Савăнма та, ĕçлеме те пĕлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:42 Просмотров: 220

Мартăн 25-мĕшĕнче Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн культура сферинче тăрăшакансем 2022 çула пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç, ĕçре тăрăшулăх кăтартнисене, конкурссенче мала тухнисене чысларĕç.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ. Вăл уявпа саламланă май культура ĕçченĕсемсĕр пĕр мероприяти те иртменнине, вĕсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине, паян ку сферăра тăрăшакансен çамрăксене те хăйсен опытне вĕрентсе хăвармаллине, лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшмаллине каларĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Олег Мешковпа Валерий Антонов саламĕсене çитерчĕ.

Патăрьел муниципалитет огругĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕсен пайĕн начальникĕ Наталия Никитина çак сферăра иртнĕ çулта туса ирттернĕ ĕçсене тата кăçалхи тĕллевсене пĕлтерчĕ.

Культура учрежденийĕсенче 136 çын ĕçлет, вĕсен вăтам шалăвĕ 28832,4 тенкĕпе (2021 çулта - 25984,66 тенкĕ) танлашать.

2021 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Пушкин картти хута кайрĕ, унпа 14-22 çулти ачасем киносене, музейсене, театрсене кĕме билет илме пултараççĕ. Пĕлтĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 852 яш-кĕрĕм унпа усă курнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра ку кăтартупа 6-мĕш вырăн йышăннă.

2022 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме 6 млн тенкĕ тăкакланă: Тăрăнти тата Ульяновкăри клубсене юсанă; Первомайскинчи культура çуртне, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне реконструкцилеме, Тури Чакăри 100 вырăнлăх клуба, Пăлапуç Пашьелĕнчи тата Кзыл Камышри клубсене юсама проектпа смета докуменчĕсене хатĕрленĕ.

Татмăшри ял клубне тăвассипе, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне тĕплĕн юсассипе кирлĕ документсене хатĕрлеме пуçăннă.

"Культура" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнче модельлĕ ача-пăча библиотеки тума 5 млн тенкĕлĕх оборудованисем туянмалла. Централизациленĕ клуб системинче 19 культура çурчĕ тата 28 ял клубĕшутланать. Çулталăкра 5605 мероприяти ирттернĕ, унта 228000 çын хутшăннă. Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтерỹçĕсен ятне тивĕçеççĕ. Сăкăтри культура çурчĕ "Ялти чи лайăх культура çурчĕ" номинацире çĕнтернĕ.

Çитменлĕхсем, тумаллисем те нумай-ха. Чылай культура çуртĕнче пысăк хăвăртлăхлă интернет çук, компьютерсем, музыка инструменчĕсем, сцена çине тухмалли костюмсем çитмеççĕ.

Муниципалитетра 29 библиотека: Патăрьелĕнчи тĕп тата ача-пăча, Шăнкăртамри ача-пăча тата 26 ял вулавăшĕсем. Пурне те модернизациленĕ, интернетпа çыхăнтарнă. Кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем çук.

Централизациленĕ библиотека системин пĕрлехи фондĕнче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 267823 экземпляр кĕнеке шутланать. Иртнĕ çул 3746 çĕнĕ издани хушăннă. Вулавăша пуянлатассишĕн халăх та тăрăшать, уйрăм çынсем 224 кĕнеке парнеленĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн архивĕнче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 258 фондра 40,9 пин ĕç упранать. Иртнĕ çул çеç 2163 документа йышăннă. 3827 запрос тума тивнĕ.

2022 çултан архив "КАИСА-Архив" комплекслă программăпа ĕçлеме пикеннĕ, 162 опись тунă. Çакă республикăра чи лайăх кăтарту.

Аваллăха пĕлмесĕр малашлăх çук. Ĕлĕкхи пурнăçпа паллаштараканни - музей. Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ тата унăн уйрăмĕсем - Алманчăри краеведени музейĕ тата А. Кокелĕн музей-çурчĕ - пур.

Музей "Музей тата шкул - пĕрле" юхăмпа туллин ĕçлет. Çамрăксене йăла-йĕркепе, тăван енпе паллаштарас тĕллевпе, Тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме вĕрентессипе нумай тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çул 51 курав йĕркеленĕ, вĕсенчен 42-не музейре ирттернĕ, 9-шĕ - куçса çỹрекенни. Пурĕвара 128 мероприяти пулнă.

Культура ĕçченĕсем канашлура хăйсен пултарулăхне те туллин кăтартрĕç. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тата ялти клубсенче вăй хуракансем çепĕç юррисемпе, ташшисемпе

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика