселок старостине Григорий Шалтынова III степеньлĕ дипломпа, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне Сергей Манзуркина ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ятарлă программăсен тĕп специалиист-экспертне Татьяна Анисимовăна Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕн ассоциацийĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика